Комментировать

18 Мая, 2018

Тĕрĕссине уççăн çырнăшăн

1918 çулхи çурла уйăхĕнче виççĕмĕш хут тухма пуçланă «Хыпар» хаçатăн çивĕч публицисчĕ Н.И.Рубачев Хусан кĕпĕрнин Совечĕ çумĕнчи Чăваш ĕçĕсен комиссариатĕнчен хăйĕн ирĕкĕпе пăрахса кайнă. Мĕншĕн?
Сăлтавне истори наукисен кандидачĕ А.В.Изоркин тĕпчесе пĕлнĕ. «Вăл большевиксене килĕштерменнине пытарман, — çирĕплетнĕ Арсений Васильевич «Çу вĕçĕнче шавланă туй» статйинче /«Хыпар», 1998 ç., авăн, 18/. — Хăй йышăннă должноçран хăтарма çирĕп ыйтса çырнă заявленире çапла ăнлантарнă:«Большевиксен вĕçĕ-хĕррисĕр диктатурин условийĕсенче тата сылтăм эсерсен фракцине Пĕтĕм Раççейри Советсен V съездĕнче сутăнчăкла арестленĕ хыççăн — ку мĕскĕнлетекен пулăм çеç мар, çĕршыври ĕçлекен мĕн пур хресченрен мăшкăллани те пулса тăрать — ĕçлев, экономика тата çĕрĕç пайĕн заведующийĕн тивĕçĕсене пурнăçлама пултараймастăп тесе шухăшлатăп».
Николай Иванович Рубачев Шупашкар уесĕнчи /халĕ Куславкка районĕнчи/ Паланкасси ялĕнче çуралнă. Хусанти учительсен семинарийĕнчен вĕренсе тухнă. 1917 çулта ăна Шупашкар уесĕн земствин гласнăйне /депутатне/, каярахпа земство управин председателĕн çумне суйланă. 1917 çулта вăл Хусанти учительсен институтĕнче вĕренме тытăннă. 1918 çулхи ака уйăхĕнче Хусанти Чăваш ĕçĕсен комиссариатĕнче ĕçлеме пуçланă.
Н.Рубачев комиссариатран мĕншĕн пăрахса кайнине тарăнрах ăнланас тесен 1918 çулхи авăн уйăхĕнче «Хыпарта» пичетленнĕ публицистика статйисемпе паллашмалла /вĕсен шухăшĕ — «Хыпар»: минувшее и настоящее» кĕнекере, авторĕ А.П.Леонтьев/. Чекистсем совет влаçне хирĕçле шухăшсемшĕн Н.Рубачева каçарман. 22 çулти яша 1918 çулхи авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче персе вĕлернĕ. «Хыпар» Издательство çурчĕ ыйтнипе Тутарстан прокуратури 2005 çулта таса ятне тавăрнă.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.