Комментировать

16 Апр, 2018

Юр ирĕлет васкаса...

Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕ ейÿ сарăлас хăрушлăх пысăккине шута илсе ака уйăхĕн 8-12-мĕшĕсенче уйрăмах сыхă
пулма ыйтни çинчен хаçатра çырнăччĕ. Патăрьел, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай... тăрăхĕнче пурăнакансем шар курма пултарасси пирки асăрхаттарнăччĕ. Çавăнпах республикăри хальхи лару-тăрупа паллаштарас килет.

Ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче Патăрьел районĕнче 4 ялти çуртсене шыв кĕнĕрен чрезвычайлă лару-тăру йĕркине çирĕплетнĕччĕ. Çавна май
çынсене, выльăх-чĕрлĕхе урăх вырăна куçарнă. Ейÿ вăхăтĕнче 3 яла апат-çимĕçпе, таса шывпа тивĕçтерессине йĕркеленĕ.

Ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчен ырă хыпар çитрĕ. Пăла шывĕ аннăран транспорт çулĕ уçăлнине, лавккасене кирлĕ тавар
çитернине пĕлтерчĕç. Вăхăтлăх эвакуациленнисем киле таврăннă. <...>

Паллах, çынсен хăйсен те асăрхануллă пулмалла. Çуркунне юр ирĕлнĕ вăхăтра çыран хĕрринче тăма, юхан шыва кĕме юраманнине асра тытмалла, унсăрăн инкек сиксе тухма пултарать.

Тунти кун Шăмăршă районĕнчи Патирек ялĕнче 10 çулти хĕрача путса вилнĕ. Вĕсем виççĕн уроксем хыççăн пĕве хĕрринче вылянă. Пĕри
киле таврăнманран çывăх çыннисем канăçне çухатнă. Хĕрача кĕлеткине пăрăхран юхса тухакан шывра тупнă.

Ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Çĕрпÿ район арçынĕ Çавалтан тухайман. Вăл юхан шыва резина кимĕпе кĕрсе кайнă. Куракансем каланă тăрăх,
вĕсем малтан çыран хĕрринче эрех ĕçнĕ. 43-ри арçын кимĕ хĕррине ларнă та шыва ÿкнĕ. Вăл хăй тĕллĕн çыран хĕррине тухайман. Ял
çыннисем пулăшас тесе ун патне тепĕр кимĕпе ишсе пынă, анчах ăна çăлма ĕлкĕреймен. Тулли верси...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.