Комментировать

17 Мая, 2014

Аслăял варринчи çăтмах

Аслăял варрипе пысăк çырма сарăлса выртать. Темиçе çул ÿсекен шурă хурăнсемпе лаштра йăмрасем, симĕс тирексем тÿпенелле кармашаççĕ. Çырма айккипе - тăпăл-тăпăл çуртсем. Ял урамĕпе киленсе утнă май Григорьевсем патне çитнине сисмерĕм те. Вĕсен килĕ умĕнче - ытармалла мар хитре кÿлĕ, ун тавра шурă шупăрлă çĕмĕртсемпе чиесем, тирексемпе хăвасем. Хĕл ыйхинчен тин çеç вăраннă тавралăх пушшех те хитре. Таврара ем-ешĕл, кукша пуç сап-сарă чечекре. Акă ăçта иккен вăл чăн-чăн çăтмах! Кил хуçисене сывлăх суннă хыççăн чăтаймарăм, сукмакпа пĕве хĕрне чупса антăм. Кунта канма-и е пулă тытма-и - сак ăсталаса лартнă. Шывĕ таса та тăрă. Шăпчăксем каçăхса кайсах юрă шăрантараççĕ, çырмара шапасем кваклатаççĕ.

Сад ĕрчетекен Геннадий Варфоломеевичпа Римма Александровна Григорьевсем патне хĕл кунĕсенчех кайма тухнăччĕ. «Чим-ха, халь йăлтах юр айĕнче, мĕн куратăп унта?» - тесе каялла çаврăнтăм ун чухне. Тĕрĕсех тунă иккен.

Юрату аллейи

Пахча хыçĕнчи кăтрашка шурă хурăнсене катаранах асăрхарăм. Çемье çавăрнă хыççăн лартнă вĕсене Геннадий. «Ку - пирĕн юрату аллейи. Вĕсем пире пĕр-пĕрне тата та ытларах савса пурăнма хавхалантараççĕ», - тет ăшшăн кулса кил хуçи. Сăмахсăрах килĕшмелле унпа. Шăплăхра чарăнсах итлесе тăтăм. Çулçăсен шĕпĕлтетĕвĕ çурхи кайăксен çепĕç кĕввипе пĕрлешсе ĕмĕрлĕх юрату пилленĕнех туйăнчĕ. Аллейăри шурă лантăшсем çурăлма ĕлкĕрейменччĕ-ха. Кĕркунне аякка каймасăрах кунта карçинкки-карçинккипе темĕн тĕрлĕ кăмпа, ытларах ут тути, пухса илеççĕ Григорьевсем. Шăрăхра пахчара ĕçлесе ĕшеннĕ хыççăн çак хурăнсем айĕнче канма кăмăллаççĕ. Мăнукĕсем те яла килсен тÿрех пахча хыçне выляма чупаççĕ-мĕн.

Кайăксене юратаççĕ Геннадипе Римма. Шăнкăрч вĕллисен шучĕ те çук. Кил умне те, пахча хыçне те çакнă вĕсене. «Лайăх кил-çурта чĕкеç иленет, йăва çавăрать», - тенине ача чухнех илтнĕ-ха. Григорьевсен крыльци тăррине чĕкеç йăва çавăрнă.

 

Тĕлĕнтермĕш сад

Григорьевсем мĕн тĕрлĕ кăна йывăç çитĕнтермеççĕ-ши? Аçтăрхан йывăççи, иçĕм çырли, кедр, хура хăмла çырли, Çĕпĕр юманĕ, уртăш, барбарис... Улмуççи-груша, слива-чие. Геннадие Кореновск хулинчен пĕр селекционер аçтăрхан 8 мăйăрне ярса панă. Вĕсенчен тăваттăшĕ шăтнă. Мăйăр паракан та пулнă ĕнтĕ унтанпа. Кил хуçи вăрманти шĕшкĕпе Кавказ фундукне сыпса çĕнĕ йышши мăйăр пухса илет çулсерен. «Питĕ тутлă, шултра пулать. Анчах та çурхи çил чечекĕсене пĕтерет çав. Уçă вырăна лартмалла мар ăна», - тет Геннадий Варфоломеевич.

Григорьевсен пахчи хыçĕнче 1933-34 çулсенче «Трактор» колхоз паркĕ пулнă. Путвал вырăнĕсемпе траншейăсем халĕ те пур. Малтан вĕлтĕрен, хупах чашкăрса ÿснĕ çав тĕлте. Пысăк путăк-шăтăка çÿп-çаппа тултарни çут çанталăка варалани мар-и вара? Григорьевсем çав вырăнта йывăç лартма тĕв тунă. Халь вĕсенче хура хăмла çырли, Çĕпĕр юманĕсемпе чăрăшсем çитĕнеççĕ. Таврара тирпей-илем хуçаланнине юратать çак çемье. Чашкăрса ÿсекен вĕлтĕрен-хупаха, эрĕм утине алхасма памаççĕ, вăрă кăларичченех çулса пăрахаççĕ. Ялта ниçта та çÿп-çап йăваланса выртнине асăрхамарăм.

