Комментировать

20 Апр, 2018

Усса пычĕ

Юманай Лекçейне, хăйĕн ăнăçсăр сăввисемпе редакцисене канăç паман этеме, чылайранпа курманччĕ. Паян троллейбусра ăнсăртран тĕл пултăм та сăмах хушмасăр тÿсеймерĕм.
— Леха-Алеха, эсĕ-çке ку! — хытанка аллине асăрхануллăн чăмăртарăм унăнне. — Ăçта çухалса пурăнатăн пĕр сас-хурасăр? Пытанса сăвăллă роман çырмастăн пулĕ те?
— Э-э, каккуй сăвăллă роман, — пашалу пек тутине чалăштаркаларĕ Юманай. — Калав тĕпренчĕкĕ те çырмастăп халь.
— Ма ун пекех тарăхрăн тата? — тĕлĕнтĕм эпĕ.
— Тарăхман, — пуçне ман еннелле пĕкрĕ çыравçă. — Çырнинчен усси çук.
— Епле усси çук? Гонорар параççĕ-çке?
— Çавна пани чăрмантарать те.
— Кай, ан шÿтле, укçа нихăш ĕмĕрте те çынна чăрмантарман.
— Пенсие тухса пăх-ха манашкал, мĕн калăн?
— Унта çитме нумай юлмарĕ-ха, — йăл култăм эпĕ. — Темиçе утăм çеç.
— Эй, ачам, унта çитме ан васка эс, — сылтăм аллипе хулпуççирен лăп-лăп тутарчĕ Лекçей. — Пенси вăл пыл калакки мар, унăн маччи пур.
— Мĕнле мачча?
— Йĕркеллĕ маччах. Пенсисĕр пуçне тата мĕн чухлĕ нухрат илме юранин чикки, — пĕчĕк ачана ăнлантарнăн мана куçран тинкерчĕ Юманай. — Вăт, çав лутра маччаран пăр вершук иртсенех — пенси памаççĕ. Пĕрре çухатрăм çапла пурнăç тĕнĕлне, тепре... Ирĕксĕрех шухăша путрăм вара. Çырас ĕç вăл, ху пĕлен, расхутсăр пулмасть. Чи малтаках ручка-кăранташ туянмалла, хут илмелле, çĕрĕпе çутă çутса электрохăват пĕтермелле, ĕçлесе ларнă чух тата чей те, кофе те ĕçес килет — шыв вĕретмелле, газ çунтармалла. Ку çеç-и? Пуçа шухăшпа минретнĕ май пирус та çине-çинех çăвара чикĕнет, ĕçе çăмăллатас тĕллевпе справочниксемпе тĕрлĕрен кĕнекесем туянни те кĕсьенех пушатать. Çыравçăн тата пурнăçран та юлма юрамасть. Мĕн чухлĕ хаçат, мĕн чухлĕ журнал çырăнмалла. Вĕçĕ-хĕрри çук! Акă хайхи, пĕтĕм расхута шутласа пăхатăн та, санăн гонорару çав япаласене туяннин хакне те кăлараймасть. Çапла чип-чипер çĕртенех икĕ хура инкек ĕнсе çине утланса ларать: пенси те çухалать, «маччаран» иртнĕ гонорарĕ те расхута саплаштараймасть. Çавăнпа ним çырмасăр пурăнатăп та эпĕ. Мĕн пустуй тертленес? Асапланнин тарĕ те çук вĕт!
Çак вăхăтра троллейбус автовокзал тĕлне çитсе чарăнчĕ. Юманай, манпа сыв пуллашса, алăкран тухрĕ те, çул урлă каçса тепĕр урамалла васкавлăн утрĕ.
— Эккей, — сисмесĕрех çынсем илтмелле персе ятăм эпĕ, — çухатрăмăр пĕр «çыравçа» ним мар. Вăйпах хут варалакансен йышĕ чакрĕ-ха, эппин, пенси усса пычĕ...
Троллейбусри çынсем эп кам пирки калаçнине çийĕнчех ăнланчĕç курăнать — йăл кулса ячĕç. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.