Ака уйăхĕнче иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче граждансенчен йышăннă ыйтусен хуравсем
Канаш районĕнчи Юмансарта клуб тума палăртаççĕ-и? /Пĕрлехи информаци кунĕнче граждансем хускатнă ыйту/.
ЧР Культура министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, ялсенче культура çурчĕ тăвассине финансламалли условисене ЧР Министрсен Кабинечĕн 2014 çулхи нарăс уйăхĕн 5-мĕшĕнчи Йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ ялти культурăпа кану учрежденийĕсен çурчĕсен строительствин /реконструкцийĕн/ проекчĕсене конкурс мелĕпе суйласа илмелли Йĕркепе регламентлаççĕ. Унпа килĕшÿллĕн муниципалитетăн кашни районĕ конкурс суйлавне хутшăнмашкăн 100-200 вырăнлă клубăн пĕр проектне кăна тăратма пултарать.
Чăваш Республикинчи ял территорийĕсен тăнăçлă аталанăвĕ енĕпе проектсене конкурс комиссийĕ çуллен палăртать. Çирĕплетнĕ йĕрке тăрăх, конкурс суйлавĕ çинчен муниципалитет йĕркеленĕвĕсене материалсене йышăнма чарăниччен 20 кун маларах пĕлтереççĕ тата министерствăн официаллă сайтĕнче кун пирки хыпар вырнаçтараççĕ. Çакна тĕпе хурса çитес тапхăрта конкурс суйлавĕ витĕр тухмашкăн тивĕçлĕ материалсене тата Юмансар ялĕнчи клуб строительствин документацине Канаш районĕн администрацине çитермелле.
Юлашки вăхăтра сĕт йÿнелсе пырать. Унăн хакĕ ÿсессе кĕтме пулать-и? Йĕпреç, Вăрнар, Муркаш районĕсенче пурăнакансем.
ЧР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, сĕтĕн сутлăх хакĕ чакни çĕршыв рынокне ют патшалăхсен типĕтнĕ йÿнĕ сĕчĕпе тултарнипе çыхăннă. Рынокăн тÿнтерле витĕмне сирме май паракан шанчăклă мел — харпăр хăй хуçалăхĕллĕ граждансем ял хуçалăхĕн потребитель кооперацийĕсене пĕрлешни. Çапла майпа сĕте пайталлă сутма, унăн пахалăхне ÿстерме е вырăнта янтăласа хатĕр продукцие вырнаçтарса хушма хака кооперативра хăварма пулать. Унсăр пуçне кооперативсем пурлăхпа техника никĕсне аталантармашкăн патшалăх гранчĕсене илееççĕ.
Харпăр хăй хуçалăхĕнче сутлăх сĕт туса илекен хресчен-фермер хуçалăхне куçни те ял çыннисене патшалăх пулăшăвĕн чылай мерипе усă курма май парать. Çакă вара производствăн чылай тăкакне саплаштарма пулăшать. Малалла вулас...