Комментировать

26 Апр, 2018

Пурнăç таппи

Етĕрнери 3-мĕш шкулта «Пурнăç таппи» волонтерсен ушкăнĕ 2007 çултанпа ĕçлет. Хастарсемпе Валентина Яковлева социаллă педагог ырми-канми тăрăшать. Ушкăн «Чăваш Ен — чĕлĕме хирĕç» фондăн пурлăх центрĕ. Вăл сывă пурнăç йĕркишĕн кар тăрать, сиенлĕ йăласене сивлет.

Çын пулас тесен

Волонтер юхăмĕн девизĕ: «Çын пулас тесен ыттисене пулăш». «Чăваш Ен» фондăн директорĕ Михаил Федотов шкулти волонтерсене пулăшсах пырать.
«Пурнăç таппине» 7-мĕш тата 9-мĕш классенчен волонтер пулма кăмăл тунă 17 вĕренекен çÿрет. Кунсăр пуçне 10-11-мĕш классенче ăс пухакансем те хастаррисен шутĕнче. Вĕсем — районти «Çĕнтерÿ волонтерĕсем», администраципе çыхăну тытса ĕçлеççĕ.
Волонтерсем — чи ăшă кăмăллисем, чи уçă чунлисем. Вĕсем никам ирĕксĕрлемесĕрех ырă тăваççĕ. «Пурнăç таппи» волонтерĕсем сывă пурнăç йĕркине пропогандăлаççĕ. Хăйсене тĕслĕх вырăнне илеççĕ.

Сывлăх — модăра

Тĕрĕс апатланасси, кун йĕркине пăхăнасси, юратнă ĕçе тăвасси — лайăх шухăш-кăмăлăн çăл куçĕ. Сывлăхшăн ку — малти вырăнта. Тĕрĕс йĕркепе пурăнма мĕн ачаран хăнăхмалла. Акă «5 çул каяллахи спорт» сценкăра ачасем унчченхи тата хальхи пурнăçа танлаштарнă. Пĕри апат çисе выртать, тепри телевизор умĕнче ларать, виççĕмĕшĕ спортпа туслă. Çаксенчен хăшĕ сывăрах-ши? Волонтерсем сцена çинче хуравне шыранă.
Агитбригада тăтăшах инсценировка лартать. Акă нумаях пулмасть «Здоровята» ятлипе кĕçĕн класра вĕренекенсене хаваслантарнă, 7-8-мĕш класс ачисем валли «Эпир сывă пурнăç йĕркишĕн» КВН иртнĕ. Тăтăшах «Сывлăх планети» ÿкерчĕксен куравĕ пулать, вĕренекенсем урамра «СПИДсăр çамрăклăх» листовкăсем валеçеççĕ.

Шкулта çеç мар

Пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче шкул 20 çулхи юбилейне паллă тунă. Уявра волонтерсем чупса çÿресе ĕçленĕ. «Портрет галерейи» вăйă шкулшăн çĕнĕлĕх пулнă. Вĕренекенсем ИЗО вĕрентекенĕпе пĕрле кашни учителĕн портретне ÿкернĕ. Юбилейре вара çак ÿкерчĕксенчи 5 вĕрентекене палласа илме тивнĕ. Ĕçе пурнăçлакансене парнесем тивĕçнĕ.
«Çак конкурс килĕшрĕ. Вĕренекенсем портретсене пăхнă май хăйсене палланине курма питĕ хаваслă», — пĕлтерчĕ 7-мĕш «в» класра вĕренекен Полина Сидорова. Хĕр ачана волонтер пулма тусĕ Ксюша хĕтĕртнĕ. Лешне вара Валентина Порфирьевна сĕннĕ. Полина юхăма кĕме пĕр класра ăс пухакансене те йыхравланă. Юлташĕ Лена те унран юлман.
Елена Ильина волонтерсен тумтирĕпе паллаштарчĕ: «Акă сарă футболка тата кепка. Кашни мероприятире çак çи-пуçа тăхăнатпăр. Эпир шкулти уявсенче çеç мар, Стрелецки ялĕнчи культура çуртĕнче те сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшатпăр. Ачасене пухса калаçатпăр».
7-мĕш класс вĕренекенĕсем1-6- мĕш классенче уроксем ирттереççĕ. Виçшерĕн пайлансасывă пурнăç йĕркипе туслашма хăнăхтараççĕ. «Кĕçĕн класра вĕренекенсемпе ĕçлеме çăмăлрах. Вĕсем пире чăтăмсăррăн кĕтни, куçран пăхса итлени савăнтарать. Аслăраххисемпе йывăртарах», — пытармарĕ Полина.

Икĕ хут ытларах савăнаççĕ

9-мĕш класра вĕренекенсенчен чи хастаррисем — Мария Федотова тата Евгения Кириченко. Мария 9-мĕш «а» кадет класĕнче вĕренет. Пике — класс командирĕ. «Ăмăртусенче Машăна тÿрех палласа илеççĕ. Мĕншĕн тесен вăл маттурлăхне нумай конкурсра кăтартма ĕлкĕрнĕ. Чиперук — малтисен ретĕнче», — терĕ Валентина Яковлева. Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче шкулта «Çĕнтерÿ юрри» конкурс иртнĕ. Маша вара унта жюри членĕ пулма тивĕçнĕ.
Женьăна шкулта ытларах Киря тесен паллаççĕ. Çак ят хушаматĕнчен тухнă. «Эпир йывăр лару-тăруллă çемьере ÿсекен ачасем валли çуралнă кунсем ирттеретпĕр. Вĕсен куçĕ савăнăçлă çиçнине курас килет», — шухăшĕпе пайланчĕ Киря. Малалла вулас…
 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.