Комментировать

19 Апр, 2018

Юр айĕнчен тухрĕç… машинăсем

Юр ирĕлсе пĕтрĕ. Ун айĕнчен çеçпĕл чечекĕ кăна мар, чăн малтан çÿп-çап тухать. Вăл шутра картишре çурт умĕнче ларакан машинăсем те. Кĕçех пур çĕрте те тавралăха тасатма тытăнĕç, халăх субботнике тухĕ. Хĕлĕн-çăвĕн пĕр вырăнтан хускалман «арт-обČектсенчен» мĕнле хăтăлмалла? Ку ыйту ЧР Пуçлăхне Михаил Игнатьева та пăшăрхантарать, ăна тунтикунхи канашлура та хускатнă. «Çуртсен картишĕсенче кивĕ транспорт хатĕрĕ уйăхĕ-уйăхĕпе ларать. Паллах, вĕсен хуçисем пур. Картишсене çав техникăран пушатмалла», — тенĕ вăл.

Кладовкăна çаврăннă

Тимĕр-тăмăр купине çаврăннă машинăсем тăван хуламăрăн хăтлăхне пăсаççĕ. Ку çеç мар, вĕсем парковка вырăнне йышăнаççĕ. Подћезд умĕнче машинăсем валли вырăн çитмест. Хăшĕ-пĕри вĕсене газон, тротуар çинче, кÿршисен чÿречи умне хăварать. Подћезда кĕмелли çула хуплама, ача-пăча лапамĕ çине кĕме те именмеççĕ. Шупашкарти картишсенче кустăрмисем шăтнă, тутăхпа витĕннĕ машина темĕн чухлех. Иртнĕ тунтикун хула тăрăх ятарласа рейда тухса çак ÿкерчĕке хамăр курса ĕнентĕмĕр.
Мир проспектĕнчи 19-мĕш çурт умĕнче газон çинче шăтăк урапаллă ГАЗель куçа тăрăнчĕ. Ун çывăхне пырса сăн ÿкерсе илес тенĕ чухне çак машинăн хуçине паллаканскер юнашар пырса тăчĕ. «Вырăнтан хĕлĕпе тапранмасăр ларчĕ ку транспорт. Эпĕ ĕмĕрĕпех водительте ĕçленĕ май ют машинăшăн та чун ыратать. Хĕлле унăн кабини пачах курăнмастчĕ, юр хÿсе лартнăччĕ. Кантăк тасатакан дворник хуçăлса ÿкесрен пырса майлаштартăм. Юр нумай çунă хыççăн сылтăм енчи тĕкĕрĕ персе анчĕ. Ăна ГАЗель айне илсе хутăм. Хуçи хамăр çуртрах пурăнать, хушăран куркалатăп ăна, машина пирки мĕншĕн «манса кайнине» калаймастăп. Юнашарти иномарка та чылайранпа вырăнтан тапранман, çăмăл машинăна хуçи нарăс уйăхĕнче пырса лартрĕ. Çитменнине, иккĕшĕ те — газон çинче, кĕçех акă курăк шăтĕ», — картиш тирпейлĕхĕшĕн пăшăрханса тата машинăсене хĕрхенсе калаçрĕ çак çуртра пурăнакан Николай.
Çĕнĕ кăнтăр районне çул тытрăмăр. Трактор тăвакансен проспектĕнчи 73-мĕш çурт çывăхĕнче картиш тирпейлÿçисемпе калаçма май килчĕ. «Пирĕн патра вырăн йышăнса ларакан машинăсем çукпа пĕрех. Аварие çакланса бамперне çĕмĕрнĕскере эрне каялла сĕтĕрсе килчĕç. Çавă çеç, ыттисем — пурте çÿрекеннисем», — палăртрĕç сулхăнри пысăк юр купине салатакансем. Çапах та çурт кĕтессинче чылайранпа вырăнтан хускалмасăр ларнă машинăна асăрхарăмăр. Унăн пăр айĕнчен тухса пĕтме ĕлкĕреймен малти ураписем пушаннăччĕ. Трактор тăвакансен проспектĕнчи 77-мĕш çурт умне тирпейлекен Анна çак тăрăхри 81-мĕш çурт çывăхĕнче пĕр УАЗик кĕркуннеренпех тапранмасăр ларнине çирĕплетрĕ. Чăннипех те, вăл каланă пекех, асăннă машина ир те каç çÿп-çап контейнерне «хураллать-мĕн». Ураписем юр айĕнчен нумай пулмасть çеç тухнă пулас — тап-тасахчĕ. Ленин Комсомолĕн урамĕнчи 40-мĕш çурт умĕнче те вырăнтан хĕлĕпе те хускалман машинăсем куç тĕлне пулчĕç.
Шупашкарти Кăкшăм урамĕнчи 7-мĕш çурт çывăхĕнчи тутăхма тытăннă ГАЗель те нумайранпа çула тухман. Салона тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр купаланине асăрхарăмăр. «Ахăртнех, машинăна кладовка вырăнне усă кураççĕ. Общежити пÿлĕмĕ хĕсĕк, унта вырнаçман япаласене çакăнта хураççĕ пулмалла. Пĕр арçын ялан унталла-кунталла япала сĕтĕрет», — палăртрĕ урам тирпейлÿçи. Кăкшăм урамĕнчи 5-мĕш çурт çывăхĕнчи 9-мĕш модельлĕ «Жигули» хуçипе те курса калаçма май килчĕ. «Тĕрĕсех асăрхарăр, «ватăскере» хĕлĕпе тапратман. Ăна юсама укçа кирлĕ. Дачăна çÿремелли машина ку, кĕçех майлаштарса хута ярăп. Хĕлле канать, çулла чупкалать вăл», — терĕ çулланнă арçын.
Центрта вырнаçнă Пайтул урамĕнчи 5-мĕш çурт умĕнчи кĕрен 7-мĕш модельлĕ машина асфальт çул айккинче вырăн тупнă. Кивĕскере хуçи хăйĕн чÿречи умне вырнаçтарнă. Сăн ÿкернине курса юлнă арçын кантăк уçсах вăрçма пикенчĕ. «Мĕн ĕç пур сире манăн машина çумĕнче? Никама та чăрмантармасть, унăн регистраци палли те пур!» — сас хăпартрĕ вăл. Ансăр çул айккинче, ç и т м е н н и н е ш ă п т р а н с п о р т çаврăнакан тĕлте, лараканскер мĕнле чăрмав кÿнине водительсем пĕлеççĕ. Асăннă машина хуçипе тавлашнин усси çуккине ăнлантăмăр.

