Комментировать

18 Апр, 2018

«Кил вучахне сÿнтермерĕм»

Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах тăван ял малашлăхĕ пирки шухăшланă Виталий Музяков. Ахальтен мар шкул хыççăн строитель профессине алла илсе яла таврăннă, тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ. Ытти çамрăк пек хулана е ют çĕре тухса кайма шухăшĕ те пулман унăн.

Йывăрлăха парăнмасăр

«Аннене мĕн виличчен пăхатăп тесе атте вил тăприйĕ умĕнче тупа турăм. Чăн та, хамăн сăмаха тытрăм: кил вучахне сÿнтермерĕм, аннене те пăрахмарăм, юлашки кунччен унпа юнашар пултăм», — пуçларĕ калаçăвне Виталий Владимирович.
Тĕрлĕ ĕçре вăй хунă хыççăн хресчен-фермер хуçалăхне йĕркелеме хĕн пулман уншăн. Ара, ял ачи ĕлĕкренех ĕçпе çитĕнет-çке. Унсăр пуçне килĕнче те 3-4 ĕне тытнă яланах. «Анне Мария Егоровна 42 çул фермăра вăй хучĕ. Ачаранах ăна пулăшма каяттăм. Фермăра, уйра ĕçлесе курнă. Тракторпа çÿреме пĕлетĕп. Çапла майпа фермер хуçалăхĕ йĕркелеме шут тытрăм», — малалла тăсăлчĕ сăмах çиппи.
2016 çулта патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ май утă туса илмелли техникăна комплекчĕпех туяннă. Унсăр пуçне икĕ трактор, 2 прицеп. Ĕне выльăх шутне йышлатас тĕллевпе вырăнти пĕр фермерпа калаçнă, укçине тÿленĕ, анчах лешĕ ăна шăнман пăр çине лартса хăварнă. Çапла майпа укçасăр, выльăхсăр юлнă. Çынна шанма вĕреннĕскер иккĕмĕш хут такăнасса шухăшламан та. Тепĕр фермер та улталанă ăна — чирлĕ ĕнесем сутнă. Вуннăран саккăрăшĕ сывă мар пулнă, ирĕксĕрех вĕсене аша ăсатма тивнĕ. Çапах та пуçне усман арçын. Паянхи кун та пуласлăха шанса малалла ăнтăлать. Ултавçăсем укçана суд урлă тавăрса парсан хуçалăха аталантарма май пулĕччĕ хăть. Анчах хальлĕхе ку тĕлĕшпе чăрмавсем пурри кулянтарать ăна.
Халĕ унăн 15 пуç мăйракаллă шултра выльăх, сăвăнаканни — 10. Сĕт хакĕ чакнине пăхмасăр выльăх шутне çитес вăхăтрах ÿстересшĕн, выльăх-чĕрлĕх валли хуралтă тăвасшăн. Паллах, сĕт ыйтăвĕ ял çыннине пурне те пăшăрхантарать. Ара, ялта ытларахăшĕ унпа пурăнать-çке. «Иртнĕ çул çак вăхăтра сĕтрен уйăхра 53 пин тенкĕ тупăш илеттĕм, кăçал — 21 пин. Çурри те çук вĕт. Çав вăхăтрах çунтармалли-сĕрмелли материал, вăрлăх, удобрени хакĕ чакса мар, ÿссе пырать», — пăшăрханăвне пытармарĕ фермер.
Иртнĕ çул пăрусене сĕт сахалрах тивнипеле вĕсем япăхрах çитĕннĕ иккен. Кăçал вара вĕсемшĕн чĕр тавара шеллемест фермер. Пĕчĕкскерсем кунсерен вăй илсе пынишĕн савăнать.

