Комментировать

28 Апр, 2018

Пирĕн йышри Нарспипе Сетнер

«Кристина Нестеровăпа Данил Егорова палларăр-и? Вĕсем — пĕчĕк Нарспипе Сетнер — Шупашкарта йĕркеленĕ Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне уçнăччĕ», — пуçларĕ калаçăва Патăрьел районĕнчи Анат Тăрмăш шкулĕнчен килнĕ Вера Еремеева. Çав самант, чăн та, тÿрех куç умне тухрĕ. Данил Егоров, тĕслĕхрен, çак конкурсра I степень лауреачĕ ята 4-мĕш хут тивĕçрĕ. Кăçал Николай Исмуковăн «Лаштра юман» сăввипе жюри членĕсене тыткăнларĕ вăл. Ятарласах ентешĕн сăввине суйланине те пытармарĕç конкурса килнисем. Кристина Нестерова Геннадий Айхин «Çын мĕскершĕн çуралать?» сăввипе итлекенсен кăмăлне çавăрчĕ. Вера Петровна каланă тăрăх, унăн вĕренекенĕсем пуласлăхра артист тата режиссер çулне суйласшăн. Чăнах, вĕсем сцена валлиех çуралнă тейĕн.

Пултаруллă ачасемпе Чăваш наци библиотекинче СССР халăх артистки В.Кузьмина ячĕллĕ илемлĕ вулав конкурсĕнче çывăхрах паллашма май килчĕ. Кăçал сцена çинче чăвашла тата вырăсла 100 ытла хайлав янăрарĕ. Çак уява май пур таран ытларах тăсас килчĕ. Шкул ачисем те, педагогсем те чăвашла çи-пуçпа килни çав тери килĕшÿллĕ курăнчĕ. Вĕсем калакан кашни йĕрке, сăмах чуна витерчĕ.
«Вера Кузьмина ячĕллĕ вулав конкурсĕ тăваттăмĕш хут иртет. Ытти çулхипе танлаштарсассăн кăçал ку ĕçе хутшăнакансен йышĕ те, конкурс шайĕ те пысăк. Малтан эпир II тата III степень лауреачĕсене те итлеттĕмĕр. Хальхинче вара малтанхи тапхăрта — районта, хулара — пĕрремĕш вырăн йышăннисене кăна чĕнтĕмĕр. Тĕслĕхрен, Елчĕк районĕнчен кăна 30 ытла çын килсе çитрĕ. Унта Геннадий Айхи ячĕллĕ конкурс икĕ кун хĕрÿ иртрĕ. Çавнашкалах Йĕпреç, Куславкка, Элĕк, Канаш... районĕсенчен нумаййăн пуçтарăнса килнĕ», — ăнлантарать конкурс пуçаруçи, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Владимир Григорьев. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.