Подъезд умĕнче саркаланать «Жигули»

Кăнтăр хĕвел анăç районĕнчи Социализм урамĕнчи 19-мĕш çуртăн подћезчĕ умĕнчи кивĕ «Жигули» катаранах куçа тăрăнчĕ. Ураписем пушаннăскер меллĕн вырнаçса ларнă. «Эпир çак çурта 2016 çулта куçса килтĕмĕр. Транспорт валли вырăн сахал пирĕн, пĕтĕмпе те 15 машина çеç подћезд умне вырнаçаять, мĕншĕн тесен тепĕр енче — газон. Ку «Жигули» вара икĕ çул ниçта тапранмасăр пĕр вырăнта саркаланса ларать. Унпа юнашар кăвак «Лада» пурччĕ, ăна çур çул каялла сĕтĕрсе кайрĕç. Эпир икĕ çул ĕнтĕ машинăна шкул карти çумне лартатпăр. Каçа юлса таврăнсан тепĕр чухне унта та вырăн юлмасть. Ун пек чухне çывăхри общежити умĕнче чарăнма тивет. Тахçан пирĕн çывăхра тÿлевлĕ парковка пурччĕ, халь вăл та çук. Васкавлă медпулăшу çитсен те чарăнма вырăн тупаймасть. «Жигули» хуçи кунтах пурăнать, ăна ниепле те ÿкĕте кĕртме çук», — чунне ыраттарса калаçрĕ икĕ ачипе урама уçăлма тухнă амăшĕ.
Калинин урамĕнчи 102-мĕш, 106- мĕш çуртсен çывăхĕнче те хуçисене кирлĕ мар автомобильсем пурччĕ. «Çак ГАЗель пĕр пĕччен икĕ вырăн йышăнать. Эпир вара машинăсене лартма вырăн тупаймастпăр. Хуçипе калаçнин усси çук, унта вăл кирлĕ мар хатĕр-хĕтĕр тултарать. «Ман машина, хам хуçа, ăçта лартас килет — çавăнта лартатăп, саккуна пăсмастăп, регистраци палли пур», — сăмах чĕнтермест пире. Паллах, кунашкал йĕркесĕрлĕх хытах тарăхтарать», — палăртрĕ 106-мĕш çуртра пурăнакан арçын. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.