Комментировать

20 Апр, 2018

Ултиер Улăп

Улăп халапĕсем тăрăх çырнă пьесăсем

Çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче паллă çыравçă, куçаруçă, ăсчах Геннадий Федорович Юмарт /Трофимов/ çуралнăранпа 80 çул çитет.

УЛТИЕРПЕ МЕРЧЕН
10-мĕш пьеса
Вылякансем:

Мерчен – сăвар йăх пуçĕн хĕрĕ
Хуралçă-нÿкер
Пÿлер, Сăвар, Пăртас тата Аскул йăхĕсен улăпĕсем,
çав шутра — Ултиер Улăп
Хĕрсен ушкăнĕ
Çеремлĕхре – шурă чатăр. Унăн алăкĕ умĕнче – хуралçă. Вăл пĕчĕк шăн-кăравпа сас парать.
Хуралçă:
Эй, Мерчен! Кĕтсе илсем,
Çитрĕç паттăр йĕкĕтсем.
Мерчен чатăртан тухать.
Мерчен:
Пур йăхран та çитрĕç-и?
Хуралçă:
Пур йăхран та çитрĕçĕ.
Вĕсене курма тата
Çитрĕçĕ хĕрсем кунта.
Сылтăмран тăватă йĕкĕт кĕрет, сулахайран хĕрсем çывхараççĕ.
Мерчен:
Тав тăватăп пурсăра
Чыс тунишĕн Сăвара.
Сăварсен йăх пуç хĕрне
Палăртăр кам паттăрне.
/Паттăрсене пуç таять/.
Юрлăр-ха, эппин, хĕрсем,
Хĕрÿленччĕр йĕкĕтсем.
Эпĕ мĕн калассине
Калăр çак хусахсене.
Хĕрсем /юрлаççĕ/:
Пирĕн çакă Сăварта
Тунă лартнă шурă пÿрт.
Шурă пÿртре шур сĕтел,
Сĕтел çинче шур тирĕк.
Шур тирĕкре шур çăкăр.
Шур çăкăра касмашкăн
Пăлат çĕççи кирлĕ-çке.
Пăлат çĕççи тытмашкăн
Паттăр йĕкĕт кирлĕ-çке.
Шурă пÿртри сарă хĕр
Сар йĕкĕтшĕн тунсăхлать.
Мерчен:
Тайма пуç сире, хĕрсем.
Эй, йĕкĕтсем, итлĕрсем!
Кам çĕклет арман чулне
Пуç тÿпийĕн çÿллĕшне,
Парăп хамăн çĕррĕме,
Çĕррĕме те чĕреме.
Пăртас паттăрĕ:
Тытăнса пăхам, ара –
Пулсан пултăр мыскара.
Курччăр паттăр Пăртаса,
Илччĕрин тăрăхласа.
Тупăшса пăхни аван,
Пулмăп, тен, ытла айван.
Арман чулне янах таран çĕклет.
Хĕрсем /ал çупса/:
Ха, çĕклерĕ вирлĕ!
Тата вирлĕ кирлĕ!

Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.