Комментировать

19 Апр, 2018

«Раççей мисĕн» каччăпа çÿреме юрамасть

Кунашкалли 22 çул каялла пулнăччĕ. «Раççей мисĕ» конкурсра Шупашкар пики Александра Петрова çĕнтернĕччĕ. Тĕлĕнмелле илемлĕ, черчен пикен çĕнтерĕвĕ модель çулне суйланă ытти хĕре те çак ята тивĕçме хавхалантарнă-тăр. Акă тинех! Юлия Полячихина Чăваш Енре илемлĕ пикесем пурăннине тепĕр хут çирĕплетрĕ.

Иртнĕ вырсарникун вăл Мускав облаçĕнчи «Барвиха Luxury Village» концерт залĕнче «Раççей мисĕ» илем конкурсĕнче çĕнтерчĕ. Чиперккене 1 млн доллар тăракан хаклă йышши чулпа илемлетнĕ корона тăхăнтартрĕç. Юля — кунашкал капăрлăха пуçа тăхăннă пĕрремĕш модель. Унсăр пуçне Раççейри чи илемлĕ пике ята çĕнсе илнĕскер 3 млн тенке, автомашинăна тивĕçрĕ. Чи хаклă парне вара — «Тĕнче мисĕ», «Çĕр мисĕ» конкурссенче çĕршыв чысне хÿтĕлеме май пурри.
«Раççей мисĕ» конкурсăн финалне лекессишĕн 70 пине яхăн /!/ пике ĕмĕтленнĕ. Вĕсенчен 50-шне суйланă. Çав шутра — пирĕн Юльăна та. Вĕсем пурте черченлĕхĕпе, пултарулăхĕпе тата çут çанталăк панă илемĕпе уйрăлса тăраççĕ. Анчах кирек мĕнле ăмăртура та пĕр çĕнтерÿçĕ, çак конкурсра вара — пĕр патша майри. Пикесем малтанах сцена çинче утса çаврăннă. Кун хыççăн ертсе пыракансем 50 çынран 20-ĕшĕ малалла тупăшассине пĕлтернĕ. Купальник тăхăн-са дефилене хутшăннă хыççăн коронăна тивĕçессишĕн 10 пике вăй виçме тытăннă. Çав самантрах залра хĕрсем çинчен ÿкернĕ видеоролик кăтартнă. Юля — И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн 1-мĕш курс студентки. «Пушă вăхăтра кĕлеткене пиçĕхтерес, ăс-тăна, чуна аталантарас енĕпе ĕçлетĕп. Спортпа туслă, 8 çул фитнес-аэробикăпа кăсăкланатăп. Илем конкурсĕ хыççăн мода индустрийĕнче хамăн çул-йĕре ту-пасшăн», — тенĕ 18-ти пике. Кĕпе тăхăнса дефиле утнă хыççăн тинех кĕтнĕ самант çитнĕ: «Раççей мисне» пĕлтернĕ. «Виççĕмĕшпе иккĕмĕш вырăна тухнă пикесен ячĕсене каланă чухне кăшт пăшăрхантăм. Анчах хамăн хушамата илтсен савăнтăм, — тенĕ ентешĕмĕр конкурс хыççăн. — Эпĕ «Раççей мисĕ» пулса тăнине халĕ те ĕненместĕп. Чи кирли — тĕллев тата ăнтăлу пулни. Кашни репетицире 100% тăрăшса хатĕрлентĕм. Эпĕ шаннă, хамăн тĕллев патне утнă». Чиперк-ке хăйĕншĕн сасăлакансене тав тунă, çав шутра — ашшĕпе амăшне. «Конкурс хыççăн тÿрех мĕн тăвас килчĕ?» — тесе ыйтсан: «Шыв ĕçес килет. Паян эпĕ нимĕн те çименпе пĕрех. Пăшăрхантăм, паллах, апат çимесен лайăхрах тесе шухăшларăм», — хуравланă Юлия.