 

Кĕпер

Çырма-çатраллă çĕрте вырнаçнă Аслăял. Григорьевсен умĕнче те, хыçĕнче те - çырма. Пĕрмай анса-хăпарса çÿресси йывăр тесе тимĕртен кĕпер ăсталанă Геннадий. Çап-çутă сăрăпа сăрланă ăна. Халь тепĕр енне каçма та, утă турттарма та ансат. Кĕпер карлăкĕсене ăсталама та ÿркенмен. Пахча кĕтессинчи икĕ хутлă илемлĕ пĕчĕк çурта дача теççĕ Григорьевсем. Аяла путвал туса хăварнă, çÿлте - çывăрмалли пÿлĕм.

Геннадий Варфоломеевич кăмака тума та ăста. Паллах, газ кĕртнĕ май саккассем малтанхи пек нумай мар. Малтан мăшăрĕпе иккĕшĕ килтен киле çÿренĕ. Геннадий кукашшĕ ылтăн алăллă пулнă-мĕн. Вĕлле хурчĕ нумай тытнă, пыл юхтарсан ял халăхне пухса хăналанă.

 

Çичĕ пĕве

64 çуртлă пĕчĕк ялта /вĕсенчен 35-ĕшĕнче çеç пурăнаççĕ/ пĕтĕмпе çичĕ пĕвепе кÿлĕ. 2010 çулти шăрăха никам та манса кайман пуль-ха. Шыв шыраса антăхсах çитнĕ ун чухне çынсем. Пĕри ял айккинче çăл куç тапнине асăрханă. Кайран арçынсем пĕрле пухăнса чавса пăхнă. Çапла майпа пĕчĕк çăл куçран пысăк çăл пулса тăнă. Ăна карталаса илнĕ. Шывĕ тутлă та сиплĕ, çемçе пулнине палăртаççĕ ял çыннисем.

Аслăялсем укçа пухса пилĕк çул каялла çĕнĕ пĕве тутарнă ялта. Геннадий Григорьев татса каясран айккипе хăвасем лартса тухнă. Каярахпа пулă ĕрчетме тĕв тунă кÿлĕре. Темĕн чухлĕ карп, хура карас, раксем янă. Пĕр каçхине браконьерсем тетелпе пĕр пысăк михĕ пулă тытса кайнă. Сăтăрçăсенчен сыхланса çитме çуккипе вĕсене хирĕç кĕрешмелли меслет тупнă. Кÿлĕ варрине юпасем лартнă, çиелтен пралуксем çапса тухнă. Çĕнĕ кÿлĕре шывĕ тăрă та таса. Кунта çичĕ çăл куç шывĕ юхса кĕрет-мĕн. Ачасем валли чăмпăлтатмалăх вырăн пайтах. «Никам та чармасть, пуллине вăлтапа хăть кунĕпех тытчăр», - тет Геннадий.

 

Туслă çемье

Хула пурнăçĕ пачах та илĕртмест Григорьевсене. Геннадий Варфоломеевич тахçан Шупашкарти агрегат заводне вырнаçса пăхнă. Ĕçрен хăраса мар, хулара пурăнма пултарайманран пăрахса таврăннă. «Кашни кунах уçă сывлăшра пулни кăмăла çĕклентерет, пуç ыратнине ирттерет», - теççĕ Григорьевсем. Хĕрĕсемпе кĕрÿшĕсем, мăнукĕсем пухăнсан кил-çурт тата та илемленет, кĕрлесе кăна тăрать.

Римма Александровна чун юратнă ĕçре киленÿ тупнă. Вăл Улаксарти культура çурчĕн директорĕ. Виçĕ çул туслă çÿренĕ хыççăн пулас мăшăрне: «Качча тухмастăп, ман валли ялта ĕç те çук», - тенĕ. Хĕре вĕçертесрен хăраса ÿкнĕ Геннадий çийĕнчех чупкалама тытăннă. Савнине Улаксарти культура çуртне ĕçе вырнаçма пулăшнă. Пысăках мар ял клубĕнче тирпей-илем хуçаланать. Пуян стендсенче - ял историйĕ, хăнара пулнă артистсен сăн ÿкерчĕкĕсем... Ял уявĕн кашни самантне сăнланă. Чуна парса, хавхаланса ĕçлени урамран та, шалтан та курăнать.

Геннадипе Римма Григорьевсем юратупа килĕшÿре пурăнни вĕсен телейпе çиçекен куçĕсенче, калаçăвĕнче тата пархатарлă ĕçĕсенче палăрать. Туй хыççăн лартнă пахча хыçĕнчи юрату аллейи чăннипех те пил парса тăнăн туйăнать.

 

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.