Ача-пăча вăйă центрĕсем пĕрремĕш-иккĕмĕш хутра-и?
Кемĕрти «Хĕллехи чие» суту-илÿ центрĕнче пулнă пысăк инкек хыççăн Чăваш Енре те, ытти регионти пекех, кану центрĕсемпе суту-илÿ комплексĕсенче тĕрĕслевсем ирттерчĕç.
Çак тĕрĕслевсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе журналистсене ЧР прокуратуринче йĕркеленĕ брифингра паллаштарчĕç. Республика прокурорĕн пĕрремĕш заместителĕ Александр Евграфов пĕлтернĕ тăрăх — Чăваш Енре пушар хăрушсăрлăхне мĕнле пăхăннине суту-илÿ центрĕсенче çеç мар, пасарсенче, культура, спорт, социаллă пулăшу, халăх йышлă пухăнакан ытти объектра тĕрĕсленĕ.
Прокуратура органĕсем патшалăх пушар надзорĕн ĕçченĕсемпе пĕрле 257 объектра тĕрĕслев ирттернĕ, 1875 çитменлĕх тупса палăртнă. Пушар хăрушсăрлăхне пăхăнман тĕслĕхсен 40% — 719 çитменлĕх — суту-илÿпе кану центрĕсенче. Çитменлĕхсен пĕрре тăваттăмĕш пайне культура тата спорт объекчĕсенче тупнă. 11 суту-илÿ центрĕн тата Шупашкарти пĕр спорт шкулĕн ĕçне суд йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн чарса лартма пултараççĕ. Прокурорсем çакăн пирки судсене тавăç тăратнă. Тĕрĕслевсен кăтартăвĕсемпе 169 представлени çырнă, административлă правăна пăсни пирки 200 ĕç пуçарнă. «56 объектра çитменлĕхсене пĕтернĕ», — палăртрĕ Александр Евграфов.
Вăл тăтăшах тĕл пулакан çитменлĕхсемпе те паллаштарчĕ: пÿлĕмсене хăвăрт çунакан материалсемпе отделка туни; эвакуаци çулĕсене хупса е кирлĕ мар япаласемпе тултарса хуни; пушар пирки пĕлтерекен сасă сигнализаторĕсем çителĕксĕр пулни; пушар хăрушсăрлăхĕн сертификачĕсем çукки; требованисене пăхăнманни тата ытти те.
Тĕрĕслевсен вăхăтĕнчех Çĕнĕ Шупашкарти, Канашри тата Çĕмĕрлери 3 суту-илÿ центрĕ ĕçе /эксплуатацие/ кĕртмешкĕн ирĕк илмесĕрех ĕçлени çиеле тухнă. Çакнашкал ирĕке тин хăпартнă объектсен çеç мар, реконструкци тунисен те илмелле иккен, анчах суту-илÿ центрĕсен ертÿлĕхĕ ку утăма туман. Пушар хăрушсăрлăхĕн требованийĕсене пăхăнман самантсем те пур. Çавăнпа вĕсен ĕçне чарса лартасси пирки те суда тавăç тăратнă. Çÿлерех асăннă спорт шкулне вара 2016 çулта пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăснă тĕслĕхсемпех хута янă.
«Предпринимательсем надзор каникулĕ пуррине пĕлсен лăпланаççĕ ахăртнех. Йĕркене пăснă тĕп самантсенчен пĕри — конструкци-планировка йышăнăвĕсене урăхлатни. Хăйсемех суту-илÿ коридорĕсен сарлакăшне улăштараççĕ, çапла майпа суту-илÿ лаптăкне пысăклатаççĕ. Пысăк лаптăкра темиçе пайран пĕр лавкка тăваççĕ. Е пачах хирĕçле — пĕчĕк пÿлĕмсене пайлаççĕ. Пĕр пÿлĕмре икĕ датчик пулмалла — икĕ пая пайланăран кашнинче пĕрер çеç юлать», — ăнлантарчĕ Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ — надзор тата профилактика ĕçĕн управленийĕн пуçлăхĕ Николай Петров. Палăртни вырăнлă: бизнес валли пушар хăрушсăрлăхĕн тĕрĕслевĕсемпе çыхăннă надзор каникулĕсем 2015 çултанпа вăйра тăраççĕ.
Брифингра ача-пăча вăйă центрĕсем пирки те сăмах пуçарчĕç. «Пирĕн правилăсен пуххи пур. Унта ача-пăча кану центрĕсен иккĕмĕш хутран çÿлерех тата эвакуаци алăкĕсенчен 20 метр аяккарах пулмалла мар тесе палăртнă», — ăнлантарчĕ ЧР прокуратурин федераци саккунĕсене пăхăннине сăнаса тăракан управленийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Якушевич. Вăл суту-илÿ центрĕсем асăннă çитменлĕхсене палăртнă вăхăтра пĕтермесен прокуратура ĕçе суда çитерессине пĕлтерчĕ. Чăн та, суту-илÿпе кану центрĕсен ĕçне — ача-пăча вăйă центрĕсем иккĕмĕш хутран çÿлерех вырнаçнăран — чарса лартни пирĕн çĕршывра хальлĕхе пулман иккен.
«Бизнесăн социаллă яваплăха туймалла. Надзор органĕсен тĕллевĕ учрежденисене хупасси мар, вĕсен ĕçĕ хăрушлăхсăр пултăр тени. Инкексем ан пулччăр тесе тăрăшатпăр эпир», — пĕтĕмлетрĕ Александр Евграфов.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА