Комментировать

10 Апр, 2018

Кĕрешÿ спорчĕ вăй илĕ-и?

РФ Президенчĕ Владимир Путин спортăн наци тĕсĕсене аталантармалли çинчен пĕрре мар каланăччĕ. Çавна май, 2014 çулта «РФ физкультурăпа спорта аталантарасси çинчен» саккуна улшăнусем кĕртнĕ. Çĕнĕ документ общество организацийĕсене патшалăх аккредитацийĕ витĕр тухма тата спорт федерацийĕн статусне илме, спортсменсене хатĕрлемелли стандартсене çĕнĕлĕхсем кĕртме май пачĕ.
Владимир Путин РФ Президенчĕ çумĕнчи наци çыхăнăвĕсем енĕпе ĕçлекен канашăн 2016 çулхи кăрлач уйăхĕнче иртнĕ ларăвĕнче те çак шухăшсенех палăртнă. «Хамăр çĕршыври спорт тĕсĕсене аталантарма тăрăшмалла. Вĕсене халăхра сармалла, спорта чылай çынна явăçтармалла. Уйрăм халăх представителĕсем кăна мар, пур çынна та кăсăклантармалли майсем туса памалла. Спорт тĕсĕсем массăлăхпа палăрса тăмалла. Чи лайăххисене Олимпиада программине кĕртмелле», — тенĕ çĕршыв ертÿçи. Вĕсене аталантармалли çинчен вăл Владимир хулинче иртнĕ спорт форумĕнче те каланă. Сăмах май, унта чăваш делегацийĕ те хутшăннăччĕ. Кĕрешÿ федерацийĕн ертÿçи Виталий Васильев «Чăваш наци кĕрешĕвĕ — чăваш халăхĕн культурин пĕр пайĕ» темăпа тухса калаçнă.
Раççейри 160 халăхăн наци спорчĕ пур, анчах вĕсенчен 10-шĕ кăна РФ Спорт министерствин реестрне кĕнĕ. Спортăн наци тĕсĕсене халăхра сарас юхăм темиçе çул каяллах вăй илме пуçларĕ. Сăмахран, Якутири мас-рестлинг пирĕн çĕршывра та анлă сарăлчĕ. Унпа интересленекенсен йышĕ те çултан-çул нумайланать. Спортăн наци тĕсĕсене вăйлатас тĕллевпе фестивальсем йĕркелеме тытăнчĕç. Юлашки çулсенче кунашкал ăмăртусем Владимир хулинче, Коми Республикинче тата Мускавра иртрĕç.
Чăваш халăхĕн авалхи спорчĕ — кĕрешÿ. Акатуйсенче кĕрешÿ турнирĕсем йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Унта мĕн ĕлĕкрен арçынсем хăйсен вăйне тĕрĕсленĕ, çамрăксем те вĕсенчен тĕслĕх илсе кĕрешÿ лапамĕ çине тухнă. Кашнинех тĕп парнене çĕнсе илес килнĕ. Такаллă пулакан ялти чи хисеплĕ çын пулнă. Ăмăртăва пурте хутшăнма тăрăшнă, уяв çитессе кĕтсех тăнă. Кĕрешÿ пин-пин çул каялла хÿтĕленмелли тĕп мел шутланă. Арçынсем алăпа тытăçса хăйсен çемйине, тăванĕсене хÿтĕленĕ. Аслисем арçын ачасене мĕн пĕчĕкрен кĕрешме вĕрентнĕ. Кĕрешÿ лапамĕ çине тухакан чăн-чăн пăхаттир пулса тăнă. Вăхăт иртнĕ май пурнăç пахалăхĕсем улшăнса пычĕç. Кĕрешÿ спорт тĕсĕ пулса тăчĕ. Хальхи вăхăтра та Акатуй кĕрешÿ ăмăртăвĕсĕр иртмест, анчах унăн пĕлтерĕшĕ кăшт чакрĕ. Унта хутшăнакан пит нумаях мар.
Чăваш кĕрешĕвне иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенчех çĕклеме шухăшланă. Паллă спортсменсем Валерий Кочковпа Орест Маркиянов кĕрешÿ мелĕсене йĕркелеме тытăннă, анчах ĕç малалла каяймасăрах пăчланнă. Сăмахран, пушкăртсен курешĕ Совет Союзĕнче те питĕ вăйлă аталаннă: 1968 çулта республикăра куреш федерацине туса хунă. Кĕрешÿ /тутарсен — кореш/ спортне чĕртсе тăратас юхăм иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче тапраннă. Чи малтан ăна Узбекистанра çĕклеме пуçланă. 1998 çулта Ташкент хулинче Азири, Африкăри тата Европăри 28 çĕршыв представителĕсем Пĕтĕм тĕнчери куреш ассоциацине йĕркеленĕ. Тепĕр çулах çак хулара тĕнче чемпионачĕ иртнĕ. 2003 çулта куреше Пĕтĕм тĕнчери Ази вăййисен программине кĕртнĕ.
Чăваш кĕрешĕвне /урăхла каласан — пиçиххинчен тытса кĕрешесси/ ура çине тăратасси çинчен 1995 çулта сăмах пуçарнă. Ун чухнех тытăçу правилисене çирĕплетнĕ, пирвайхи ăмăртусем ирттернĕ. 2006 çулта ăна РФ Спорт министерствин реестрне кĕртнĕ, регионсен хушшинчи федераци туса хунă.
Малтанхи çулсенче спорт шкулĕсенче уйрăм секцисем те, штат та пулнă, анчах каярахпа вĕсене пĕтернĕ. Паянхи кун чăваш кĕрешĕвне аталантарас тĕллевпе Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Патăрьелте, Елчĕкре, Çĕрпÿре, Куславккара, Шăмăршăра, Канашра, Комсомольскинче, Вăрнарта аван ĕçлеççĕ. Ку районсенче тĕрлĕ ăмăрту сахал мар ирттереççĕ. Тутарстанри Çĕпрелпе Аксу тăрăхĕсенче, Самар облаçĕнче, Пушкăрт Республикинче, Пермь крайĕнче, Пенза хулинче чăваш кĕрешĕвĕн секцийĕсем пур.
Чăваш Енре уйрăм секцисем нихăш районта та уçман-ха хальлĕхе. Спорт шкулĕсенче тренер штатне те кĕртмен. Шел те, вĕсем Чăваш Енĕн тĕп хулинче те çук. Паянхи тренерсен никамран пу-лăшу ыйтмасăр пĕр-пĕрне хавхалантарса хăйсен тĕллĕн вăй хума тивет. Хăйсен ĕçне чунпа парăннисемпе халăх йăли-йĕркине упрама тăрăшакансем хутăш ушкăнра тĕрлĕ спортсмена хатĕрлеççĕ. Сăмахран, чăваш кĕрешÿçисем самбистсен е ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцийĕсенче ăсталăха туптаççĕ. Кĕрешÿ енĕпе пирĕн хĕрсем пысăк çитĕнÿсем ытларах турĕç. Раççей спорт мастерĕсем Анастасия Тарасовăпа Елена Карпова /тренерĕ — Николай Петров/ тĕнче тата Европа ăмăртăвĕсенчен наградăпа пĕрре мар таврăнчĕç. Самар тăрăхĕнче Сидоров генералсен парнисене çĕнсе илессишĕн çулсерен ăмăрту иртет. Тутар Республикинче регионсен хушшинчи «Пăлхар улăпĕсем», Çĕнĕ Шупашкарта Андриян Николаев космонавта асăнса турнирсем ирттересси йăлана кĕнĕ. Сăмах май, Чăваш Енре кĕрешÿ енĕпе Раççей чемпионачĕ 2008 тата 2013 çулсенче иртнĕ. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.