Комментировать

26 Апр, 2018

Çын - йĕп мар, çапах çухалать…

Наташа Бендер акан 17-мĕшĕнче килтен тухса кайнă та таврăнман, 27-рискер ăс-тăн пăтрашăннипе аптăрать. Шупашкарти 75 çулти Геннадий Якимова та ачисем кĕтсе илеймен. Петр Никитина пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнченпех шыраççĕ, юлашки хутчен ăна Çĕрпÿ районĕнчи Тапанар ялĕнче курнă. Вăрнарти Зоя Яковлева та тăванĕсем патĕнче пулнă хыççăн пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнченпе çук… Çын йĕп мар пулин те — çухалать. Вĕсене шырас ĕçре йĕрке хуралçисемпе, çăлавçăсемпе пĕрле волонтерсем те пысăк тÿпе хываççĕ.

Айккинче сăнайман

Дмитрий Кулагин Удмурт Республикинчи Сарапулта çуралса ÿснĕ. 7 çул каялла Шупашкара ĕçлеме килсен чăваш хĕрĕпе паллашнă та çемье çавăрнă. Халĕ вĕсен икĕ ача ÿсет. Дмитрий хулари пĕр заводра токарьте тăрăшать.
Хыпарсăр çухалнă çынсене шыракан «Лиза Алерт» отряда вăл 2016 çулта çырăннă. Йăлтах хăй пурăнакан çуртăн алăкĕ çинче хĕрача çухални çинчен калакан листовкăна курнинчен пуçланнă. Дмитрие çухалнă ача шăпи пăшăрхантарнă, ăна тупнă-и, çук-и тесе вăл «Контактри» «Лиза Алерт» ушкăнри информаципе кăсăкланнă. Çав çулхине авăн уйăхĕнче волонтерсем Çĕнĕ Шупашкарта арçын ачана шыранă. Дмитрий текех айккинче сăнаса ларайман, шăнкăравланă та хăйĕн пулăшăвне сĕннĕ.
Волонтерсем шырава епле пуçăнаççĕ-ха? «Лиза Алертăн» хĕрÿ линийĕ шăнкăрав йышăннă хыççăн ĕçе инфоргсем /килтен тухмасăрах çынна шырама пулăшакансем/ кÿлĕнеççĕ. Вĕсем çухалнă çыннăн тăванĕсемпе çыхăнса тĕплĕнрех ыйтса тĕпчеççĕ. Кирлĕ тĕк тĕл пулсах калаçаççĕ, мĕншĕн тесен кунта кашни япала пĕлтерĕшлĕ: уйрăмлăх паллисем, мĕн тăхăнни, мĕнле лару-тăрура çухални, çын хăйне мĕнле туйни... Чи малтанах волонтерсем полицие пĕлтернипе кăсăкланаççĕ. Унта заявлени çырман тăк отряд хастарĕсем ĕçе тытăнмаççĕ. Вĕсем хăй тĕллĕн ним те тумаççĕ, следовательпе çыхăнса мĕнпе пулăшма пултарнине ыйтаççĕ, кашни утăма йĕрке хуралçисемпе калаçса татăлса пурнăçлаççĕ. Криминаллă ĕç-пуçа пушшех те сăмса чикмеççĕ. Пĕр-пĕр районта листовка çыпăçтармалла-и, интернетра репост тумалла-и — йăлтах полиципе канашламалла. Тен, ытлашши шăв-шав çĕклени вĕсене кансĕрлĕ çеç?

