Комментировать

23 Мая, 2018

Улмуççипе груша чечекленĕç-ши?

Юр кайса пĕтнĕ-пĕтменех йывăç-тĕм сутакансем пасара, аслă çул хĕррине тухса тулаççĕ.

«Туянмалла е çук, хăшне илсен лайăхрах?»— купаланса тăракан тавара сăнанă май канăçсăрланать пахчаçă. Иккĕлентерекенни вара сахал мар. Çултан-çул иртекен тĕрĕслевсем суту-илÿре йĕркене пăснă тĕслĕхе час-часах тупса палăртаççĕ. Кăçал та çаплах. Çул хĕрринчи, пасарти сутуçăсене тĕрĕсленĕ хыççăн хунавсене ятарлă документсăр сутни çиеле тухнă. Кунта малтанах сорт тата ÿсен-тăран пахалăхне çирĕплетекен документсем /сертификат соответствия/ пирки сăмах пырать. Кунсăр пуçне фитосанитари енĕпе те уçăмлăх çук. Сутуçăсен йывăç-тĕм чирлĕ маррине шантаракан документ кирлĕ, анчах нумайăшĕн вăл та çук. Урăх çĕршывран илсе килнĕ хунавăн — фитосанитари, карантин йĕрки çирĕплетнĕ регионсенчен çитнĕ таварăн карантин сертификачĕсем пулмалла.
Мĕн пытармалли: хăш-пĕр чухне çак документсем пирки сутуçăсем пĕрремĕш хут илтеççĕ. Инспекторсен вара йывăç-тĕм сутмалли йĕрке пирки çине-çинех ăнлантарма е административлă майпа явап тыттарма тивет. Анчах пахчаçă укçа парса туяннă хаклă хунав çав çулах хăрса ларсан камран ыйтĕ? «Тутлă улма-çырла çиес, туянни сая ан кайтăр тесен хунава тĕплĕ тĕрĕслемелле, — палăртать Раççей ял хуçалăх надзорĕн республикăри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн патшалăх аслă инспекторĕ Валентина Никитина. — Этикеткине вулама ан ÿркенĕр! Унта тĕме ÿстернĕ предприятин адресĕ, телефон номерĕсем, ытти информаци пулмалла. Патшалăхăн селекци çитĕнĕвĕсен реестрне кĕртни те пĕлтерĕшлĕ. Тепĕр сĕнÿ: пирĕн тăрăхра ÿсме пултаракан /пирĕн климата кăмăллакан/ тĕмĕсене суйламалла».
Тĕрĕслевре пĕр сутуçăран, тепринчен ыйтатăн — документсем çук-мĕн. Çакна пăхмасăр çынсем туянаççĕ, суту-илÿ хĕрсех пырать. Тĕмĕсенчен çакнă илемлĕ ÿкерчĕк е хакĕ илĕртет-ши? Чăн та, питомникрипе танлаштарсан чылай йÿнĕрех çав.
Тĕрĕслемен тĕмĕпе вара сад-пахчана сăтăрçăсем, чир-чĕр лекме пултарать. Кун пек тĕслĕх пур ĕнтĕ. Улмуççи, груша, кĕл чечек тĕммисене лабораторире тĕрĕслеттернĕ хыççăн улмуççи тымарĕ çинчи тăпрара çĕр улмин ылтăн нематоди пуррине асăрханă. Тĕм лартнă лаптăкри çĕре лабораторине тĕрĕслеме ăсатнă. Çав вырăнта чир сарăлма тытăнни палăрнă.
Тĕрĕслев малалла пырать. Анчах халех çакна палăртмалла: мĕн пур суту-илÿ вырăнĕнче çитменлĕх самай. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.