Пирвай – Çĕрпÿпе Сăр кĕперĕсем…
Çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче ЧР транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Иванов тата федерацин «Волго-Вятскуправтодор» хысна учрежденийĕн Хусанта вырнаçнă пуçлăхĕ Илдар Мингазов Шупашкарта пресс-конференци ирттерчĕç.
М-7 «Атăл» /Мускав-Ĕпхÿ/, Р-176 «Вятка» /Сыктывкар-Шупашкар/, А-151 /Çĕрпÿ-Ульяновск/ автоçулсен Чăваш Енри сыпăкĕсем /325 çухрăм/ 2018 çулхи кăрлач уйăхĕнчен çак учрежденин оперативлă управленийĕнче. Вăл кăçал Çĕрпÿ, Шупашкар, Куславкка районĕсенчи пилĕк сыпăка тĕпрен юсаттарма тытăнса 10,7 çухрăма çĕнеттерет. Шупашкар, Çĕрпÿ, Етĕрне районĕсенчи тăватă çĕрте /25 км/ юсаттарма палăртнă. Çĕрпÿ-Ульяновск автоçулăн сыпăкне /10 çухрăм/, чи малтан пурнăçа кĕртмелли «Хăрушлăха кĕртсе ÿкермен тата паха çулсем» проектпа килĕшÿллĕн Шупашкара М-7 «Атăл» трассăран кĕмелли тата Р-176 «Вятка» çинчи сыпăксене ĕçе кĕртме пăхнă.
Килес çул М-7 «Атăлăн» Етĕрне районĕнчи участокне /6 км/ юсаса пĕтерĕç. Шупашкар, Муркаш, Çĕрпÿ, Канаш районĕсенчи сыпăксен /51 çухрăм/ хăвăрт çийĕнекен сийне çĕнĕрен асфальт сарĕç. Р-176 «Вятка» çинчи 2,8 км участокра электроçутă линийĕ тăсĕç. Çĕрпÿ районĕнчи Виçпÿрт сали патĕнчи авточарăнура павильон лартĕç.
— Кăçал Сăр юхан шывĕн тата Çĕрпÿ хулин кĕперĕсене юсамалли проектсене пурнăçа кĕртĕпĕр, — палăртрĕ И.Мингазов. <...>
Федераци çулĕн Чăваш Енри сыпăкĕсем маларах «Упрдор «Атăл» ФХУ управленийĕн балансĕнче шутланнă. Ăна Пермь хулине куçарнă май Шупашкарти администраци çуртне «Волго-Вятскуправтодор» филиалне панă. Унта тăватă специалист ĕçлет. Вăл пысăк капашлă ав-тотранспортпа çул çÿреме ирĕк парать, ытти ыйтăва татать.
«Хыпар» журналисчĕ Çĕрпÿ кĕперĕ урлă куллен каçса çÿрекенсене кăсăклантаракан ыйтăва пачĕ.
— Хальхи вăхăтра Росавтодорпа пĕрле аукцион ирттерсе çав объектăн çĕнĕ подряд организацине палăртас тата юсав ĕçĕсен проект хакне уçăмлатас ыйтупа ĕçлетпĕр, — хуравларĕ И.Мингазов. — Кĕперĕн иккĕмĕш çуррин конструкцине вырнаçтарнă. Ун патне икĕ енчен пыракан çул çине вĕт чул сарса, пусăрăнтарса асфальт хумалла, барьерсемпе электроçутă хатĕрĕсем вырнаçтармалла. Пĕтĕм ĕçе вĕçлеме 290 млн тенкĕ кирлĕ. Кĕперĕн иккĕмĕш çуррине кăçалхи чÿк уйăхĕнче хута яратпăр.
— Шупашкар районĕнчи Кÿкеçпе Хыркасси /Вăрман Çĕктер ял тăрăхĕ/ хушшинчи сыпăкри автоçул çÿреве хăвăртлатас тĕллевпе Лапсартан Кÿкеçе тÿрĕрен çÿремелли çула хăçан тăвĕç?
