Комментировать

12 Апр, 2018

Çывăх çынсем ăнланмаççĕ

Кун пирки çынна пĕлтерме те лайăх мар, анчах сирĕнтен пулăшу ыйтса çыратăп. Эпĕ атте-аннепе пĕр чĕлхе тупаймастăп. Ăçтан пуçланчĕ-ши çакă? Шкулта вĕреннĕ чухне эпĕ яланах лăпкă пулнă, вĕсемпе нихăçан та хирĕçсе калаçман. Лицейра вĕренме тытăнсан атте эрех ĕçкелеме пуçларĕ. Те çавăнпа — пирĕн хушăра ăнланман самант час-часах сиксе тухатчĕ, вăл ялан тем те пĕр каласа çиллентеретчĕ.
Çапла, çапла, эпĕ хуларан килетĕп те малтанах йĕркеллĕ калаçатпăр пек, кайран вăрçăнма тытăнатпăр. Ытларах чухне вăл аннене кăшкăрма пуçлать, эпĕ çакна чăтса тăраймастăп, хирĕç чĕнетĕп, юратнă çынна хÿтĕлетĕп. Ун хыççăн вăрçă ман çине куçать. Ĕç-пуç кашнинче пĕр пек вĕçленет. Юлашкинчен атте мана килтен хăваласа кăларса ярать. «Кай хулана, килнĕ ан пултăр, аслисене хисеплемелле. Мĕнле çын ÿстертĕм-ши? Эсĕ манăн хĕр мар!» — тет. Анне мана ÿпкелет, мĕншĕн хирĕç чĕнетĕн, шăп тăр тет. Çăвара епле шыв сыпса тăрас-ха манăн — эрех-сăра ĕçместĕп, пирус туртмастăп, каччăсемпе ашкăнса çÿреместĕп. Пĕр йĕкĕтпе кăна туслă эпĕ. Пурпĕрех начар, мĕншĕн тивĕçсĕр сăмахсем каламалла? Эпĕ çын мар-им? Вăл манăн атте тесе тем те пĕр калама, çиллентерме, чуна ыраттарма юрать-ши? Мĕн япăххи тунă эпĕ ăна? Çапла манпа вăрçăнса тĕрĕс çул çине тăрататăп тет- ши? Тем тесен те йăнăшать!
Виçĕ уйăх киле кайманччĕ. Аннепе те телефонпа сайра хутра кăна калаçаттăм. Атте тытсан анне çук тесе калатчĕ те телефона сÿнтеретчĕ. Мана аннепе темшĕн калаçтарасшăн марччĕ вăл. Вăхăт иртсен яла каймах шухăшларăм. Тем тесен те вĕсем мана пурнăç парнеленĕ-çке. Киле кайрăм, вĕсенчен каçару ыйтрăм. Аттепе анне малтанах питĕ савăнчĕç, анчах тепрехинче кайсан — каллех çав ÿкерчĕк. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.