Комментировать

23 Мар, 2018

Спорта юратакансен йышĕ ÿсет

Паян «Шупашкар-Арена» пăр керменте ЧР Спорт министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта спорт отраслĕн 2017 çулхи ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетрĕç.

Тĕп докладпа — «2017 çулта физкультурăпа спорт аталанни çинчен тата 2018 çулхи тĕллевсем» — спорт министрĕ Сергей Шелтуков паллаштарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх — пĕлтĕр Чăваш Енре спортпа туслисен йышĕ 41,8 процентпа танлашнă. «Уйрăмах ку енĕпе Патăрьел, Йĕпреç, Канаш районĕсем, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисем палăрнă. Пирĕн республикăра 4000 ытла спорт керменĕ, вĕсем 180 пин çынна йышăнма пултараççĕ. Пĕлтĕр Вăрнарпа Канашра футбол уйĕсем хута янă, Шупашкарта биатлон центрĕн çуртне туса пĕтернĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш Енри тĕп стадионсенче — «Олимпийский» татат «Спартак» — юсав ĕçĕсем пыраççĕ, çавăн пекех кăçал роллерлă йĕлтĕр трассине тумалла», — терĕ Сергей Сильвестрович.

Юлашки çулсенче корпоративлă спорт вăй илнине те пусăмласа каларĕ министр. Ĕçлекенсен хушшинче сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансен йышĕ ÿсет. Тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем валли спартакиадăсемпе фестивальсем йĕркелесси йăлана кĕнĕ. «Ылтăн шайба», «Сăран мечĕк» çамрăксен юратнă ăмăртăвĕсем пулса тăнă. «Президентăн спорт вăййисем» турнирăн сумĕ ÿссе пырать. Анлă сарăлнă спорт тĕсĕсен йышне яланхи пекех çăмăл атлетика, ишесси, кĕрешÿ, футбол, йĕлтĕрпе чупасси, волейбол, баскетбол кĕнĕ. 2017 çулта Чăваш Енре 447 спорт мероприятийĕ ирттернĕ, вĕсенчен 3-шĕ — тĕнче шайĕнчисем, 84-шĕ — Раççей шайĕнчисем. Кăçал та пирĕн патра çĕршыв шайĕнчи 60 ăмăрту йĕркелеме палăртнă. Пĕлтĕр чăваш спортсменĕсем тĕрлĕ ăмăртура 150 яхăн медаль çĕнсе илнĕ.