— Тума тĕллев лартнă-ха, — хуравларĕ Владимир Иванов министр. — Вăл республика халăхĕшĕн те, Чăваш Ен урлă çул çÿрекенсемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавра çул проектне Росавтодорпа килĕштерес тĕлĕшпе ĕçлерĕмĕр. Анчах ăна Шупашкар районĕнчи ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе килĕштерме май килмерĕ. Трасса 76 харпăрлăхçă пурлăхне кĕрет. Çемьесем урăх çĕре куçма, тăкакшăн компенсаци илме килĕшмеççĕ. Министерство вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе пĕрле çынсене автотрасса мĕн тери кирлине ăнлантарма палăртать. Вĕсем урăх лаптăка куçма килĕшнĕ хыççăн çул йышăнакан çĕре кадастр учетне илмелле, строительство проектне тутармалла. Ăна пурнăçа кĕртсе 5-6 çул иртсе каять.
Министр Кÿкеç-Хыркасси çул пахалăхĕ пирки ыйтусем пуррине палăртрĕ. Чăваш Ен «Вятка» трассăпа çыхăнакан Кÿкеç-Çĕнĕ Шупашкар сыпăка, республикăн харпăрлăхĕнче шутланаканскере, Росавтодор балансне куçарма ыйтнине пĕлтерчĕ. Мĕншĕн тесен вăл федераци автоçул çÿревĕн тĕллевĕсене пурнăçлать.
— Эпир М-7 «Атăлăн» Хыркасси-«Контур» сыпăкне республика харпăрлăхне илесшĕн, — терĕ В.Иванов. — Вăл федераци балансĕнче тăрса çул хĕрринчи организацисене, уйрăм çынсене йывăрлăха кĕртет, аталанма чăрмантарать. Çавнашкалах ыйту федераци çулĕн Шупашкар-Çĕнĕ Шупашкар сыпăкĕнче те çивĕч. РФ çул çÿревĕн нормативĕсемпе килĕшÿллĕн ăна «Çĕнĕ хулапа» е тепĕр енчи ялсемпе, организацисемпе çыхăнтарассишĕн юпĕлеме ирĕк памаççĕ. Сыпăка республика балансне илмесен хула çулĕсемпе хĕреслентерме пуçлаймăпăр. Росавтодор федерацин М-7 çулĕн Тутарстанпа Чăваш Ен чиккинчи сыпăкне /19 км/, Теччĕ патĕнчине, республика харпăрлăхне куçарасшăн. Кунта автотранспорт нумай çÿремест.
— Çапах пăхса тăма укçа чылай кирлĕ пулать, — терĕ министр. — Учрежденирен çакна шута илме, малтан сыпăка юсама ыйтатпăр. Çакăн хыççăн тин ăна йышăнма пултаратпăр.
И.Мингазов «Вятка» трассăпа çыхăнакан Кÿкеç-Çĕнĕ Шупашкар сыпăка федераци балансне иличчен республика хыснинчен уйăракан укçапа юсама ыйтассине халех каласа хучĕ. Министр федераци çулĕн республикăри сыпăкĕсене пăхса тăрассипе, юсассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явма учреждение И.Мингазов ертсе пыма тытăннăранпа тăватă хутчен тĕл пулнине, кăçал республикăри мĕн пур йышши çулсене 7,7 млрд тенкĕ явăçтарассине палăртрĕ.
— Федерацин республикăри çулне пăхса тăракан «Воддорстрой» предприяти ăна йăлари хытă каяшран вăхăтра тасатать, — терĕ И.Мингазов. — Анчах ялсенчен, дача юлташлăхĕсенчен трасса хĕррине миххи-миххипе каяш пăрахса хăваракан çав-çавах йышлă. Ăна çул хĕррине илсе ан тухчăр тесен вырăнта контейнерсем лартмалла, каяша полигона вăхăтра турттармалла. <...> Тулли верси...
CAP.RU порталти сăн ÿкерчĕк.