Ялта ферма кирлех

«Ял çĕр çинчен ан çухалтăр тесе пĕр-пĕр ферма тума ĕмĕтленеттĕм ялан. Тăван кĕтесшĕн чун ыратать. Малтан ялта 600 пуç ĕне пулнă /кунта фермăри ĕне шучĕ те пур/, халĕ — 56 пуç. Унсăр пуçне манăн 15 ĕне. Хуçалăх пĕтĕмпех саланнă. Сухаламан çĕр чылай, выльăх-чĕрлĕх пĕтĕм курăка çисе пĕтереймест. Хыт хура ăшĕнче вара сăвăс ĕрчет», — чун ыратăвĕпе паллаштарчĕ Виталий Владимирович.
Халĕ унăн 8 гектар çĕр пур. Унта выльăх-чĕрлĕх валли курăк акасшăн. Унсăр пуçне лагерь тума 2 гектар арендăна илесшĕн, тепĕр 37-шне вара — ÿсен-тăран çитĕнтерме. Кун пирки ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе калаçса татăлнине пĕлтерчĕ хастар арçын. Сухаланман улăх-çарана хыт хураран тасатни сăваплă ĕç шутланать. Ял хуçалăх çĕрĕсен кашни гектарне пусă çаврăнăшне кĕртмелли пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хăйĕн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче палăртнăччĕ. Сăмах май, хуçасăр çĕр пайĕсене шута илес енĕпе Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнче малтисен ретне кĕчĕ. Паян асăннă сферăри ĕçе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем туллин пурнăçланă. Çакна пула, пĕрремĕшĕнчен, ял хуçалăх çĕрĕсемпе усă курасси йĕркене кĕрет, иккĕмĕшĕнчен, муниципалитетсем 198 пин гектар çĕрĕн харпăрлăхçисем пулса тăчĕç.
«Хам пурнăçра 200 ĕне вырнаçмалăх ферма тума ĕмĕтленеттĕм. Анчах ĕмĕте пурнăçлаймастăп пулĕ», — терĕ Виталий Владимирович шухăшлăн. «Мĕншĕн? Тен, пурнăçлатăр?» — калаçăва хутшăнтăм эпĕ. «Хальхи сĕт хакĕпе малалла аталанма хĕн», — пулчĕ хурав.
Чăн та, яла аталантарас тесен вырăнта ĕне выльăх фермине йĕркелени пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен сĕт-çу ферми пулсан ĕç тупăшлăрах тата ăнăçлăрах пуласси куç кĕрет.

Каялла чакма ирĕк çук

«Пĕччен хулă хуçăлать», — теççĕ халăхра. Фермер ĕçне пуçăнакансене пĕрлешме сĕнет Виталий Музяков. Йывăр вăхăтра пĕр-пĕрне пулăшмаллине палăртать, çав вăхăтрах техника тĕлĕшĕпе те. «Вăрлăха, удобрение, саппас пайĕсене курттăммăн туянассине йĕркелемелле, ыттисен çав организацие пырса туянма май пултăр, — хăйĕн шухăшĕпе паллаштарма васкарĕ вăл. — Пирĕн пата çитиччен миçе посредник алли витĕр тухаççĕ вĕсем. Кашнийĕ хака 25-30% ÿстерет. Çавна май вĕсене туянма хĕн. Çак ĕçе район администрацийĕн ял хуçалăх уйрăмĕ йĕркелесе пырсан питĕ аван пулмалла».
«Пĕрлĕхре — вăй», — тесе ахальтен каламан çав. Маларах Виталий Владимирович Хирлÿкассинчи Николай Лисаев фермерпа туслă çыхăну тытнă. Пĕр-пĕрне яланах йывăрлăхра пулăшнă: çуракине те, вырмана та пĕрле ирттернĕ. Шел, Николай Иванович пĕлтĕр сарăмсăр вилнĕ. «Пĕр-пĕрне «шурлăхран» туртса кăлараттăмăр, тепĕр чухне вара хавхалантараттăмăр. Малашлăха шанса талпăнаттăмăр. «Сана та йывăр, мана та йывăр. Атя, пĕрле утă хатĕрлер», — сĕннĕччĕ Коля пĕлтĕр. Манăн вăл вăхăтра икĕ трактор та çĕмрĕкчĕ. Юлташăм йывăрлăхра алă тăсса пачĕ. Хăйĕн ĕçне аталантарас тĕллевпех Мускава кайрĕ те сывă таврăнаймарĕ», — хурлăхлăн пĕлтерчĕ йывăрлăха парăнман Музяков.
Юлташне ырăпа аса илчĕ вăл. Малалла вулас...

Хĕлĕ Чутай районĕ, Хватукасси ялĕ. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.