Комментировать

19 Апр, 2018

«Сценăран хăрама пăрахрăм»

Даша Николаева Канаш районĕнчи Шăхасан шкулĕнче 9-мĕш класра ăс пухать. Умра пысăк та çутă тĕллев — экзаменсене ăнăçлă тытса гуманитари енĕпе тарăннăн вĕрентекен гимназие куçасси. Чĕлхе пĕлĕвĕ, литература уншăн çывăхрах. Мĕн пĕчĕкрен кĕнекепе туслă вăл. Сас паллисене паллама тытăничченех ашшĕ-амăшне кĕнеке вулама ыйтса халтан янă. Аслисен хăйсен те ĕçĕ нумай паллах. Çавăнпа та пĕррехинче пĕчĕк хĕрне: «Санăн вулама вĕренмелле», — тенĕ. Çапла пилĕк çултах алфавита ăса хывнă Даша, хăй тĕллĕн вулама хăнăхнă. Унăн чи юратнă жанрĕ — фэнтези. Джоан Роулингăн Гарри Поттер çинчен çырнă пур кĕнекине те тахçанах вуласа тухнă.
Шкул директорĕн заместителĕ Эльвира Шерки хĕр ачана пур ĕçе те тĕплĕ тунăшăн, предмет олимпиадисенче мала тухнăшăн тата чылай ырă еншĕн мухтать. «5» паллăпа вĕренекенскер литература ăмăртăвĕнче кăçал республикăра призерсен йышне кĕнĕ, пĕлтĕр вара çĕнтерÿçĕ пулнă. Обществознанипе, тăван ен культурипе 1-мĕш вырăна тухнă, чăваш чĕлхипе вара — призер. Çитĕнĕвĕсене кура Даша кăçал район пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ. Халĕ тата пысăкрах ĕмĕтсемпе çунатланса пурăнать.

Хăйне шанма пуçланă

Даша музыка шкулĕнче вокал ăсталăхне алла илет, унсăр пуçне фортепьяно калама та пĕлет.
— Пирĕн вĕрентекен питĕ маттур, ачасен пултарулăхне аталантарма ăста, — каласа кăтартрĕ тăрăшуллă вĕренекен. — Музыка шкулне çÿреме тытăнсан эпĕ сценăран хăрама пăрахрăм, хама шанма тытăнтăм тата çакă мана килĕшнине туйрăм. Хама ыттисемпе танлаштаратăп та эпĕ хăюллăрах пулнине ăнланатăп. Сассăм та малтанхинчен илемлĕрех халĕ, çакна вĕрентекен те каларĕ.
Даша пултарулăх ăмăртăвĕсенче час-часах палăрать. Нумаях пулмасть Канашри музыка шкулĕнче иртнĕ фортепьяно конкурсĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Музыкăн нихăш жанрне те уйăрса мала хумасть вăл, кашнинчех мĕн те пулин килĕшекенни тупăнать уншăн. Усал сăмахлă юрăсене çеç кăмăлламасть.

Юрă-кĕвĕллĕ халăх

— Шел те, республикăра юрра-кĕвве аталантарма музыка училищи сахалрах. Предмета вĕрентес ĕçре те йывăрлăхсем сиксе тухаççĕ. Мана ăнчĕ-ха. Анчах хăш-пĕр шкулта ятарлă вĕрентекен çук. Пирĕн районта икĕ музыка шкулĕ çеç. Ачасем вара вĕренесшĕн, инçетри ялсенчен пуçтарăнаççĕ, — чун ыратăвне пайларĕ хĕр ача.
Çуралнă ене, тăван халăха питĕ юратать вăл. Чăвашсем ырă кăмăллă, ĕçчен пулнине палăртать.
— Тата эпир — юрă-кĕвĕллĕ халăх. Чăвашсем пурте тенĕ пекех лайăх юрлаççĕ. Ку чăнах та çапла, ăна ытти халăх та ăнланать. Кĕвве аван туятпăр эпир. Пирĕн хайлавсем питĕ хитре. Анчах мана чăваш халăх юррисем ытларах килĕшеççĕ. Ют чĕлхерен куçарнисене вара итлес килмест, — терĕ Даша. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.