Комментировать

26 Апр, 2018

Янăрĕç сăввусем мăнаçлăн ĕмĕрсем иртсен те уççăн

Шăматкун, ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Куславкка районĕнчи Тĕрлемес шкулĕнче чăваш поэчĕн Анатолий Смолинăн сăввисене пăхмасăр илемлĕ калас енĕпе «Смолин вулавĕсем» поэзи уявĕ улттăмĕш хут иртрĕ.

Ентешлĕх пуçарăвĕн çимĕçĕ ырă та пархатарлă

Йăлана кĕнĕ мероприятие ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви, Чăваш наци конгресĕ, Куславкка районĕн администрацийĕ тата «Куславккасем» ентешлĕх йĕркеленĕ. Мухтавлă ентешĕн астăвăмне халалланă конкурсра шкулсенче 3 ушкăнра — кĕçĕн, вăтам тата аслă — сăвă каласа мала тухнисем тупăшрĕç. А.Смолин кашни ÿсĕм валли сăвă çырнă. Çавăнпа 18 çултан иртнисем те – культура ĕçченĕсем, педагогсем, студентсем — хăйсен пултарулăхне поэзи тĕнчинче тĕрĕслесе пăхма кăмăл турĕç.
Уява Куславкка район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Васильев, поэт мăшăрĕ, Трубина Мархви тата Çемен Элкер ячĕллĕ премисен лауреачĕ Л.Смолина сăвăç, ывăлĕ, истори наукисен кандидачĕ Е.Смолин доцент тата ыттисем хутшăнчĕç. <...>
— Анатолий Семенович пурнăçран кайсан «Куславккасем» ентешлĕх поэт ятне вилĕмсĕрлетес тĕллевпе ырă пуçару турĕ — «Смолин вулавĕсем» поэзи уявне çулсерен ирттерме йышăнчĕ, — терĕ ентешлĕх пайташĕ Вячеслав Миронов. — Вĕренекенсемпе пĕрле çитĕннисем те çултан-çул ытларах хутшăннине тата пахалăхĕ те ÿссех пынине кура мероприятие çитес çул республика шайне çĕклесшĕн. Халĕ район центрĕнче Смолин музейне уçас ыйтупа ĕçлетпĕр.

Шăнчасра Силпири пекех туйăнчĕ

Шупашкар хăнисем Куславкка тăрăхне çитсен малтан поэт çуралса ÿснĕ, кунтах канлĕх тупнă Шăнчасра чарăнчĕç. Вил тăпри çине чĕрĕ чечексем хучĕç. Леонид Павлов художник «Çилçунат» /халĕ «Самант»/ журналта пĕрле ĕçленĕ вăхăта аса илчĕ.
— Анатолий Семенович мана халь-халь тухса алă парассăн туйăнать, — терĕ портретĕнчен куç илмесĕр тунсăхлăн пăхса тăнă май.— Чун питĕ хурланса килчĕ.
<...> «Пушкăртстанри Слакпуç ялĕнче аслă поэтăмăр Кĕçтенкки çут тĕнчене килнĕ, — шухăшларăм эпĕ. — Кунта — талантлă Анатолий». 1980 çулхи çу уйăхĕнче ЧПУри студентсен ушкăнĕ, вĕсен йышĕнче А.Смолин тата эпĕ, К.Иванов çуралнăранпа 90 çул çитнине кĕтсе илме епле кайса килни асрах. Анатолий Семенович çул тăршшĕпех хавхаланса пычĕ. Ăна Шăнчас аллине поэзи калемне тыттарнă, Слакпуç вĕçсе хăпарма çунатне панă.
Пĕр ушкăн Людмила Смолинăпа поэт çуралнă киле çитсе курчĕ. Çурт çумне çапнă асăну хăми чиперех-мĕн. Паян кăна вырнаçтарнăн туйăнать. Çыравçă мĕн пĕчĕкрен выляса ÿснĕ урама Ана-толий Смолин ятне панă.
Кĕтрет кĕтесне çитсе курсан, Шăнчас сывлăшĕпе сывласан мăшăрĕн кашнинчех кăмăлĕ хуçăлать, пĕрле ирттернĕ ырă самантсен аса илĕвĕпе тулать.
— Анатолий Семеновичăн шанчăкне çухатас марччĕ, — терĕ вăл йывăррăн сывласа илнĕ май. — Çунтăрччĕ пĕрле чĕртнĕ кăвайт пит хĕрÿллĕн!

