Комментировать

11 Мая, 2018

«Тăшман салтакĕ мана туххăмрах çавăрса çапрĕ»

Иван Никитин фронтовика тахçанах пĕлетĕп. Вăл эпĕ шкулта вĕреннĕ чухне аслă пиччене Ильяна çуралнă кун ячĕпе саламлама килнĕччĕ, хăйĕн кăкăрĕ çинче — орденсемпе медальсемччĕ.

«Ку — манăн юлташ, эпир унпа Хуракасси шкулĕнче пĕр класра вĕреннĕ, пĕр парта хушшинче лар-нă», — паллаштарнăччĕ ун чухне пичче хăйĕн тусĕпе. Илья пирĕн хушăра тахçанах çук ĕнтĕ, Иван Никитич вара кăçалхи авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче 100 çул тултарать. Çĕнтерÿ кунĕ умĕн ун патне ятарласа кайса килтĕм. Иван Никитин халĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракассинче хăйĕн кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать.
«Пирĕн ялтан фронта 113 çын кайнă, 30-а яхăнăшĕ çеç каялла таврăннă. Çав шутран халĕ эпĕ çеç чĕрĕ юлтăм», — калаçăва пуçларĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Ваçликассинче çуралса ÿснĕ ветеран. Ăна Хĕрлĕ çара 1938 çулта илсе кайнă. Киев çар округĕнче 19-мĕш уйрăм пулеметчиксен батальонĕнче аслă пулеметчик пулнă, кĕçĕн командирсен шкулĕнче вĕреннĕ. 1941 çулхи çуркунне Иван хăйĕн савнă хĕрне кĕркунне таврăнма шантарнă. Анчах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине пула тахçантанпах кĕтекен çак тĕлпулăва тата тăватă çула куçарма тивнĕ. Иван Никитич вăрçă пуçланнă тĕле командир пулнă ĕнтĕ.
«Фашистсем пирĕн çĕршыва тапăннăранпа иккĕмĕш кун тĕлне полкпа икĕ батальон командирĕсем пуç хума ĕлкĕрнĕччĕ. Курсантсем вĕренсе те пĕтерейменччĕ, вĕсене васкасах сержант званине пама пуçларĕç», — хаяр вăрçă çулĕсене куçĕ умне кăларчĕ ветеран. Пирĕн çарсен чакма тивни пирки стрелоксен отделенийĕн командирĕ Иван Никитин чĕрине ыраттарса каласа кăтартрĕ: «Ас тăватăп-ха, Полтава облаçĕнче хамăра çавăрса илнĕ ункăран çăлăнса тухрăмăр та вăрманпа пыратпăр. Сасартăк пĕчĕк юхан шыв хĕрринче лăпкăн ларакан нимĕçе асăрхарăм, унпа юнашар автомат выртать. Ăна тапăнтăм. Тăшман, вăйлăрах та пысăкрахскер, мана çĕр çине туххăмрах çавăрса çапрĕ те пăвма пуçларĕ. Иваново облаçĕнче çуралса ÿснĕ Григорий Поршенцов пулман тăк мĕн кураттăмччĕ-ши?»
Шăпа тени Никитина яланах упранă. Хупăрлавран ăна тата Надимов подполковника /вăл Ивана чаç ялавне упрама шаннă/ çеç çăлăнса тухма май килнĕ. Вĕсем иккĕшĕ пĕрле хамăрăннисем патне çитнĕ.
Сталинградшăн çапăçнă чухне вĕсем Жукова, Василевские темиçе те курнă. «Эпир хамăрăн командирсене питĕ хисепленĕ. Рота командирĕн заместителĕ — çар училищине нумаях пулмасть пĕтернĕ çамрăк лейтенант Кондарев. Ача çуртĕнче çитĕннĕскер салтаксене çапăçу умĕн питĕ хавхалантаратчĕ», — калаçăва сыпăнтарчĕ Иван Никитич. Çав çапăçусенче палăрнăшăн ентеше «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн» медальпе наградăланă. Вăл Курск пĕккинчи çапăçусенче те, Украинăна, Латвипе Литвана ирĕке кăларнă çĕре те хутшăннă. Икĕ хутчен аманнă, кашнинчех строя тăнă. «Ас тăватăп-ха, вăрманта тăнă чухне пирĕн çийĕн ăнсăртран нимĕç самолечĕ вĕçсе иртрĕ, бомба пăрахрĕ. Пирĕн ротăран харăсах 50 яхăн салтак вилчĕ. Самолет çаврăм туса каялла килчĕ. Эпĕ ăна тăватă кĕпçеллĕ пулеметран петĕм. «Хейнкель-111» хăйĕн хыççăн хура тĕтĕм хăварса çĕр çине пырса тăрăнчĕ», — аса илчĕ ветеран. Çакăншăн ăна II степень Тăван çĕршыв вăрçин орденĕпе наградăланă. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.