Ыйтăвĕ пулсан — хуравĕ тупăнатех
«Тăван Атăл» вулаканĕсенчен редакцие ятарласа Игнатий Владыка патне çырусем килни эпир пуçарнă калаçу ахальлĕн иртменнине çирĕплетет. Иккĕленÿ çук: ыйтăвĕ пулсан — хуравĕ тупăнатех. Игнатий Владыка хăйĕн шухăшне халăх умĕнче уççăн калама хăнăхнă, çавăнпа та шансах тăратпăр: кирек хăш кăткăс ыйтăва та вăл такама юрас тесе мар – Чăн тĕн вĕрентĕвĕпе килĕшÿллĕн хуравлĕ.
– Игнатий Владыка, малтанах чи аякран килнĕ çырупа паллашма кăмăл тăватăр пуль тетĕп. Пушкăрт Республикинчен интернет урлă килнĕ çырура А. Русаков хăйне «Тăван Атăл» вулаканĕ тесе палăртать, çавна май унти сăмахсене пĕр улăштармасăр илсе парăпăр. Акă мĕн хыпарлать Пушкăртстан чăвашĕ:
«Ырă кун пултăр, Игнатий Владыка! «Тăван Атăл» журналăн кăçалхи 1-мĕш номерĕнче Римма Прокопьева сиртен илнĕ интервью хуравĕсене интересленсе вуларăм. Эсир – чăваш çынни Вырăс православи тĕнĕнче пысăк тивĕçлĕ ĕçе илсе пыни пире, ахаль чăвашсене, савăнтарать. Эсир XVIII ĕмĕрти тăван халăхăн чăн патриотне – чăвашла кĕнекесем кăларнă Ермей Рожанский чăваш священникне аса илтеретĕр. Эсир: «Атте- анне чĕлхинчен пахараххи мĕн пур-ши? Пире, чăвашла калаçса ÿснĕскерсене, чăвашла кĕлĕ туни çывăхрах пулĕ» – тени пире савăнтарать. Турă сăмахĕ тăван чĕлхепе çын чĕрине лайăхрах кĕрсе вырнаçассине И.Я. Яковлев та лайăх ăнланнă, çавăнпа вăл хăйĕн вĕренекенĕсемпе «Библие» чăвашла куçарнă. Эсир те И.Я. Яковлев пекех шухăшлатăр. Анчах Эсир, пысăк санлă чăваш священникĕ, паянхи агрессивлă глобализаци саманинче: «Ашшĕ-амăшĕ хăйĕн ачи-пăчине чăвашла калаçтарманнине эпĕ çивĕч ыйту тесех калаймастăп» – тени пире, ахаль чăвашсене, хурлантарать тата тĕлĕнтерет. Ачине тăван чĕлхерен пистерме тăрăшакан çын лайăх çын-ши вăл? Эпĕ, сăмахран, тăван халăхран пăрăнас текен çынсене шанчăклă çынсем вырăнне хумастăп. Вĕсем «перекати-полесем» евĕр çил ăçталла вĕрет – çав еннелле кусаççĕ. Çавăнпа вĕсем шанчăклă çынсем мар. Эсир çак сăмахсене вырăна хурассине шанатăп. Ан çиленĕр. Сире Сирĕн çăмăл мар ĕçĕрте ырлăх-сывлăх тата ăнăçу сунатăп».
– Игнатий Владыка, пытармастăп, ку çырури пăшăрханупа эпĕ туллин килĕшетĕп. Пĕлес килет, сирĕнте мĕнле шухăш-кăмăл хускатать-ши вăл?
– Тĕрĕс ĕнтĕ, камăн мĕн ыратать, çавăн пирки калаçать, пăшăрханать. Çакăнтан ниепле те пăрăнаймăн. Теприн шăлĕ тÿсмелле мар хытă ыратнă вăхăтра /пулать-çке ун пекки/ хĕрхенетĕн-ха ăна, чĕрÿне те ыраттаратăн. Анчах шăл ыратни мĕн пулнине хăвăн шăлу чăнласах ыратма пуçласан кăна туйса илетĕн. Эпĕ чăвашсене сирĕн чухлех юратаймастăп пулĕ. Çавăнпа ман чĕрене урăххи ыраттарать. Калăпăр, мĕн чухлĕ ача ашшĕ-амăшĕ пур çинчех тăлăх ÿсет. Темĕн пек хĕрхенсен те, нимĕнпе те пулăшаймастăп вĕсене. Пурне те усрава илсе пĕтерейместĕн-çке.
Тата манăн анне те кукамайăн чĕлхипе калаçмастчĕ. Тутарла ăнланатчĕ кăна вăл. Эпĕ вара «мин ашарга яратам тагын йокларга» /эпĕ çиме тата çывăрма юрататăп/ тенисĕр пуçне урăх нимĕн те пĕлместĕп те, ăнланмастăп та. Асаннен амăшĕ те тутар хĕрĕ, чăваша качча тухнă. Эппин, икĕ енĕпе илсен те, манра тутар юнĕ чупать. Мĕн, халĕ мана «шанчăклă çын мар» тесе тутарсен персе пăрахмалла-им?.. Тата ислам тĕнĕпе те пурăнмастăп, тункатасене те пуççапмастăп. Çакă вара манăн «айăпа» тата ÿстерет. Çапла-и? Айăпличчен ăнланма тăрăшăр-ха мана. Манăн ĕç-хĕлĕм, пĕтĕм пурнăç çынсене чăвашла калаçма вĕрентессипе мар, урăххипе çыхăннă. Кирек епле лару- тăрура та, усал сăнанă-илĕртнĕ вăхăтра, çын тени çын пулсах юлтăр, выльăх шайне анса ан лартăр, ÿт ыйтнине ан парăнтăр, хăйĕн кăмăлĕ хыççăн кăна ан çÿретĕр.
– Тепĕр ыйтăвĕ Комсомольски районĕнчи Надеждăран. Хушаматне палăртман. Ман шутпа, ку пĕлтерĕшлех те мар. Чи пахи – ыйтăвĕ çав тери кăсăклă пулни. Акă вăл: «Ирхи тата каçхи кĕлĕсене чăвашла тăватăп. Тăван чĕлхепе пулсан та хăш-пĕр каларăшсен пĕлтерĕшне ăнлансах çитерейместĕп. Уйрăмах 50-мĕш псаломри «юн тăкнă çылăхсенчен хăтарсам» тенине. Мĕнле çылăхсем çинчен пырать-ши кунта сăмах?»
– Эс калашле, ыйтăвĕ çав тери кăсăклă. Çавăнпа кĕскен кăна, пĕр виçĕ сăмахпа хуравлас килмест ăна. Тата çакăн евĕрлĕ ыйту пама пултараканшăн чунăм савăнать.
– Мĕншĕн-ши?
– Эппин, пономарь пек вуламасть вăл. Вырăсла каласан, «с чувством, толком, расстановкой» вулать. Çапла кĕлĕ тунă чухне кăна, урăхла каласан, мĕн вуланине чĕре витĕр кăларма тăрăшсан, Турă çырăвĕнчи йĕркесем тĕрлĕ ыйту çуратаççĕ.
50-мĕш псалом – çылăхран ÿкĕннĕ вăхăтра вуламалли псалом. Ăна çыраканĕ, Давид патша, унччен питĕ çылăхлă пурăннă. Кайран вăл, Турă çулĕ çине тăрсассăн, çакăншăн чун-чĕререн ÿкĕннĕ. Мĕн виличченех пăшăрхантарнă ăна унчченхи çылăхлă пурнăçĕ. Малалла вулас...