Комментировать

22 Мая, 2014

Çăкăр

«Çăкăртан асли çук» тенĕ авалтан. Питĕ ăслă, вырăнлă сăмахсем. Темĕнле тутлă апатăн та сĕтел çинче çăкăр пулмасан тутлăхĕ чакать, темĕн çитменнине туятăн. Апата ларсан чи малтан алла çăкăр касăкĕ патне тăсатăн. Сĕтел çинче çăкăр-тăвар пулсан никам та эпĕ выçă, нимĕн те çимелли çук тесе каламасть.

Халĕ эпир çăкăр çук, ăна ăçта тупса илес тесе хăшкăлмастпăр. Лавккасенче лайăххинчен лайăххине суйлатпăр. Çамрăксем çăкăр нушине тÿссе курман. Çапах та вăл хăйĕн хакне çухатнă теме çук. Аслăраххисем те çăкăр нуши çинчен манма пуçларĕç пулас. Аса илер-ха вăрçă вăхăтĕнче те, кайран та карточкăпа пĕчĕк виçепе çеç туяннине. Карточкăна пăрахăçласан та çăкăр лавкки умĕнче сехечĕ-сехечĕпе тĕркĕшнине...

Вăрçă вăхăтĕнче те, ун хыççăн та нумай çемьере çăкăр алла сайра лекнĕ. Хĕрарăмсемпе ачасем тăраниччен çăкăр çисе курасчĕ тесе мĕн чухлĕ ĕмĕтленмен-ши! Иккĕмĕш çăкăр та - çĕр улми - дефицит пулнă.

Çăкăр хакне эпир ачаранах лайăх пĕлнĕ. Тăлăх ачасем пулнă май тăраниччен çăкăр çиейменни час-часах пулнă.

Салтаксемшĕн те çăкăр питĕ хаклăччĕ - хĕç-пăшал пекех.

...1942 çулхи нарăс уйăхĕнче пире Шупашкарти çар чаçĕнчен фронта ăсатрĕç. Пуйăса ларас умĕн кашнине пĕрер çăкăр пачĕç /пĕр килоран ытла мар/. Пирĕн пуйăс Чул хулана çул тытрĕ. Пăравуссем ун чухне çĕр кăмрăкĕпе мар, вутăпа ĕçленĕ. Вутти чĕрĕ пулнă пирки çул çинче вăй /пăс/ пухма чарăна-чарăна ларнă. Чул хулана пĕр талăк кайрăмăр. Шупашкар çăкăрне пурте çисе янăччĕ. Чул хулара урăх памарĕç: Мускава çитсен илетĕр терĕç. Унта çитме талăк ытла. Çĕр каçрăмăр. Тĕп хулара лайăх тăрантарчĕç, тумлантарчĕç. Çула тухакансене çăкăр памарĕç, вырăна çитсен çитерессе шантарчĕç.

Калугăна каçхине çитрĕмĕр. Çĕр каçма хваттерсене вырнаçтарчĕç. Çăкăр лекмерĕ, апат та пулмарĕ. Хваттер хуçин купăста çеç пурччĕ. Ăна краççын лампи çинче пĕçерсе çирĕмĕр. Ирхине ирех пасара çăкăр шырама чупрăмăр. Усси пулмарĕ: çула тухма васкатрĕç. Калуга станцийĕнчи чукун çул кĕперне аркатнăран тепĕр станцие çитиччен çуран утмалла пулчĕ. Çула юр хÿсе лартнăччĕ, пурте ывăнтăмăр. Станцие çитсен фронта илсе каякан пуйăс каçалапа тин пулассине пĕлтерчĕç. Салтаксем выçă - кăшкăрма пуçларĕç. Рота командирĕ çывăхри яла кайма ирĕк пачĕ. Унта кăштах хырăма улталарăмăр, кантăмăр.

Тепĕр ирхине Сухиничине çитрĕмĕр. Унта пире кинотеатр пулнă йывăç çурта вырнаçтарчĕç. Кунта фашистсем лаша усранă-мĕн, тасатса та пĕтерейменччĕ.

