Шăнкăрав сассийĕ янăрать ян-ян!..
1895 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче Александр Попов радио хумĕсемпе усă курса информаци çÿретме май пурри пирки доклад тухса вуланă. Вырăс физикĕ çакна ĕçпе те çирĕплетнĕ. Çакă пулать те радио çуралнă кун.
Эпир те уяв умĕн «Чăваш хĕрарăмĕн» тĕпелне Галина Вастрюковăна чĕнтĕмĕр. Чăваш радиора унăн сасси 40 çула яхăн янăрать. Çак тапхăрта ăçта кăна çитсе, кампа кăна калаçса, мĕнле кăна передача хатĕрлемен пулĕ вăл! Çавах та унăн сассине чи малтан «Шăнкăрав», «Ĕмĕр сакки сарлака», «Паттăрлăх», «Ĕç çынни», «Ăстаçă», «Тăван тавралăх» кăларăмсемпе çыхăнтарас килет.
Çут çанталăк ытамĕнче
— Муркаш районĕнчи Матикассинче çуралнă эпĕ. Пĕчĕкрех ялсене пĕрлештернĕ хыççăн халĕ урам кăна вăл. Ялĕ вара — Вомпăкасси. Купсасем тĕрлĕ çĕрте чарăнса лашасем улăштарнă-çке. Ваттисем каланă тăрăх, пирĕн ял та çапла вырăн шутланнă иккен. Матви ятлă арçын пурăннă унта. Анчах арăмĕ селĕпрех пулнăран ăна «Мати» тенĕ. Çапла Матикасси теме тытăннă та хутлăха. Ку — халăхра çÿрекен пĕр ăнлантару.
Сип-симĕс пирĕн ял. Пирĕн çурт — хĕрринче. Умра — тарăн çырма. Унта чул та кăларатчĕç. Тăмлă çыранра чĕкеçсем йăва тăватчĕç. Вĕсене сăнаттăмăр. Унтах лавккалла та выляттăмăр. Кунĕпе чупса ачасен хырăм та выçать-çке. «Апат çиес килчĕ», — тетчĕç туссем. Ял тепĕр вĕçĕ инçе-çке. Киле чупса кĕреттĕм те çăкăр касаттăм, пахчаран пĕр ум саппунĕ помидорпа хăяр пуçтараттăм — пĕр кана хырăм лăпланатчĕ. Унтан та пулмасть асанне апата чĕнетчĕ — «çиес килмест» теттĕмĕр.
Асанне кăвакал нумай илсе паратчĕ тата. 40 таранах. Ун чухне ялта плотина таврашĕ çукчĕ. Мари республикине Курвашка текен çырма юхса иртетчĕ. Йăмраллăччĕ, питĕ илемлĕччĕ юхан шыв хĕрри. Йывăç тымарĕ айĕнче пулă нумайччĕ. Алла чиксен кăтăклантаратчĕç те вĕсем. Тепĕр чухне яшка пĕçермелĕх те тытнă пулĕ. Вĕттисене кăвакалсене çитереттĕмĕр. Çапла кунĕпех çут çанталăк ытамĕнчеччĕ эпир.
Туйла выляттăмăр тата. Хăма хыçĕнче шилĕк те тунăччĕ. Асанне тумĕсене те çĕлесе панăччĕ. Саппунсемпе кăкăр умĕсем те янтăланăччĕ вăл. Тенкĕ вырăнне — хупă. Ун чухне пылак шывăн хуппи çап-çутă тимĕртенччĕ.
Асанне ĕçлеттерме пĕлетчĕ тата. Йăрансене пайласа паратчĕ. Вĕсене тирпейсĕр тытсан упăшка шатра питлĕ пуласса асăрхаттаратчĕ йăмăкпа иксĕмĕре. Эх, тăрăшса ĕçлеттĕмĕр вара. Пушансан ял хыçĕнчи сăрта куллен пуçтарăнас йăла пурччĕ ача- пăчан. Тухман йăран пĕр утăм çеç юлсан та: «Паян вăййа çитесси пулаймарĕ ĕнтĕ, ыран каятпăрах», — тетчĕ. Ĕçе вĕçне çитерме, тĕплĕ тума вĕрентнĕ асанне çапла, — чи таса та çутă туйăмпа ачалăхне аса илсе пуçларĕ калаçăва ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
«Вăрçа» сирмелли меслет
Пилĕк пĕр тăван ÿснĕ вĕсем. Галина Витальевна — асли.
— Хам асли пулнăран-ши, маншăн вĕсем кашни хамăн ача пек. Шăллăм вилсен питĕ кулянтăм. Эпĕ вĕсене пурне те сăпка сиктернĕ вĕт. Туссем урама тухма килсе чĕнетчĕç. Манăн вара кĕçĕннисене ас тумалла. Пĕрре çапла йăмăка сиктеретĕп-сиктеретĕп те — лăпланать пек. Алăк патне çитетĕп кăна — сасă пама тытăнать…
Ача чухне çырмара япала çума юрататтăмăр тата. Мĕн пуррине пухса тухаттăмăр та, эх, киветтĕмĕр. Пĕр карта çакса типĕтеттĕмĕр, — ачалăхри хаваслă самантсем çине-çинех капланчĕç.
Асли пулнă май кĕçĕннисен тавлашмалли-хирĕçмелли тупăнсан та вĕсен «вăрçине» чармалли хăйне евĕр меслет те пулнă Галина Кульковăн (хĕр чухнехи хушамачĕ). Йăмăк-шăллĕне вăл тĕрлĕ юмах лартма сĕнсе сăнар валеçнĕ иккен. Халăх сăмахлăхĕпе вара асламăшĕ — Анна Борисовна — паллаштарнă. Темĕн тĕрлĕ халап та юптарнă вăл. Чылайăшне хăй ăсланă-тăр.
Кĕнеке тусĕ
Кĕнеке нумай вуланă Галина Витальевна.
— Библиотекăна атте — Виталий Андреевич — илсе кайнă мана. Питĕ вулама юрататчĕ вăл. Хама валли илнĕ кĕнекесемпе мар, хулăннисемпе паллашас килетчĕ. Атте çук чухне йăпăр-япăр ярса тытаттăм вĕсене. Анчах эпĕ вуласа тухма ĕлкĕриччен атте кайса паратчĕ. Çакăншăн питĕ кулянаттăм.
Асанне вăрçатчĕ те аттене. «Канасчĕ. Мĕн çутă çунтарса ларатăн», — тетчĕ. Атте вара каçса кайсах вулатчĕ. Çак туртăм тăванăмран куçнă ахăртнех. Вулавăша татăлмасăр çÿренĕ эпĕ. Илемлĕччĕ вăл шалтан. Çырса, ÿкерсе пуянлатнăччĕ ăна. Унта кĕрес, çÿрес килетчĕ. Пĕрмай илĕртетчĕ кĕнеке тĕнчи. Вулавăш ĕçченĕ Вомпăкассине енчен енне вунă çухрăм парăнтарса Мари республикинчен çÿретчĕ. Зоя аппа хăйĕн хыççăн вулавăшра эпĕ ĕçлессе шанатчĕ.
Хирĕç те марччĕ-ха эпĕ библиотекăра тăрăшма. «Хам ĕçлесен çакăнта питĕ илемлĕ пулĕччĕ», — тесе шухăшлаттăм. Кружок та йĕркелес килетчĕ. Çак ĕмĕтпе пурăннă чухнех, 10-мĕш класра вĕренеттĕмĕр ун чухне, тусăм Валя ЧПУна уçă алăксен кунне чĕнчĕ.
Физкультура урокĕнчен ыйтсах килтĕмĕр унта. Тĕрлĕ çĕрте пулнă хыççăн Е корпуса илсе кайрĕç. Унта историпе филологи тата экономика факультечĕсем вырнаçнăччĕ. Пĕр аудиторие кĕрсе лартăмăр. Унта курс ĕçĕсем хÿтĕлеççĕ. Итлесе пăхма сĕнчĕç. Килĕшрĕмĕр, — малаллах сÿтĕлчĕ сăмах çăмхи.
Юмăç ярсан…
— Эпĕ библиотекарь пуласшăн-çке. Валя тусăм вара кунта ыйту пама сĕнет. Килĕшрĕм. Хатĕрленÿ курсне те çÿрерĕмĕр. Общежитире тĕрлĕ район хĕрĕ пурăнтăмăр. Красноармейски район пики картпа пăхатчĕ. Кашнинех юмăç ярсан черет мана та çитрĕ. Патшалăх çуртĕнче пурăнасса та, стипенди илессе те каларĕ вăл. Эпĕ вара экзамен та паман-çке… Çапла тĕрĕслевсем çырма пуçларăмăр. Тусăм «3» илчĕ те киле пуçтарăнчĕ. Эпĕ те унпах каясшăнччĕ. Хĕрсем экзамен парса пĕтерме ÿкĕтлерĕç. Юрĕ, килĕшрĕм. Пĕри «пиллĕк», тепри... — журналист кун-çулĕ епле аталаннине каласа кăтартрĕ Галина Витальевна.
Шкулта вĕреннĕ чухне тĕрлĕ хаçатпа çыхăну тытнă вăл. Çыру хыççăн çыру вĕçтернĕ. Сăвă- хайлав та илемлĕ вуланă. Ахальтен мар тĕрлĕ уявра халăх умне кăларнă ăна вĕрентекенсем.
Хастар студент «Мерчене» çÿренĕ. Шăпах çав çулсенче йĕркеленнĕ ку ансамбль. Виççĕмĕш курс хыççăн стройотрядпа Муркаш районĕнчи Шетмĕпуçĕнче Мичурин ячĕпе хисепленекен хуçалăхра комплекс тунă. Хастар ĕçленĕскерсене хавхалантарса Мордовине те, кану çуртне те янă.
Çепĕç туйăмсем
— Пирĕн ушкăнра Вера пурччĕ. Унпа пĕр класра вĕреннĕ каччă Казахстанра салтакраччĕ. Урăх вырăна куçнă чухне Вова тусне — Юрăна — ун ячĕпе çыру килес тĕк хуравлама, çĕнĕ адрес пĕлтерме ыйтнă. Çапла Верăпа Юра туслă çыхăну йĕркеленĕ. «Хамăр тăрăхри пĕр хĕрпе паллаштар-ха», — çырнă пĕррехинче каччă. Çапла Юрăпа çыру çÿретме тытăнтăмăр. Иккĕмĕш курсраччĕ эпĕ ун чухне. Хулари, районти, хамăр патăмăрти хыпарсене пĕлтереттĕмĕр. Çулталăк çурă çыру çÿретрĕмĕр. Ăшă сăмахсем те çырнă паллах. Таврăнсан тĕл пулма пуçларăмăр. Малалла вулас...