Комментировать

17 Мая, 2018

Мала тухнисене чысларĕç

Нумаях пулмасть Чăваш наци библиотекинче «Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш — 2018» видеосăвăсен конкурсĕнче мала тухнисене чысларĕç. Конкурса «Шкулта» интернет журнал, Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕ, Чăваш халăх сайчĕ, Чăваш наци конгресĕ, Чăваш наци радиовĕ тата Чăваш наци библиотеки йĕркеленĕ.
Чыслакансен йышĕнче Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕн ертÿçи Владимир Андреев, ача-пăча çыравçи Николай Ишентей, Чăваш наци конгресĕн президиум членĕ Геронтий Никифоров, Чăваш наци телекуравĕн редакторĕ Мальвина Петрова, Наци библиотекин ĕçченĕ Надежда Егорова, Чăваш халăх сайчĕн тĕп редакторĕ Николай Плотников пулчĕç.
Çак конкурсра Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç салинчи «Шуçăм» ача садне çÿрекен 5 çулти Ульяна Лякова «Анне» сăвă каласа 2-мĕш вырăн йышăнчĕ. Пĕчĕкскер Сител ялĕнче пурăнать. Чиперук Наци библиотекинче те сăвă вуларĕ, Елчĕк районĕнчи Елчĕк шкулĕнче вĕренекен Мария Адюковăна Чăваш наци радиовĕ валли интервью пачĕ. Сăмах май, Ульяна çеç мар, пултаруллă ачасенчен нумайăшĕ маттурлăхне кăтартрĕ. Вĕсене итлеме çав тери кăмăллă.
 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.