Комментировать

26 Апр, 2018

Ярапайкассисем çĕнĕ клуба кĕтсе илейĕç-ши?

Ырă кун, хисеплĕ «Çамрăксен хаçачĕн» ĕçченĕсем! Эпир, Муркаш районĕнчи Ярапайкасси ял тăрăхĕнче пурăнакан çамрăксем, хамăрăн чун ыратăвне сирĕн пата çырса пĕлтерес терĕмĕр. Пире ăнланасса, мĕнпе те пулин пулăшасса шанатпăр.
Эпир, Ярапайкасси тăрăхĕнчи çамрăксем, вырăнти чиновниксене пула шар куратпăр. Пирĕн клуба 3-4 çул каялла авариллĕ çурт тесе йышăннă хыççăн хупрĕç. Вăл çĕнĕ мар, икĕ хутлăскере Аслă Октябрь революцийĕ 45 çул тултарнă ятпа уçнă. Çав çуртрах ял тăрăхĕн администрацийĕ, уйрăм çын тытса тăракан лавкка, библиотека вырнаçнă. Çамрăксене клуба кĕртмеççĕ, пушă вăхăта мĕнле, ăçта ирттермеллине те пĕлместпĕр. Пирĕн те ыттисем пек савăнас, ташлас килет. Ярапайкасси клубне сÿтмелле мар, вăл ниçтан та йăтăнни курăнмасть. Акт залĕн маччи ишĕлме пултарасси çеç шиклентерет, ăна юсамаллах. Клубăн тăррине çĕнĕ йышши хальхи материалпа витнĕ, çурт питĕ хитре вырăнта вырнаçнă.
Суйлав умĕнхи пухура вырăнти депутат ял халăхне чиновниксен умĕнче сăмах вакламалла мар тесе асăрхаттарнă. Эпир вăл çĕнĕ клуб тăвассишĕн тăрăшать пуль тесе шухăшланăччĕ. Пирĕн, çамрăксен, тата миçе Çĕнĕ çула культура çурчĕсĕр кĕтсе илме тивĕ-ши? Клуб умĕнче сивĕре ташлас килмест.

Ярапайкассинчи çамрăксем.

Паянхи ыйту мар

Çыру йĕрĕпе иртнĕ эрнере Ярапайкасси ял тăрăхне çул тытрăмăр. Клубпа администраци пĕр çуртра вырнаçнă тенĕрен ялавсем вĕлкĕшекен кивĕ те тĕссĕр, урамран илемсĕр курăнакан çурта тÿрех асăрхарăмăр. Чăн та, çырура палăртнă пекех, вăл уçă та хитре вырăнта ларать. Юнашарах — пысăк стадион. Кунта район шайĕнчи спорт мероприятийĕсене те ирттереççĕ. Çурта килсе кĕрсенех куç тĕлне стена икĕ айккипе хурса тухнă тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр тĕл пулчĕ. Кунтах лавкка. Япаласене ниçта вырнаçтарайманнипе коридора кăларса хунă. Килĕшÿсĕр пек туйăнчĕ ку. «Аренда тÿлеççĕ пуль ĕнтĕ», — текелесе малалла иртрĕмĕр. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Жуков вырăнтахчĕ. «Эпĕ 2016 çулхи юпан 31-мĕшĕнче ĕçе пуçăнтăм. Акт залне кĕме юраманни пирки йышăну кăларса çав çулхи раштав уйăхĕнче питĕртĕмĕр, пичет çапрăмăр. Çакна тумашкăн экспертиза докуменчĕ хистерĕ. Залăн маччи йăтăнса анас хăрушлăх пысăк. Ку паянхи ыйту çеç мар, тахçантанпах тăсăлать. Клуба 1960 çулсен пуçламăшĕнче уçнă. Çак çурта иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчех юсамалла пулнă. Ăна эпĕ юхăнтарман, айăпĕ манра мар. Клуб ыйтăвĕ ывăнтарчĕ, «пĕверте» ларать! Халь тин ăна юсанин усси çук, никĕсне тĕпрен улăштармалла. Çĕнĕ культура çурчĕн проекчĕпе ĕçлетпĕр, конкурса хутшăнса çитес çулхи программăна, тен, кĕме ĕлкĕрĕпĕр? Ярапайкасси ял тăрăхĕнче тепĕр виçĕ клуб пур: Сыпайра, Шурчара, Шуркассинче. Çамрăксем каçсерен унта çÿреме пултараççĕ, вĕсем аякра мар-çке. Эпĕ те çамрăк пулнă, Ярапайкасси клубне çÿремен, кÿршĕ яла утнă. Тепĕр тесен, пĕр ял тăрăхĕнче тăватă клуб таран кирлех-ши?» — хăйĕн шухăшне палăртрĕ Геннадий Валерианович.

