Комментировать

21 Мая, 2018

Пурнăç кĕнекине пĕрле çыраççĕ

Ĕлĕк-авал пĕр çемьере 100 çын пурăннă тет. Çак килти çураçулăхпа туслăх çинчен патша керменĕ таранчченех сăмах сарăлнă. Ытти çĕрте вăрçăннă, пурлăх пайланă пулсан çакăнта никам та пĕр-пĕрне кÿрентермен. Ку йышăн вăрттăнлăхне патша та пĕлесшĕн пулнă. Çемьери чи ватă çынна хăйĕн шухăшне хут çине çырса кăтартмашкăн ыйтнă вăл. «Ăнланни», — сăмаха çĕр хутчен çырнине курсан патша та тĕлĕннĕ.
Шупашкарти 16-мĕш «Кроха» ача садне Пĕтĕм тĕнчери çемье кунне паллă тумашкăн пуçтарăннисене çак ăслая аса илтертĕмĕр. Чăн та, пĕр-пĕрне ăнланакан кил-йышра килĕшÿ хуçаланать. Хальхинче эпир уявра Порфирьевсен, Ульяновсен, Баженовсен çемйисене сăмах патăмăр. Вĕсен тĕпренчĕксем «Кроха» ача садĕнче тавра курăмне аталантараççĕ е çитес вăхăтра пирĕн пата килме хатĕрленеççĕ. Çак çемьесем телей вăрттăнлăхне уçма килĕшрĕç.
Шупашкарти электромеханика коллеждĕн студенчĕсем вĕсен кашни сăмахне ăша хывни иккĕлентермест. Сăмах май, çамрăксене — пулас ашшĕ- амăшне — çакнашкал мероприятисене ятарласах чĕнетпĕр. Воспитани енĕпе ĕçлекен Надежда Сидорова çакăн ырă витĕмне палăртать. Çапла майпа çул çитмесĕр е çемье çавăрмасăр ача çуратакансен йышĕ чакасса шанать вăл. Студентсем садик картишне тирпейлеме те пулăшаççĕ.
Ингăпа Сергей Баженовсем «Çамрăксен хули» форумра паллашнă. Вĕсем 5-ри Артемипе 2-ри Давидшăн тĕслĕх пулма тăрăшаççĕ. Асли спорт гимнастикине çырăнсассăн ашшĕ те унпа пĕрле çак секцине çÿреме пуçланă. Иккĕшĕ пĕрлĕ çĕнĕ çитĕнÿсем патне туртăнни, паллах, курăмлă. Амăшĕн шухăшĕпе, кашни ачашăн ашшĕ юлташ вырăнĕнче пулмалла.
Порфирьевсем çемье пурнăçра тĕп вырăн йышăнни çинчен сăвăласа каласа кăтартрĕç. Елена ывăлĕпе хĕрĕ çураласса мĕнешкел кĕтнине аса илчĕ. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.