Пурнăçри Нарсписем
Ĕçчен, ăслă, çаврăнăçуллă ывăл-хĕрĕпе мĕн ĕлĕкрен палăрнă чăваш халăхĕ. Наци менталитетне кура-ши — паха çак енсемпе кăкăр çапса мухтанас йăла пулман йăх-несĕлĕмĕрĕн. Халĕ те сăпайлăхпа уйрăлса тăракан халăхсен йышĕнче чăвашсем.
Çыннăн çÿлерех асăннă пахалăхсем ăруран ăрăва куçнине, çапла майпа ратне-çемье хăйне евĕрлĕхĕ йĕркеленнине уйрăм тĕслĕхпе çирĕплетес шухăш алла калем тытма хистерĕ. «Улми улмуççинчен аякка ÿкмест» тени чăна килнине Вăрмар районĕнчи Арапуçра пурăнакан Галина Петровăпа паллашсан черетлĕ хут ĕнентĕм.
Ĕçчен йăх
Галина Николаевна — йышлă çемьере çитĕннĕ тĕлĕнмелле анлă тавра курăмлă хĕрарăм, çĕршыва юрăхлă тăватă ача çитĕнтернĕ амăшĕ. Пурнăçа мĕнле сыпăнтарса пырассипе тĕслĕх аса илме ыйтас тăк вăл пĕр иккĕленмесĕр хăйĕн амăшне Мария Николаевăна асăннă пулĕччĕ. Пур çĕре те ĕлкĕрекен, яланах пĕрремĕш ретре, пуринпе те кăмăллă пулма тăрăшакан çак хĕрарăма, 76 çул каяллах çĕре кĕнĕскере, Вăрмар тăрăхĕнче халĕ те ырăпа асăнаççĕ. Хутла пĕлнĕ хĕрарăма ыттисенчен уйăракан ырă ен — культура енне туртăнни, хăй мĕн пĕлнине таврари çынсене ăса хывтарма тăрăшни. Мария Васильевна Константин Ивановăн «Нарспи» поэмине ялĕпех вулаттарни, ун тăрăх хутла пĕлменнисене вулама-çырма вĕрентни — вăл вăхăтри мухтава тивĕçлĕ ĕç. Йăлтах йĕркипе каласа каяр:
— Пирĕн асатте — ялта ăна Лавккаç Микулай тенĕ — XIX ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче çуралнă. Ĕçлеме ÿркенмен, ăслă- пуçлă çын килĕнчех лавкка тытнă, унта хуçалăхра кирлĕ япала сутнă. Вăл вăхăтра çуртне тимĕрпе витнĕ хуçалăх иккĕ-виççĕ кăна пулнă тенине илтнĕ. Пĕри — асаттепе асаннен. Выльăх нумай усранă, пысăк сад ĕрчетнĕ. Асанне Матрена Лукина Тăвай районĕнчи Çĕнĕ Пуянкасси ялĕнче çуралнă, — çапла пуçларĕ калаçăва çулĕпе тăххăрмĕш теçеткене тултарса пыракан Галина аппа. — Асаттепе асанне Микулай ята питĕ юратнă-ши — атте çуралсан ăна та çапла ят хунă. Нушаллă-тертлĕ пурнăçпа ÿснĕрен атте çитĕнсен завод лартма ачаранах шухăшланă. Виçĕ çул кăна вĕреннĕ пулин те çамрăк чухнех Вăрмарта çу завочĕ хута ямашкăн пултарнă, унăн ертÿçи пулнă. Каярах Йĕпреçри çу завочĕн директорĕнче тăрăшнă. Мал ĕмĕтлĕскер локомотива ĕçлеттерекен котельнăй та, Кĕтеснерте улма-çырла завочĕ те уçнă. Унта сĕткен те кăларатчĕç, варени- повидло та пĕçеретчĕç, чĕрĕ пан улми упрамалли вырăн та пурччĕ. Хăй уçнă çав завода темиçе çул ертсе пынă вăл, вăрçа тухса кайиччен кăшт маларах больницăра хуçалăх ертÿçинче ĕçлерĕ. Сăмах май, юрра-кĕвве юрататчĕ атте: купăс, балалайка, граммофон пурччĕ пирĕн килте. Пĕр урине малалла, теприне хыçалалла туса ташлатчĕ.
