Комментировать

27 Апр, 2018

Пĕлтерĕшĕ те, яваплăх та пысăк

ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Стратеги аталанăвĕ тата Инвестици климатне лайăхлатас енĕпе ĕçлекен канашсен эрнекун иртнĕ пĕрлехи ларăвĕнче республикăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçлассине сÿтсе яврĕç.

«Агропромышленноç аталанăвĕ», «Капланнă сиен объекчĕсене рекультивацилесси», «Арçынсен репродуктивлă сывлăхне упрасси» проектсен паспорчĕсене çирĕплетрĕç, «Цифра экономикипе» çыхăннă ыйтусене татса парассине, «Регион пĕлтерĕшлĕ «Чăваш Ен — Атăл чĕри» туризм кластерĕ» инвестици проекчĕпе килĕшÿллĕ пурнăçламалли ĕçсене палăртрĕç.

Правительство пуçлăхĕ Иван Моторин, ларăва ертсе пынăскер, палăртнă тăрăх, çак проектсем Чăваш Ен аталанăвĕшĕн чăннипех пысăк пĕлтерĕшлĕ, çавăнпа та вĕсене тÿрре кăларас енĕпе тивĕçлĕ мĕн пур тăтăмăн яваплăха туйса ĕçлемелле.

 

Рубрика: