Комментировать

10 Мая, 2018

«Салтаксем кĕлте пек выртса юлатчĕç»

Вĕсен аса илĕвĕсем чуна çÿçентереççĕ. Каласа кăтартнине куç умне кăларма хăрушă. Вилĕмĕ юнашарах çÿренĕ. Тăван çĕршывшăн кар! тăнăскерсем вăй-хала, пурнăçа шеллемен. Вĕсен ячĕпе пĕр вĕçĕмсĕр тав сăмахĕ янăрать.

Вилĕмпе юнашар

Элĕк районĕнчи Хураварта пурăнакан Валентина Васильева 18 çул тултарсанах фронта тухса кайнă. 1924 çулта Ехремкассинче çуралса ÿснĕскере сиплев ĕçĕ ачаранпах кăсăклантарнă. 7-мĕш класран вĕренсе тухнăскер Канашри медицина шкулне çул тытнă. Кĕтмен çĕртен вăрçă пуçланнă. Çĕршыври пин-пин яшпа хĕрĕнни пекех Валентина Нестеровнăн çамрăклăхĕ татăлнă. «Вĕренÿ планĕпе килĕшÿллĕн, 2 çул пĕлÿ пухмаллаччĕ. Пире çулталăк çурă вĕрентрĕç те Мускава ячĕç. Нимĕн те пĕлместĕмĕр. Практика тухманскерсем укол та тăваймастăмăр. Юрать, бинтпа çыхма хăнăхрăмăр», — аса илчĕ медсестра курсне вĕçленĕскер.
Валентина Нестеровна 1942 çулта Украинăн 3-мĕш фронтне лекнĕ. Чăваш хĕрне пехотăна янă. Санитари инструкторĕн темĕн те курма тивнĕ. «Улатăр районĕнче çуралса ÿснĕ Аньăпа хуйха-суйха пĕрле пайлаттăмăр. Вăл та ман пекех лутраскерччĕ. Çапăçу хирĕнчен аманнă салтаксене иксĕмĕр йăтса тухаттăмăр. Мĕн кăна курмарăмăр-ши? Снаряд ванчăкĕсене пула аманнăскерсене упаленсе сĕтĕреттĕмĕр. Пырши çиеле юхса тухнă салтака шеллесе чĕре çурăлса тухатчĕ. Пурăнас килет, тăван киле таврăнас килет-çке!» — сăмаха малалла тăсрĕ ветеран. Ыратнине пула нăйкăшнă сасса илтме хăнăхаятăн-ши? Çук. Пĕрисем шăппăн çеç пурнăçпа сыв пуллашнă чухне теприсем «Мана вилĕмрен çăлăр!» — тесе йăлăннă. Çĕр пÿртре вырнаçнă санчаçра ыратнине чакаракан эмел те пулман. Госпиталь аякра, 5-6 çухрăмра, вырнаçнă.
Вилĕм юнашарах утнăн туйăннă. Кăнтăрла вăл куçа курăнман. Каçхине пульăсем çутатса вĕçнĕ чухне уйрăмах хăрушă пулнă. Пĕри те пулсан лекессĕнех туйăннă. «Нимĕçсем бомба тăкатчĕç. Ман çинех ÿкес пекчĕ, — хăрушă самантсене аса илчĕ Валентина Нестеровна. — Пĕр санитара çăлса хăварайманшăн питĕ кулянатăп. Япаласене пирĕн хыçра пыракан артиллери полкĕнче çуса тасататтăмăр. Каччăна вараланнă япала леçме ыйтрăм. Хайхискер часах тăшмана тапăнмалла, аманнисем нумай пулĕç терĕ, пехотăрах юлчĕ. Пĕр ял пуçĕнчи икĕ çуртра аманнисене йышăнмашкăн хатĕрлентĕмĕр. Кĕтмен çĕртен фашист самолечĕ вĕçсе иртрĕ, эпир тăракан çурт çине бомба тăкрĕ. Тăрă шалалла мар, айккинелле ишĕлсе анчĕ. Урамра тăракан санитар ун айне пулса вилчĕ. Ахăртнех нимĕçсене санчаç ăçта вырнаçнине маларах пĕлтернĕ».

Юхнă юн...

Валентина Нестеровна пысăк çемьере çуралса ÿснĕ. Пиччĕшне вăрçă тухсанах вербовкăпа Анат Тагила илсе кайнă. Салтак киле пĕртен-пĕр çыру çырнă. Унта фронта каяссине пĕлтернĕ. Йăмăкĕ нимĕçсем тĕп тунă эшелонсенчен пĕринче пулнă тесе шухăшлать. Ашшĕ фронтран таврăннă. Йывăр аманнăскерĕн сулахай енчи пит шăмми катăлнă. Валентина Нестеровна Европăри çĕршывсене çуран утса тухнă. Курни-илтни халĕ те асрах.
1944 çулхи пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче Черновцы хулине ирĕке кăларнă. Прут юхан шыв хĕрринче тăванла вил тăпри пур. Унта 2 пин еврея пытарнă. 1941 çулхи утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче хулана çавăрса илнĕ нимĕçсем халăха юхан шыв хĕррине хăваланă, тарăн шăтăк чавтарнă. Çарамаслантарнă çынсене ун хĕррине тăратнă та пăшалтан персе вĕлернĕ. Тепĕр ушкăна тимĕр хулăсемпе виличчен хĕненĕ, юхан шыва хăваланă, путарнă. «Çав тăрăхра пурăнакансем пысăк çухату тÿссе ирттернĕ. Тăванла вил тăпри çывăхĕнчи лаптăк 3 кун «хумханнă». Çиелте выртнă çынсем шăтăкран тухасшăн пулнă, тапаçланнă. Никама çăлайман. Вил тăпри патне çывхарайман, персе пăрахнă», — каласа кăтартать ветеран. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.