«Раççей мисĕ-2018» ята çĕнсе илнĕ пике Атăл леш енче çуралнă. Амăшĕ — бухгалтер, ашшĕ — строительство енĕпе усламçă. Çывăх çыннисем Юльăна яланах пулăшса пынă, вăл илем конкурсĕсене хутшăннине ырланă, хавхалантарнă. Шкулта вĕреннĕ чухне хĕрача фитнес-аэробикăпа кăсăкланма тытăннă, республикăн пĕрлештернĕ командине кĕнĕ. Пластмасс корона тăхăннăскер тĕкĕр умĕнче хăйне патша майри пек тыткаласа çаврăнма кăмăлланă. Ку пурăна киле чăнлăха çаврăнасса шухăшламан та пулĕ вăл? Сосновка шкулне ылтăн медальпе пĕтернĕскер модель ĕçĕпе виçĕ çул каялла интересленме тытăннă. Вăл «Чăваш Ен мисĕ» конкурсра 2-мĕш вырăн тухнă хыççăн Volga Models агентствăпа контракт çырнă. Тепĕр çулхине çав конкурсра — пĕрремĕш, «Раççей мисс туризмĕ» тупăшура иккĕмĕш пулнă. Пĕлтĕр Юля Македонире, Черногорире, Албанире иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери «Miss Globe» конкурса хутшăнса топ-10 йыша лекнĕ. Пĕлтĕр вара Турцири «Мисс Аполлон» илем ăмăртăвĕнче виççĕмĕш вырăна тухнă. Çакăн хыççăн Юлийăна «Раççей мисĕ» конкурсра Чăваш Республикин чысне хÿтĕлеме шаннă. Пике ют çĕршывра ĕçлесе курма та ĕлкĕрнĕ. Пĕлтĕр вăл Японире, Францире контракт мелĕпе модельте тăрăшнă. Париж хулинче сăн ÿкерĕнес ĕçе хутшăннă.
Ирхине — пĕр стакан шыв, эрнере виçĕ хут — тренировка… Юля кун йĕркине яланах палăртать. Яштака кĕлеткеллĕ пулма ăна шăпах спорт пулăшать. Ятарлă диетăна пăхăнмасть вăл, мĕн çиес килнипе сăйланать.
Илем конкурсĕ хыççăн тепĕр кунхине пирĕн ентеше Мускаври пĕр радиона хăнана чĕннĕ. Кăларăма ертсе пыракансем пикене темĕн тĕрлĕ ыйту парса пурнăçĕпе кăсăкланнă. «Хăв çĕршыври чи илемлĕ пике пулнине туйма ĕлкĕртĕн-и?» — ыйтнă унран. «Çук. Тен, урамра утса пынă вăхăтра çакăн пирки шухăшлăп», — тенĕ Юлия. Хăйне «Раççей мисĕ» ята панă хыççăн тепĕр кунхине çеç тăна кĕнĕ иккен вăл. Кунашкал чиперккен савни пуррипе çукки те кăсăклă. Хальлĕхе Юльăн юратнă çын çук. Контрактпа килĕшÿллĕн, унăн çулталăк каччăпа çÿреме юрамасть иккен. Яшсенче ăна ăсĕ, ырă кăмăлĕ, вăл çынпа лайăх калаçма пĕлни тыткăнлать. Шÿтлеме юратакан каччăсем унăн кăмăлне каяççĕ. Анчах йĕкĕт хăйне ытла юратни килĕшмест-мĕн. «Вăл усал тата чĕр чунсене кăмăлламаннине ырламăп. Нускине улăштарманнине — пушшех те!» — пĕлтернĕ «Раççей мисĕ» радиостанцире. Асăннă конкурса вăл юлташ хĕрĕсем унта пĕлтĕр хутшăннă хыççăн кайса пăхма шухăшланă. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.