Кашнине пĕр çавра çăкăр пачĕç, вăл чул пек хытă шăнса ларнăччĕ. Сапер кĕреçисемпе ватса пайларăмăр. Пĕр сехетрен вĕри яшка пулать терĕç пуçлăхсем. Эпир çав шăннă çăкăра пĕчĕккĕн кăшласа çисе ятăмăр. Ун пек тутлă çăкăр нихăçан та çимен пек туйăнчĕ. Сĕлĕ шÿрпи пиçнĕ тĕле нихăшĕн те çăкăр юлмарĕ. Каплах сыпрăмăр яшкана. Пире, 25 салтака, пĕр сержантпа пĕрле, Шупашкарта йĕркеленнĕ стрелоксен 324-мĕш дивизине кайма направлени пачĕç. Çĕр каçипе пĕлмен çул-йĕрпе дивизи штабĕ еннелле утрăмăр.

Хамăн миномет батарейине çитсен, чăн та, пĕр çăкăр тыттарчĕç. Çăкăр нуши тинех пĕтрĕ тесе савăннăччĕ.

Нуши хамăртан аякка кайман-мĕн. Пуш уйăхĕнче /юр шывланнăччĕ/ пирĕн чаçе малти линие кайма приказ çитрĕ. Салтаксене строя тăратрĕç. Эпир, темиçе салтак, хĕлле пополнени шучĕпе пынисем, кăçатăсемпе тăратпăр. Дивизион фельдшерĕ çакна курчĕ те: «Ку шыв-шурта кăçатăллисене илсе каймастпăр, вĕсем шăнса стройран тухаççĕ», - терĕ.

Старшина чупкаласа темиçе мăшăр ботинка тупрĕ. Пире валли юлмарĕ. Миномет дивизионĕн командирĕ пире, икĕ салтака, начарланса çитнĕ çичĕ лашана пăхма яла хăварма хушрĕ. Пирĕн çара апат-çимĕç продукчĕсем илсе пыракан эшелона фашистсен самолечĕсем бомбăсемпе аркатнă пулнă. Çавна май паексене чакарчĕç: малти линирисене - кунне икшер сухари, пире, иккĕмĕш эшелонрисене, пĕрер сухари çеç пама пуçларĕç.

Ял оккупацире пулнăран çынсем пире апатпа пулăшаймастчĕç. Хамăр та выçă, лашасем те. Лашасене мĕнпе тăрантарассине пирĕн татса памаллаччĕ. Ирхи шăнпа Мишшăпа иккĕн хире тухса капан тĕпĕсенче юлнисене пуçтараттăмăр... Çавăн чухне хĕлле вĕлернĕ лашана тупрăмăр. Ирĕле пуçланăччĕ ĕнтĕ. Унăн какайне командир куриччен каса-каса çиеттĕмĕр. Апрелĕн 17-мĕшĕ Мишшапа иксĕмĕршĕн уяв пулчĕ: пире Англире туса кăларнă чаплă ботинкăсем пачĕç. Юр ирĕлсе пĕтнĕччĕ, çулсем çинче пылчăк та çукчĕ ĕнтĕ.

Май уявĕ умĕн мана çыхăну батальонне куçарчĕç. Вăл дивизи штабĕпе пĕрлеччĕ. Çăкăр нуши пĕтменччĕ-ха. Кухньăра сухари шÿрпи çеç паратчĕç... Манăн икĕ литр кĕрекен пысăк котелок пулнă. Çур котелока яхăн çеç панăран вăл хырăм выççине тата ытларах хускатса яратчĕ. Çуркунне «наркомовский» текеннине 50-шар грамм пачĕç /кайран пăрахăçларĕç, çулла эрех ĕçтермен/. Çур литр эрех, махорка темиçе паек пухнăччĕ, поварсене хăналарăм. Çавăн хыççăн сухари шÿрпине котелок туллиех тултарса пама пуçларĕç. Çитмесен тата сĕнетчĕç. Икшер котелок çисен те хырăм тăраннине туйман. Каярах çăкăр тĕлĕшпе кÿренмеллиех пулман.

 

Комсомольски сали

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.