Алăкран шаккарăм – уçакан, сас паракан пулмарĕ
Çамрăк чухне, шкулта вĕреннĕ çулсенче, тĕв тунă ĕмĕт пурнăçа кĕнине нихăçан та асăмран ярас çук. Вăрçă хыççăн йывăр та çуклăх самана тăратчĕ, юхăннă çĕршыв аран вăй илсе пыратчĕ.
Эпир — Тăхăрьял чăвашĕсем — анатри чăвашсем шутланнă. Шупашкар пирĕнтен инçетре вырнаçнăран унта кайса-килсе çÿремен, çÿреме хальхи пек транспорчĕ те пулман, пĕртен-пĕр пуйăс çулĕ çеçчĕ. Вăл та пулин Сĕве чукун çул станцине çити кăначчĕ. Çавăнпа Атăл тăрăхĕнчи чăвашсемшĕн Иван Яковлев никĕсленĕ Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ пур енĕпе те çывăххи пулнă. Вĕренес ĕмĕтлисене те хĕлĕх ала витĕр кăларса йышăнатчĕç, лайăххисенчен лайăххисене суйлатчĕç.
Тăрăшса вĕренме пур услови те пурччĕ: шкулăн вĕрентÿпе пурлăх никĕсĕ те, професси тĕлĕшпе пысăк та пуян опытлă педагогсен коллективĕ те. Учительсем кăна мар, çав шкул таврашĕнчи вырăнсем те — вĕренÿ корпусĕсем, авалтанпах тÿпенелле кармашакан тирексемпе хурамасем, вĕренмелли класс-пÿлĕмсем — пурте чунăмăрсенче ырă туйăм уçса яратчĕç, кунта вĕреннĕ, кайран чăваш халăхĕн историйĕнче тарăн йĕр хăварнă, сăвапа тивĕçлĕ ывăл-хĕрне — Константин Ивановпа Николай Шупуççыннине, Ваççа Аниççипе Трубина Мархвине, Федор Павловпа Иоаким Максимов-Кошкинские, Мĕтри Юманпа Тайăр Тимккине, Григорий Тимофеевпа Петр Пазухина — асра тытма хавхалантаратчĕç.
Пире, ялтан тин килнĕ ачасене, пурте кăсăклантаратчĕ, иртнине пĕлес, ас туса юлас туйăм питĕ пысăкчĕ. Çакна учительсем те ăнланатчĕç, вĕренÿрен пушă вăхăтра Иван Яковлев пурăннă çуртпа, вĕренÿ корпусĕсемпе паллаштаратчĕç. Ку енĕпе П.Тимофеев математика учителĕпе чăваш чĕлхине вĕрентекен Петр Павлов чăн-чăн экскурсовод пекехчĕ. <...> Билетри ыйтусене мĕн пĕлнĕ таран хуравласан хушма ыйтусемпе нушалантарнине ас тумастăп. Зачеткăна илетчĕç те: «Юрĕ тейĕпĕр хальлĕхе, ку «тăваттă» тени, ан ман, аванс шучĕпе пултăр эппин», — тетчĕç. <...>
Петр Павлов пирĕн ушкăн кураторĕ пулнă май кашни çынрах çынлăх енĕсем пулмаллине, çын хуйхи-суйхине, нуши-тертне хăвăнни пек йышăнма пĕлмеллине, хăвăнтан аслă е ватăраххисемпе хутшăннă самантсенче сăпайлă тытма тăрăшмаллине, ют çын пурлăхне вăрласа куççуль тăктарни пысăк çылăха кĕнине, атте-аннене чи пысăк хисепе хумаллине, чунпа кашнинпех ăшă пулмаллине, çынри хаярлăхпа каппайлăх никама та ырри патне илсе çитерменнине чунтан каласа ăнлантаратчĕ. <...>
Хăй вăхăтĕнче Иван Яковлев чĕртсе хăварнă шкулта пурнăç таппи юлашки çулсенче сÿнсе пыни лайăхах сисĕнекен пулчĕ, училище директорĕ те чăваш марччĕ, уяв умĕн кăларакан хаçатсем вырăслаччĕ, чăвашла калаçнинчен ытларах вырăсла пуплетчĕç, пухусене те вырăсла ирттерме пуçларĕç. Ку ăнсăртран мар иккен: 1956 çулта вĕренÿ çулĕ вĕçленес умĕн шкула хура хыпар çитрĕ: Аксури, Подбельскри, Самарти, Пелепейри, вăл шутра Чĕмпĕрти чăваш педучилищи те хупăнаççĕ иккен.
Иван Яковлев никĕсленĕ, чăваш халăх историйĕпе çыхăннă шкул текех никама та кирлĕ марри пире чунтан пăшăрхантарса кулянтарчĕ. Петр Ивановича калатпăр: «Мĕншĕн, мĕн сăлтава пула хупаççĕ пирĕн шкула? Шупашкара Çут ĕç министерствине, парти обкомне телеграмма çапăр-ха», — тетпĕр. Петр Иванович пĕр сăмах та чĕнмерĕ. Эпир çамрăк пулнă, компарти политикине пĕлмен. Кайран тин ăнланса илтĕмĕр: ун чухне комидеологие хирĕç тăракансене хăвăртах «шăл çырттарнă».
Вăхăт пире кĕтмест, унтанпа 60 çул ытла иртрĕ. Çапла эпир 1956 çулта шкултан юлашкинчен вĕренсе тухакансем пултăмăр. Ун хыççăн Чĕмпĕрте аллă çул ĕлĕкрех пулнăччĕ. Вырсарникун пулин те хам вĕреннĕ шкула кайса курма шухăшларăм. Çитрĕм шкул умне, алăкне шаккарăм — уçакан та, сас паракан та пулмарĕ, чун хурланчĕ. Вара хăй вăхăтĕнче Иван Яковлев, Константин Иванов тата ыттисем утнă вырăнсемпе утса çаврăнтăм. Хурамасемпе тирексем çаплах канăçсăррăн шавлатчĕç. Тен, вĕсем хăйсем ăсатса янă, кунта вĕреннĕ сăваплă çыннисене кĕтетчĕç пулĕ. «Сывă пул, мана çын тунă, ăс панă тăван шкулăм», — терĕм те тĕп вĕренÿ корпусне ал сулса утса иртрĕм. Тулли верси...