Сар кайăкла савăнас чухне
Тивĕçлĕ канăва тухсан Галина Петрова кун кĕнеки çырнă. Унта ашшĕ-амăшне, хăйĕн йăх-несĕлне халалланă аса илÿ сыпăкĕсем пур. Çыпăçуллă чĕлхепе хайланă йĕркесенче пултаруллă хĕрарăмăн çывăх çыннисен сăнарĕ уççăн курăнать. Унта пурнăçри савăнăç- телей те, хуйхă-инкек те çырăннă. Чуна пырса тивмелле сыпăксенчен кăмăл-туйăма чи вăйлă хускатаканни — амăшĕ çинчен çырни. Вулакана унпа паллаштарас, май пур таран улăштармасăр илсе кăтартас килет:
«Манăн анне — Марье, Мария Васильевна. Атте ăна Маруç тесе чĕнетчĕ. 1905 çулта Вăрмар районĕнчи Çĕнĕ Шулхан ялĕнче çуралнă. Вĕсем çиччĕн пĕр тăван — пилĕк ывăл та икĕ хĕр — ÿснĕ. Анне — улттăмĕш ачи. Вăл пĕчĕк чухне кукаçин çемйи Тутар республикинче пурăннă пулмалла. Çавăнпа анне темиçе чĕлхепе сăмахлама пĕлетчĕ: чăвашла, вырăсла, тутарла. Нимĕнле ĕçрен хăраманскер тăрăшулăхĕпе, пултарулăхĕпе палăрнă. Кукаçисен ĕç лаши нумай пулнă, хăнана-мĕне каймаллине, чи чаплине, анне кăна кÿлме пултарнă. Хăй вун тăхăр çулта чухне Кĕтеснер ялне аттене качча тухнă. Анне çаврака пит-куçлă, вăтам пÿ-силлĕ, илемлĕ пилĕк-çурăмлă хĕрарăм пулнă. Купарча таран çырă çÿçне икĕ çивĕт çивĕтлесе хăюпа çыхатчĕ. Йĕтĕн сÿсĕнчен питĕ çинçе арласа, пĕветсе, хăй тĕртсе янтăланă улача кĕпе чылайччĕ унăн. Икĕ, виçĕ аркăллă кĕпесем те пурччĕ, пасар кĕпинчен пĕртте катăк марччĕ. Алли-ури ăста пулни çавăнтан та курăнатчĕ. Сурпан та нумайччĕ. Илемлĕ чăваш тĕррине питĕ вĕттĕн тĕрлесе, илемлĕ шăтăкласем /чĕнтĕр — Авт./ тытса, укасемпе илемлетсе пĕтернĕччĕ. Праçникре урине нумай тÿмеллĕ, вăрăм кунчаллă, çÿллĕ кĕлеллĕ пушмак тăхăнатчĕ. Анне мĕнле те пулин вăхăт тупса ал ĕçĕ тума, илемлĕ шăтăкласем çыхма юрататчĕ. Пире, Раиспа иксĕмĕре, çамрăк чухнех çак ĕçе вĕрентетчĕ.
Анне тăватă çул вĕреннĕ тетчĕ пулас. Ĕлĕк хутла пĕлекенсем нумаях пулман. Пирĕн аннене çынсене вулама-çырма, шутлама вĕрентмешкĕн хушнă тет. Вăл вара килтен киле çÿренĕ. Чылайăшĕ ырă ĕçĕшĕн тав тунă.
Колхозра бригадира суйланă ăна. Кашни киле пырса кун каçа мĕнле ĕç пурнăçламаллине каласа çÿренĕ. Хăй те халăхпа пĕрле ĕçленĕ: тырă вырнă, авăн çапнă... Йĕркеллĕ каласа ăнлантарнăран, лайăх сăмахлама, йăпатма пĕлнĕрен бригадăри çынсем: «Ĕçе тухас килет», — тесе калатчĕç тет.
Сĕнтĕрвăррине хурт-хăмăрçа вĕренме янăччĕ аннене. Çичçырмара /Кĕтеснертен тăватă çухрăмри вăрмана çапла калаççĕ/ утарта ĕçлерĕ вăл. Пыл хурчĕсене лайăх пăхса ĕрчетнине кура пĕр утартан тăватта çитерчĕç. Анне пурăннă чухне килте те хурт-хăмăр çемйисем тытатчĕç.
Юрра-ташша та ăста пулнă. Нумай юмах пĕлетчĕ. Эпир пĕчĕк чухне темĕн тĕрлине те каласа кăтартатчĕ. Туйра-мĕнре хаваслă пулнă- тăр: «туя илем кÿрекен» тетчĕç ун пирки. Килте юрлани-ташланине ас тумастăп: ĕлĕк аслисене хисепленĕ, ваттисенчен вăтаннă, килте асанне пулнă та — ун умĕнче аван марланнă пуль.
1942 çул, ака уйăхĕн 21-мĕшĕ. Пирĕн пата вăрман хуралçи килчĕ. Салтаксем каснă йывăçсен турачĕсене пуçтарса тасатма чĕнчĕ. Вутти кирлĕ те-ха — пÿрте хутса ăшăтмалла вĕт: анне килĕшрĕ. Тепĕр кун 5-6 çын пуçтарăнса вăрмана кайнă. Çав кун çурхи шыв нихçанхинчен вăйлă юхнă. Ун пеккине ватă çынсем те «ас тумастпăр» тетчĕç. Кăпшар шывĕ урлă каçмалли кĕпере çынсем ватнă, карлăкĕсене вутă хутма вăрласа пĕтернĕ. Кĕпер вырăнĕнче икĕ çинçе пĕрене кăна тăрса юлнă. Пĕри — тÿрĕ, тепри кĕвенте пек кукăр-авăнчăк выртнă. Хăрăк турат çыххине çĕкленĕ анне çав пĕренесем тăрăх Кăпшар урлă каçма тăнă. Анчах шыв хăйĕн авăрне илсе юхтарса кайнă ăна. 37 çулта чухнех çут тĕнчерен уйрăлчĕ пирĕн анне. Çĕр çĕклейми хуйха пула хĕвел те тĕттĕмленчĕ, тĕнче пĕтсе килнĕ пекех туйăнчĕ. Эпир атте-анне хÿттинче çунат сарса юрлакан сар кайăк пек савăнса пурăнмалла чухне йăвинчен тухса ÿкнĕ виçĕ мĕскĕн кайăк чĕппи пек тăрса юлтăмăр...» Малалла вулас...