Комментировать

22 Мая, 2014

Алă усса ларма юратман Хĕрлĕ Чутайсем

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хĕрлĕ Чутай шкулне тĕрлĕ ялта пурăнакан пилĕк çĕре яхăн ача çул такăрлатать. Кунта çитĕнекен ăру валли тĕрлĕ енлĕн аталанма пур услови те пур: ачасем физкультура урокĕнче эрнере пĕр хут физкультурăпа спорт комплексне çÿреççĕ, тĕрĕс ишес енĕпе хăнăхаççĕ. Унсăр пуçне арçын ачасене вăтам класранах салтак пурнăçне хатĕрлеççĕ. Шкулта кашни çулах «Пирĕн хушăмăрти талант» конкурс иртет. Пур ача та сцена çине тухса хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарать. Чылай ялти ашшĕ-амăшĕ хăйĕн пепкине районти тĕп шкула яма тăрăшать. Ачасем парта хушшинче ларнă вăхăтрах пулас пурнăçра мĕнле професси суйлассине палăртса ăна пурнăçа кĕртмелли самант патне ăнтăлаççĕ: тĕрлĕ кружок-секцие ăсталăха туптама çÿреççĕ. Алă усса ларма юратмаççĕ Хĕрлĕ Чутайсем!

Кашни кун çур сехет кĕнеке вулать

Пĕрремĕш класра вĕренекен Богдан Ярайкин анлă тавра курăмлă ача. Тăрăшса вĕренет кăна мар, тĕрлĕ конкурс-викторинăна хутшăнать, унта яланах малти вырăнсене йышăнма ăнтăлать. "Чĕвĕлти чĕкеç", "Русский медвежонок" вăйăсене кăмăллать. Нумаях пулмасть Богдан рес-публикăра ачасем хушшинче иртнĕ "Чи телейлĕ кун" конкурсра пĕрремĕш пулнă. Çуллахи пĕр кун амăшĕпе пулă тытнине ÿкернĕ. Богданăн шухăшĕпе çывăх çын çумра пулни – чăн-чăн телей! "Манăн Хисеп хучĕ нумай! Пурте пĕрремĕш, иккĕмĕш вырăнсене тивĕçнипе панăскерсем. Эпĕ нихăçан та виççĕмĕш пулмастăп", – йăл кулать арçын ача.

Вĕрентекенсем те Богдан анлă тавра курăмлă пулнине çирĕплетеççĕ. Вăл кашни урока тĕплĕн хатĕрленет, юлташĕсене те вăл е ку ыйтупа пулăшма тăрăшать. Унăн юратнă предмечĕ – математика. Çак туртăм пĕчĕкренех аталаннă иккен. Богдан икĕ çултах пĕрре çумне иккĕ хушсан виççĕ пулнине пĕлнĕ. Тăватă çулта вара тата пысăкрах числосене хушма-кăларма вĕренсе çитнĕ. Халĕ те пример-задачăсене кĕске хушăра шутласа кăларма пултарать вăл.

Пур çĕре те ĕлкĕрекен Богданăн пушă вăхăт пур-ши? "Паллах, пур!", – хуравлать арçын ача. Çур куна шкулта ирттерет пулсан – ыттине килте. Чылай чухне юмах, кĕске калав "шĕкĕлчеме" кăмăллаканскер кашни кунах çур сехет кĕнеке вулать. Унтан сăмах каçмăш тупсăмĕсене шырать, мультфильм курма телевизор умне пырса ларать.

– Мультфильма вунă минутран ытлашши пăхма юрамасть! Куç япăх курма пуçлать, – ăнлантарать пĕрремĕш класра вĕренекенскер.

Канмалли кунсенче арçын ача амăшĕ-пе пĕрле кÿршĕ ялта пурăнакан кукамăшĕ патне хăнана çÿрет, хуçалăхра пулăшать. Уроксем хыççăн вара физкультурăпа спорт комплесĕнче вадокай енĕпе ĕçлекен секцие çÿрет.

Мал ĕмĕтлĕ Богдан ÿссен тухтăр профессине алла илесшĕн.