Алăксем хăрушшăн чĕриклетеççĕ

Акт залĕ уçахчĕ. «Опечатано» тесе пичет çапнă хут хăйпăннăччĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ алăка çурăмĕпе тĕкĕлерĕ те пире унта кĕртмерĕ. Часах ăна çăрапа питĕрсе илчĕç. Алăк хушăкĕнчен акт залне тĕрлĕ ăпăр-тапăрпа тултарса лартнине асăрхарăмăр. «Сирĕн çине мачча йăтăнса ансан эпĕ айăплă пулатăп. Астумастăр-им, таçта аквапарк ишĕлнĕччĕ», — кăмăлсăрланчĕ вăл. <...>
Çуртăн иккĕмĕш хутĕнче библиотека вырнаçнă, унтах культура ĕçченĕсен пÿлĕмĕ пур. Йывăç урай кивелнĕ, тахçанах сăрламан. Стена çинче — вĕрсе каламалли музыка инструменчĕсем. Вĕсем тусанпа витĕннĕччĕ. Эх, мĕн тери шел! Оркестр йĕркелесе урам тăрăх янратса утмалла та… Кивĕ, таса мар карăсем, диван çинчи тĕссĕр çи витти пÿлĕме тата та сăнсăрлатаççĕ. Сĕтел çинче — яшка тултарнă турилкке, урайĕнче çÿп-çап, каяш шыв тултарнă витресем ларатчĕç. Ăçта пырса лекрĕмĕр? Клуба мар, пĕр-пĕр хурал пÿртне тейĕн. <...> Алăксем хăрушшăн чĕриклетсе уçăлса хупăнни чуна çÿçентерчĕ. <...> Çурта урамран та йĕри- тавра пăхса çаврăнтăмăр. Вăл ниçталла та тайăлман, унăн тăрри шыв ямасть, çурт газпа ăшăнать. Акт залĕн чÿречисем унтан-кунтан ванкаланă. Эпир экспертсем мар, тен, маччана тĕпрен юсаса клуба хута яма май пур? Иккĕлентерекен ыйту пуçран çав-çавах каймарĕ. Строительсем мар та пур ыйтăва ăнлансах каймастпăр: çурт авариллĕ пулсан мĕнле-ха унта администраци, библиотека, лавкка ĕçлеççĕ? Геннадий Жуков çапла ăнлантарчĕ: акт залĕн тата администраци çурчĕн никĕсĕсене уйрăм хывнă иккен.
Эпир пырса кайнă хыççăн Александр Крылов предпринимателе уведомлени панă: 10 кун хушшинче лавкка вырăнне пушатмалла. Сăлтавĕ — клуб çурчĕ авариллĕ лару-тăрура пулни имĕш. Çав териех хăрушă пулсан библиотекăна та куçармалла, ял тăрăхĕн администрацине те…
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕнчен экспертиза документне кăтартма ыйтрăмăр. «Мĕн тума вăл сире? «Избранныйсем» валли çеç», — тесе хирĕçлерĕ. «Вăрттăнлăхра» грифпа упранакан хут-ши вара? Çынсем каланă тăрăх, клуба пĕтĕмĕшле авариллĕ тесе йышăнман, маччи кăна юрăхсăра тухнă. «Алăка питĕрни тĕрĕсех, мĕншĕн тесен унта çынсене кĕртме юрамасть. Маччана тĕплĕн юсасан хута яма пулатех», — текенсем те тупăнчĕç.
Ярапайкасси клубне хупнă пулин те вĕсем репетици ирттерме, концертсемпе çÿреме вăй-хăват çитереççĕ. «Екрем» /ертÿçи — Виталий Романов/ халăх фольклор ушкăнĕн хормейстерĕпе Фея Паргеевăпа та курса калаçма май килчĕ. «Клуб çуккишĕн чун ыратать. Унта кĕме хăрушă, мачча ишĕлме пултарать, урайĕ те йĕркеллĕ мар. Ташланă чухне хĕрсен пушмак кĕллисем хушăка анса каятчĕç. Концертпа хамăр таçта та çитетпĕр, шел, пирĕн пата килеймеççĕ. Ăçта кăна пулман-ши эпир çакăнта ĕçленĕ хушăра? Мускавра, Оренбургра, Мари Элта… 20 çул каялла халăх ятне тивĕçнĕ «Екрем» фольклор ушкăнне 20 ытла çын çÿрет, çамрăксем те пур. Спонсор тупса капăр тумтир те çĕлеттертĕмĕр. Культура тытăмĕнче тăрăшаканăн пур ĕçĕ курăнмасть çав: халăха пуçтармалла, йăли-йĕркине ватă çынсенчен ыйтса пĕлмелле, авалхи япаласем пухмалла… Клуб çукран мĕн чуль япалана унта-кунта салатрăм. Музей тумалăх хатĕр-хĕтĕр пурччĕ. Пир кĕпесене, чăваш тумне килте упратăп», — палăртрĕ Фея Фадеевна.

Шуркассисен савăнăçĕ

Япăххи çеç мар, лайăххи те пур ку тăрăхра. Шуркассинче Çĕнĕ çул умĕн клуб уçнă. <...> Ятарлă программăпа килĕшÿллĕн, патшалăх укçа уйăрнă. Шуркасси тата Вăрăмой халăхĕ тата пĕрле 250 пин тенкĕ пухнă. «Пирĕн ялсем питĕ туслă. Пухура калаçса татăлнă хыççăн кашни килрен 5-шер пин тенкĕ пама килĕшрĕç. Ют çĕре качча кайнă хĕрсем те айккинче юлмарĕç, ырă ĕçе пĕрер пин тенкĕ хыврĕç», — каласа кăтартрĕ клуб заведующийĕ Надежда Кудряшова.<...> Ан тив, Надеждăн ятарлă пĕлÿ çук пулсан та çурта тирпейлĕ, çирĕп алăра тытать. Унччен клубра пĕрмай заведующи улшăннă. Тулли верси...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.