Талăк çитессе кĕтмелле мар

Волонтерсем икĕ майпа шыраса пулăшаяççĕ: çула тухса тата информаци тĕлĕшĕнчен. Çын çухалнине мĕн чуль хăвăртрах пĕлтеретĕн, ăна шыраса тупас шанăç çавăн чухлĕ ытларах. «Сăмахран, лавккана кайрĕ те 1-2 сехетрен таврăнмарĕ, телефонпа çыхăнма май çук. Кун пек чухне талăк иртессе кĕтмелле мар, тÿрех полицие каймалла. Вĕсем заявлени йышăнма тивĕç. 2-3 кун иртнĕ хыççăн тин систерсен çынна шыраса тупма йывăртарах», — палăртрĕ Дмитрий. Кăçалхи нарăс уйăхĕнче çулланнă хĕрарăм килĕнчен тухса кайнă та таврăнман. Вĕсен инкек пулнă — çын вилнĕ. Питĕрте пурăнакан хĕрĕ килнĕ — амăшĕ ниçта та çук. Вăл полицие пĕлтернĕ. Йĕрке хуралçисем волонтерсенчен пулăшу ыйтма сĕннĕ. Следователь листовкăсем çакма хушнă, хĕрарăма ăçта шырамаллине каланă. 70-е çывхарнăскерĕн ăсĕ пăтрашăннă. Ирхине çухалнăскере волонтерсем 22 сехетсенче шырама тытăннă. Малтан хулара вăл пурăнакан районта тĕрĕсленĕ, кайма пултарнă маршрута та çитсе çаврăннă, яла çитсе килнĕ... Кинемей ирхине хăех тупăннă. Вăл ялти çăва çине кайнă та унта хурал пÿртĕнче çĕр каçнă иккен, тул çутăлсан тăванĕсем патне килнĕ.
Иртнĕ канмалли кунсенче волонтерсем мучие шыранă, вăл çухалнăранпа пĕр эрне иртнĕ ĕнтĕ. Юлашки хут ăна «Богданкăра» çăва еннелле утнине курнă. Волонтерсем çав таврашра йăлт пăхса тухнă. Мучи тăванĕсем патне уй урлă çÿрени пирки пĕлсен волонтерсем Шупашкар районĕнчи Моççакасси çывăхĕнчи хире тĕрĕсленĕ. Ун чухне çанталăкĕ те сивĕччĕ, юрлă, çумăрлăччĕ…

Кăмпана кайсан

Ытларах камсем, ăçта çухалаççĕ? Ăсĕ-тăнĕ арпашăннисем, ватă çынсем. Хăшĕ-пĕри ăçта пурăннине ас тумасть. Çын таçта та çухалма пултарать. Урамра сивĕ тĕк ăшă вырăн шырать, подĕездсене, путвала /уçă пулсан кăна/, талăкĕпе ĕçлекен кафене, лавккана кĕреççĕ. Çухалнă çыннăн сăн ÿкерчĕкне кăтартаççĕ, ыйтаççĕ.
Чулхула облаçĕнче пĕлтĕр юпа уйăхĕнче амăшĕпе тата кукамăшĕпе вăрмана кайсан 4-ри арçын ача çухалнăччĕ. Ун чухне шырава 2000 ытла çын хутшăннă. Вăрман çийĕн вертолет та вĕçнĕ, ку ĕçе салтаксене, тĕрлĕ регион волонтерĕсене явăçтарнă. Вырăнти çынсем ăна каçхи 8 сехетрен шырама пуçланă. Пирĕн регионти «Лиза Алерт» отряд волонтерĕсем ирхи 6 сехетре çитнĕ. Вăрманта шурлăхлă вырăн нумай пулни шыракансене шиклентернĕ. Ку лару-тăрура ача хăйне питĕ тĕрĕс тытнă: вăл ниçта та утман, кăшкăрса-макăрса чупман. Çанталăк 4-6 градус ăшă тăнă, çумăр çунă. Ача хÿшĕ пекки тунă та унта ларнă, çĕр каçнă. Ирпе вăрансан та çав вырăнтан тапранман. Кăнтăрла иртсен çăлавçăсен пĕр ушкăнĕ ăна шыраса тупнă. Хăйĕн ятне кăшкăрнине илтсен ача сасă панă. «Эпĕ çухалса кайрăм, атте-анне шырать пуль, вăрçаççĕ ĕнтĕ», — тенĕ. Шăнса кÿтнĕскере вĕри чей ĕçтернĕ. Ку шырав Дмитрий Кулагиншăн пуринчен ытларах асра юлнă. Çавăн чухлĕ халăх ачана шырама килнине курсан вăл тĕлĕннĕ. Çĕр-çĕр çын вăрман тăрăх çĕрле утнă… Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.