– Хирург пулăп, çынсене чир-чĕртен сыватăп, – пĕлтерет пĕрремĕш класра вĕренекен арçын ача.

 

Спорт мастерĕ пулма ĕмĕтленекен Артем

Артем Чеченешкин вара пурнăçне шахмат вăййисĕр курмасть. Ахăрт-нех, тĕлĕкре те шахматла вылять пулмалла. Тăхтав вăхăтне яланах чун киленĕçĕ валли уйăрать вăл. Тăваттăмĕш класра вĕренекен арçын ача шахматла выляма пуçлани икĕ çул çитет ĕнтĕ. Вăл физкультурăпа спорт комплексĕнчи «Хастар» кружока çÿресе выляс ăсталăха туптать. Малтанах Артем унта юлташĕсемпе çÿренĕ, кăшт вăхăт иртсен арçын ачасем кружока пăрахнă. Шахматла выляма кăмăллакан Артем вара юлнă.

Арçын ача районта иртекен кашни турнира хутшăнать, яланах призерсен шутне кĕрет. Пĕлтĕр вăл Çĕмĕрлене те çитнĕ, унта та малти вырăна тухма пултарнă.

Пушă вăхăтра та Артем асамлă кÿлепесен тĕнчине "путать". Унăн çак вăйă пирки çырнă ятарлă журнал та пур. Арçын ача кашнинчех выляв техникине пăхса тухса пĕчченех куçăмсем тăвать. «Шахмат килĕ-шет. Тен, çак енĕпе спорт мастерĕ пулăп?», – пĕлтерет Артем Чеченешкин.

 

Унăн ĕçĕсемпе куравра паллашаççĕ

«Шел, пирĕн шкулта вĕтĕ шăрçапа ĕçлеме вĕрентекен кружок ĕçлемест. Темиçе çул каялла пурччĕ вăл. Анчах ăна ертсе пыракан учитель Мускава пурăнма куçса кайрĕ. Кружока хупрĕç», – сăмах хушрĕ 9 «б» класра ăс пухакан Аня Родионова.

Халĕ хĕр ача бисерпа хăй тĕллĕн ĕçлет. Чылай чухне ятарлă журналта, кĕнекере, хăш чухне Интернетра тĕрлĕ сĕнĕве пăхса илемлĕ япала ăсталать Аня. Тăваттăмĕш класрах интересленме тытăннă вăл кунпа. Бисера алла илсенех чун каннăн туйăннине пĕлтерет хĕр ача. Кунĕпе те вĕтĕ шăрçаран вак-тĕвек ăсталаса ларма пултарать вăл. Мăй çакки, хăлха çакки, Фаберже çăмартине, чĕр чун кĕлеткисене çăмăллăнах хатĕрлет.

Чун киленĕçĕ валли вăйне шеллеменскер бисерпа ĕçлесси сывлăхшăн сиенлĕ те пулнине лайăх пĕлет-ха. Вĕтĕ шăрçапа тăтăш ĕçлесен пула куç вăйĕ чакать. Çавăнпах Аня яланах çутă пÿлĕмре ларать, тĕрлĕ япала хатĕрлет.

– Ман шутпа, бисертан илемлĕ япала ăсталама пултарни каçхине урамра пĕр тĕллевсĕр çÿренинчен лайăхрах. Паллах, уçă сывлăшра та çÿреме вăхăт тупмаллах. Çав-çавах вĕтĕ шăрçапа ĕçленине нимĕн те çитмест, – ăнлантарать Аня Родионова. – Малтанах Шупашкарти ятарлă лавккасенче илеттĕм, халĕ пирĕн районта та çавнашкаллисем уçăлчĕç. Куншăн савăнатăп çеç!

Районти культура çуртĕнче иртекен кашни куравра Аньăн ĕçĕсемпе паллашма пулать. Шкул ачисем те, вĕрентекенсем те, ял-йыш та унăн илемлĕ япалисене курса савăнать. Пилĕк çул çак иленÿпе кăсăкланакан Аня малалла та ăсталăха аталантарасшăн, çĕнĕрен те çĕнĕ «капăрлăх» хатĕрлесшĕн çунать.

 

Çывăх çыннисен çулĕпе каясшăн

"Лаша пуласси тихаран, çын пуласси ачаран паллă", – теççĕ ваттисем. Чăн та, пурнăçра "пысăк" çын пулас тесен нумай тăрăшмалла. Вĕренÿре çеç ĕлкĕр-мелле мар, тĕрлĕ енлĕн аталанмалла. 11-мĕш класра вĕренекен Костя Савельевпа Кирилл Ярайкин ачаранпах спортпа туслă. Паллах, кунта çывăх çыннисен тÿпи пысăк. Каччăсен ашшĕсем те çамрăклах спортпа интересленнĕ, халĕ те сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пыраççĕ. Костьăпа Кирилл пиллĕк-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтрах спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе тĕплĕн хатĕрленме пуçланă: чупассинче, тĕл перессинче... вăй виçнĕ. Малтанах яшсем "Зарница" вăйăра шкул чысне хÿтĕленĕ, унтан Спартакиадăсене хутшăнма тытăннă. Çавăн чухнех республикăра, Атăлçи округĕнче иртекен ăмăртусене тухса çÿренĕ, малти вырăнсене йышăннă. Пĕлтĕр Хĕрлĕ Чутай команди Анат Камăра иртнĕ ăмăртура виççĕмĕш пулнă.

Хальхи вăхăтра Костьăпа Кирилл патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене тытмашкăн хатĕрленеççĕ, çапах чун киленĕçĕ валли пушă вăхăт уйăраççех. Кашни кун футболла, волейболла выляççĕ вĕсем. Костя вара гитара каласа юрлама та вăхăт тупать.

Шкулпа сыв пуллашсан каччăсем иккĕшĕ те çывăх çыннисен çулĕпе каясшăн: Кирилл çар çынни, Костя полици ĕçченĕ пуласшăн. Эппин, вĕсене экзаменсене лайăх тытма ăнăçу сунар!

 

Ăста юрăçсенчен те кая мар

Шкулта çамрăк юрăç та чылай. Пурте тенĕ пекех музыка шкулне çÿреççĕ вĕт. Акă, виççĕмĕшсенех илер. Районти, шкулти пĕр мероприяти те вĕсемсĕр иртмест. Пĕри тепринчен илемлĕрĕх юрлать кунта. Ачасем кашнинчех республика шайĕнчи конкурссене хутшăнаççĕ. Маша Аливанкина, акă, «Ылтăн кĕркунне» конкурсра «Соло» номинацире малти вырăна тухнă, унăн юлташĕсем – Ангелина Сазоновăпа Екатерина Ейкова – фортепиано каласа Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ.

– Пĕррехинче шкултан таврăннă чухне юлташăм музыка шкулне çÿренине каласа пачĕ. Манăн та унта каяс ĕмĕт çуралчĕ. Эпĕ ун чухне пĕрремĕш класра вĕренеттĕм, – тет Ангелина Сазонова. – Ача чухнех асатте телевизор ярса фортепиано калакансен, музыкантсен концерчĕсене кăтартатчĕ. Килĕшнĕрен эпĕ те фортепиано класне çÿреме тытăнтăм.

Музыка учителĕ Валентина Иосифовна Грачева та виççĕмĕшсемпе кăмăллă. Ачасем тĕрлĕ конкурсра хутшăннишĕн савăнать вăл. Киле ĕç юрă сăмахĕсене вĕренме парсан, тепĕр урокра пурте пăхмасăр калаççĕ. Ачасем музыка шкулне çÿрени ашшĕ-амăшĕнчен те нумай килет. Юрра-ташша кăмăллакан çемьесем хаваспах пепкисене музыка шкулне çырăнтараççĕ. Çавнашкал çемьере Маша Аливанкина та çитĕнет.

– Эпĕ ачаранпах юрлама юрататăп. Манăн атте те музыкăна кăмăллать. Вăл гитара калать, юрă шăрантарать. Пĕр концертра эпир унпа иксĕмĕр юрласа пурне те тĕлĕнтертĕмĕр, – савăнса пĕлтерет хĕр ача. – Уйрăмах савăк юрăсене шăрантарма кăмăллатăп эпĕ. Малалла та пултарулăха аталантарăп!

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.