Тартик таврашĕ

Тĕрлемес шкулĕн залĕнче пултарулăх конкурсĕ малалла пырать. Район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Софронова пĕлтернĕ тăрăх — сăвă калама 50 ача кăмăл тунă. Смолинсен çемйи арçын ача пуçламăш шкулта вĕреннĕ вăхăтра Çĕпĕре куçса кайнă. Иртыш юхан шыв хĕрринчи Тюмень облаçĕнчи Абалак салинче пурăннă. Кунта вăл вырăс чĕлхин пуянлăхне ăша хывнă. Çиччĕмĕш класс таран «чăваш Есенинĕ» вырăсла кăна çырнă. Рязань тăрăхĕнчи «шурăм пуç шăпчăкĕ» уншăн чи юратнă поэтсенчен пĕри пулса тăнă. Çавăнпах пулĕ вăл хушамата кăшт урăхлатса «Сенин» хушма ят суйласа илнĕ. Çамрăк конкурсантсем Шăнчас поэчĕ сăвăсене чăвашла та, вырăсла та пĕр пекех ăста шăрçаланăран икĕ чĕлхепе те шăрантарчĕç.
Аслашшĕ — таврари тĕлĕнмелле ăста кĕслеçĕ, ашшĕ ырă ят çĕнсе илнĕ платник тата шăвăççă пулнă. «Тартик таврашĕ» тенĕ çынсем вĕсен йăхне. Пĕрин тата теприн, виççĕмĕшĕн ăсталăхĕ ламран-лама куçса пырса пуянланнă ăсталăх Анатолире вырăн тупнă пулмалла — пулас поэт пĕчĕклех литература еннелле туртăннă. Пирĕн çемье Смолинсен кил-йышĕпе пĕр çуртра кÿршĕллĕ пурăннă та ĕçе кайнă тата таврăннă чухне унпа час-часах тĕл пулнăран: «Эпир — Тартик таврашĕнчен», — тенине тăтăшах илтеттĕм. Мухтанман вăл, сăпайлă тытнă хăйне, «Тартиксем — пултаруллă çынсем», — теме пултарайман.
Биографийĕ унăн анлă та пуян. Сăмахăмăр «Смолин вулавĕсем» поэзи уявĕ çинчен пырать те кун-çулĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарма тĕллев лартман. Анчах хĕрÿ иртнĕ пурнăçăн хăш-пĕр сы-пăкне сĕртĕнсе иртмесĕр май çуках. Елчĕк вăтам шкулĕнчи 11-мĕш класра пĕлÿ пухакан Надежда Мартьянова çар тумĕпе килнĕ. Калăн — хĕр- партизанка. Хăй çеç мар, 7-8 классенче вĕренекен Петя Порукова, Вова Смирнова, Коля Педикина тата Володя Сорокина салтакла тумлантарнă. Ушкăн поэт сăвви-юрринчен пуян композици хатĕрленĕ. Жюри вĕсене асăрхамасăр пултараймарĕ.
Кармăшри вăтам шкул хыççăн Анатолий хăй ирĕкĕпе çара кайнă, Украинăпа Балти тăрăхĕнче икĕ çул хĕсметре тăнă. <...> «Кирек мĕнле пулсан та, çар вăл — пурнăç шкулĕ. Ун витĕр кашни çамрăкăнах тухмалла», — тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама вăхăт çитнĕ яшсене чĕнсе каланă поэт. <...>
Ирина Путина студентка Хусантан ятарласа килнĕ. Поэзи вулавĕнче икĕ хут çĕнтерсе курнăскер хальхинче те лайăх хатĕрленнĕ. Тĕрĕллĕ чăваш кĕпипе. 18 çултан иртнисен хушшинче çĕнтерчĕ. Ушкăнсенче Ярослава Демьянова, Светлана Орлова тата Юлия Кваскова мала тухрĕç. Света — Куславккари 2-мĕш, ыттисем Тĕрлемесри шкулсенче вĕренеççĕ.

«Литературăсăр аран хатĕлентĕмĕр»

2-мĕш тата 3-мĕш классенче ачасене пĕлÿ паракан Ира Анилинăпа тата Людмила Казаковăпа конкурса епле хатĕрленнипе кăсăклантăм. Елена Белова библиотекарĕн чун пăшăрханăвĕ палăрчĕ.

— Ял пысăк, шкула ачасем йышлăн çÿреççĕ. Пурте Анатолий Смолинăн сăввисене ыйтаççĕ. Шел, библиотекăра пĕр кĕнеке те тупăнмарĕ. Ялтинче те мĕн пурĕ иккĕ çеç иккен. Поэзи уявне вĕренекенсене аран-аран хатĕрлесе çитертĕмĕр, — пĕлтерчĕ Е.Белова. — Пур пĕрех йывăрлăхран тухма мехел çитертĕмĕр: кивĕ хаçат-журналти сăвăсене пуçтарса ачасене ксерокопи туса валеçсе патăмăр. Поэтăн тăван районĕнче те лару-тăру çивĕч пулсан, ыттисем пирки мĕн каламалли пур? Çитес çул мероприятие республика шайне çитересшĕн. Анчах поэзие юратакан ачасем ăна тĕплĕн хатĕрленме вăй çитерĕç-ши? Тулли верси…
 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.