Пирĕн пуçлăх - нотариус та
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ нотариус тивĕçне те пурнăçлама пултарать тени тĕрĕсех-ши?
Е.СЕРГЕЕВА.
Тăвай районĕ.
РФ Юстици министерствин Чăваш Республикинчи управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - федерацин 2008 çулта йышăннă 258-мĕш саккунĕпе килĕшÿллĕн нотариат çук ял тăрăхĕсенче çак ĕçе пуçлăх хăй е вăл ятарлă хушупа çирĕплетнĕ вырăнти хăй тытăмлăх органĕн специалисчĕ пурнăçлать. Вĕсен 5 тивĕçе пурнăçлама ирĕк пур: шантару хутне, доверенноçе, документсен копийĕсен чăнлăхне, унччен яваплă çынсем алă пуснисене çирĕплетеççĕ тата еткере куçакан пурлăха управа илеççĕ, кирлĕ пулсан - унпа усă курма пултараççĕ.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ е унăн специалисчĕ алă пусса, пичет çапса çирĕплетнĕ документ çакна тума тивĕçлĕ нотариус çирĕплетни пекех юридици вăйĕллĕ. Унсăр пуçне вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчи должноçри çынсен лицензиллĕ нотариус пекех нотариат ĕçĕсен вăрттăнлăхне упрамалла. Хутсене çирĕплетнĕ чухне «уçăлнă» хăш-пĕр факта е пулăма ыттисене пĕлтерме юрамасть. Çак çирĕплĕх вырăнти хăй тытăмлăх органĕнче ĕçленĕ çын урăх ĕçе куçсан е тивĕçлĕ канăва кайсан та сыхланса юлать. Саккун суд, прокуратура, следстви органĕсем тата суд приставĕсем ыйтнипе вĕсене кăна çав вăрттăнлăхсене «уçма» ирĕк парать. Халал хучĕн справкине халал хутне çырнă çын вилни çинчен калакан свидетельствăна кăтартсан кăна параççĕ.
Нотариат ĕçне пурнăçланăшăн илекен тÿлев хакне /пошлина калăпăшне/ РФ Налук кодексĕнче çирĕплетнĕ. Ытти РФ нотариат ĕç-хĕлне йĕркелекен саккунлăхпа килĕшÿллĕн нотариатăн ытти тарифĕ те - лицензиллĕ нотариусшăн та, вырăнти хăй тытăмлăх органĕн пуçлăхĕпе специалисчĕшĕн те - пĕр пек. Нотариатăн пĕтĕм ĕçне ял тăрăхĕн администрацийĕн пÿлĕмĕнче ирттерни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Урăхла туни - саккуна пăсни. Саккун çапах йывăр чире пула çын влаç органне çитеймен чухне влаç тытăмĕн яваплă çыннисене ун патне кайма ирĕк парать. Çакна влаç тытăмĕнчи специалист хăйĕн ял тăрăхĕн территорийĕнче кăна пурнăçлама пултарать. Унăн тулашĕнчи нотариат ĕçĕ юридици вăйĕсĕр шутланать.