Комментировать

17 Мая, 2018

Мускава ĕçлеме кайман, сакайĕнче выртнă

2017 çулхи çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче Йĕпреç районĕнчи Пăкăянта хăрушă ĕç-пуç пулса иртнĕ. Следстви тишкернĕ, суд çирĕплетнĕ тăрăх, Валерий Архипов юлташне Анатолий Никитина çĕçĕпе чиксе вĕлернĕ. Анчах ял халăхĕ кун пирки пĕр уйăхран тин пĕлнĕ, мĕншĕн тесен Валера вилене хăйĕн килĕнчи тĕп сакайне чавса чикнĕ.

Валерий Архипова Пăкăянта Будулай тесен лайăхрах паллаççĕ пулĕ. Паллă кинори чикан евĕр пулнăран ун çумне çак хушма ят çыпçăннă. Кÿрши Римма Иванова ăна çапларах хак пачĕ: «Вăл баракран куçса килчĕ. Япăх енпе палăрнă тееймĕп. Çамрăк чухне йăнăш тунă-ха, анчах уншăн айăпне саккун умĕнче каçарттарнă: Будулай пĕр карчăка мăшкăлланăшăн тĕрмере ларса тухнă. Никама та усал тунине илтмен, лăпкăччĕ, колхоз кĕтĕвне пăхатчĕ. Ял çыннисене пулăшма çÿретчĕ: утă хăпартма, пахча сухалама... Хĕлле пилорамăра тăрăшатчĕ. Гальăпа хут уйăрттарман, анчах та питĕ килĕштерсе пурăнатчĕç, шăв-шав илтмен. Икĕ çул каялла арăмĕ чирлесе вилчĕ. Будулай уншăн питĕ кулянчĕ, сăнран улшăнчĕ. Масар çине час-час каятчĕ, макăрса таврăнатчĕ. Ял тăрăх çапăçса, кăшкăрашса çÿремен, утайми ÿсĕр пулнине те нихăçан курман. Выльăх-чĕрлĕх тытман вăл, юлашки вăхăтра 17 чăх пурччĕ унăн. Йытă пусса çиетчĕ, картишĕнче хуранра пĕçеретчĕ, су-рăх какайне аса илтерекен шăршă пирĕн пата çитетчĕ. Çын анчăкне тытса пусман вăл, ăна килсĕр-çуртсăррисене илсе килсе паратчĕç. Пилорамăра ĕçлесе илнĕ укçи-тенкипе лавккаран пельмень-катлет илсе хуратчĕ».
Будулай Тарăнварта çуралса ÿснĕ. Анатолий Никитинпа тахçантанпах туслашнă. Ун çумне те Монгол хушма ят çыпçăннă. Çурчĕ кивĕ пулнăран Будулай Монгола шеллесе хăйĕн патĕнче пурăнтарнă, яланах пулăшнă, кирлĕ чухне хÿтĕленĕ те. Тепĕр чухне Монгол ялти Садовниксем патĕнче те çĕр вырткаланă. Çынна хирĕçлеймен, ăшă кăмăллă Монголăн пĕр пысăк çитменлĕх пулнă — алли кукăр. Анчах вăрласа килнĕ япалапа хăй усă курман, çынна кайса панă. Çапла ырă тăвас килнĕ-ши унăн? Пĕрисенне — какай, тепринне хуран йăтса тухса кайни пулнă.
Будулайпа Монгол хушшинче хирĕçÿ пледа пула çуралнă теççĕ. Ăна Валера аппăшĕ ĕçлекен лавккара туяннă. Хайхискерĕн килĕнче плед тата 1 пин тенкĕ çухалнă. Куншăн вăл юлташне тарăхнă. «Монгола кĕтĕве кайнă чухне тĕл пултăм, чăтаймарăм, пĕр хутчен çупса ятăм, пледа илсе килсе пама ыйтрăм», — каласа панă вăл кÿршисене. Çакăн хыççăн юлташĕ ун патне эрехпе килнĕ, кăштахран Монгол йĕп пек çухалнă.
«Мускава ĕçлеме кайнă пуль терĕмĕр. Çурлан 22-мĕшĕнче Будулайăн çуралнă кун пулнă, иккĕшĕ пĕрле хăналаннă. Питĕ туслăччĕ вĕсем. Çывăрнă чухне ыйхă тĕлĕшпе усал ĕç туса хумарĕ-ши тетпĕр аптăранипе. Моргран ăна тÿрех масара кайса пытарнă», — каласа кăтартрĕ Римма Алексеевна.
Тольăна Будулайăн сакайĕнче кĕркунне, юпа уйăхĕнче, тупнă. Монгол тĕлĕшпе саккуна пăсса çын пÿртне кĕнĕшĕн уголовлă ĕç пуçарнă пулнă, çавăнпа ăна полицейскисем шыранă та. Арçын сасартăк хыпарсăр çухални йĕрке хуралçисене те сисчĕвлентернĕ, шыраса çапла майпа 59 çулти Валерий Архипов патне çитнĕ. Ăна тÿрех полиграфпа тĕрĕслеме илсе кайнă.
«Ун килне кунне икĕ хутчен те кĕрсе тухнă, картла выляттăмăр, сакайне çĕр улми те пĕрле антартăмăр, анчах та шăршă туйман. Тăприне хулăн витмен. Кил-çуртне пирус шăрши çапнăран сисмен-ши? Монгол кĕлеткерен те хытканччĕ», — терĕç ял арçыннисем. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.