Комментировать

10 Мая, 2018

Сутуçă арçын пулнине кура

Юлашки çулсенче Элĕк районĕнчи Мăн Ямаш лавккинче сутуçăсем час-часах улшăнкаларĕç. Сăлтавĕ, паллах, тĕрлĕрен. Ялта пурăнакансен хушшинче суту-илÿре ĕçлеме килĕшекенсем тупăнманран, аякран килнисем çеç лавкка алăкĕсене хупăнма памарĕç.
Çĕнĕ çул хыççăн вара кунта Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Акташран Анатолий Ильин çÿреме пуçларĕ. Кĕçех тивĕçлĕ канăва тухма хатĕрленекенскер сăн-сăпатран та, вăй-хăватран та аптăрамасть-ха: ялсен хушшинчи икĕ çухрăма çуран утса тухасси йывăр мар уншăн. Çак çула вăл ачаранпах такăрлатнă, Мăн Ямашри шкула ăс пухма çÿренĕ. Халĕ акă лăпкă та сăпайлă арçын — çак ял лавккин заведующийĕ. Те сутуçă арçын пулнине кура, те вăл хăйĕн ĕçне лайăх пурнăçланăран лавккаран халăх татăлмасть. Ара, райпо лавккисенче унсăр пуçне тек арçын сутуçă та çук! Плана та вăл наччасра тултарать.
Анатолий ку тивĕçе ахальтен суйламан, сутуçăсен курсĕнче çур çул ăсталăха ÿстернĕ. Чылай çул кÿршĕ Етĕрне районĕнчи Анат Çĕрпÿкасси тата Мăн Явăшри лавккисенче тăрăшнă.
Çирĕм тăваттăра Етĕрне районĕнчи Хурамалăх хĕрĕпе Людмила Демьяновăпа çемье çавăрнă, хĕрпе икĕ ывăл çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Килĕшÿллĕ мăшăр вăтăр çул каяллах çирĕп кил-çурт çавăрнă. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.