Комментировать

29 Ноя, 2013

Ишек

Массăллă информаци хатĕрĕсем тăтăшах гиперборейсем пирки сăмах хускатаççĕ. Гиперборея çĕр-шывĕн йĕррисене те тупнă пулать, вĕсене «пайлама» тытăннă та ĕнтĕ. Чăвашсене ку енчен ăннă. Вĕсене официаллах гиперборейлатнă. Тăван халăха çурçĕрлетекенĕ - Мăн Маркара (Анаткас Марка, Çатра Марка) çуралса ÿснĕ гидрограф, геодезист К.Петров - паллă полярник, И.Папанинăн ĕçтешĕ. 1935-1937 çулхи экспедицире Челюскин сăмсахĕнче хĕл каçнă чух, Таймыр çур утравне ÿкернĕ вăхăтра унти юхан шывсене тăван кĕтесри çырмасен ятне панă Константин Петрович. Çавăнтанпа Таймырта Ишек тăрăхĕн тăван кĕтесĕ пур.

«Арçури» балладăна пĕлмен çын та çук, апла пулсан - Ишек салине те ас туман чăваш çук. «...Карчăк Микули каймарĕ, Ăна юлташ пулмарĕ, Микул турра пуççапма Ишекелле каймалла терĕ. Тyр кĕллине тÿрлетме Тиха тытса пусмалла терĕ. Арăм сыв мар, суя мар, Хĕл-çăвĕпех хĕн курать терĕ». Карчăк Микули мĕн тĕв тытни Михаил Федоров вăхăтĕнче те Ишек таврашĕнчи чăвашсем авалхи тĕне сума сунине палăртать. Ырă кăмăллă Микулана пуç çапнă хыççăн балладăри Микула тиха пусасшăн - арăмне сыватас тесе чÿк тăвасшăн. Ишеке кайсан çăл патĕнчи йывăç çине хăю çыхса хăваратех ĕнтĕ вăл: çут çанталăк хăвачĕсене арăмне чĕртме ыйтать. Пусма татки çыхса хăвармасăр тихана чÿклемен Карчăк Микули.

Паян та шкул çумĕнчи тĕмсен турачĕсенчен çыхса хăварнă хăюсем çил çинче шерепеленсе вĕлкĕшеççĕ. Ишек сăрчĕн, çăлĕн асамне, çут çанталăк хăватне палăртаççĕ вĕсем. Тÿпери Аслă Турра ĕненнĕ, çут çанталăка Турă тĕкĕрĕ тесе йышăннă халăхсен культуринче йывăçран хăю çакасси анлă сарăлнă. Пусма таткисенчен пÿрне сарлакăш çурнă. Пÿрне тăршшĕ-сарлакăшĕ универсаллă виçе çеç мар, сăпайлăх виçи те. Сукнапа е пурçăнпа усă курма юраман. Ăнланмалла каласан, хăю çакни - çут çанталăк тата çÿлти хăватсене кĕл туни, хÿтлĕх-пулăшу-çăмăллăх ыйтни. Хăшĕсен шухăшĕпе, пусма таткисем таса вутăн çулăмне сăнарлаççĕ. Теприсем вара вĕсене вут çĕлен е тĕнчен тата вăхăтсен пуçламăшĕнчи çĕленсен сăнарĕ- сем-элккисем тесе палăртаççĕ. Чăвашсем ытларах шурă хăю çыхнă - çÿлти тĕнчен тасалăхĕ, чĕмлĕхĕ чунри тасалăхпа шайлаштăр тенĕ. Çак шайлашуран сывлăх та, ăнăçу та, телей те пулать тесе ĕненнĕ, чир-чĕртен хăтăласса та шаннă (хăю мĕн тĕсли, ăна миçе хут çыхнин те пĕлтерĕшĕ пур).

Пĕрре пăхсах паллă: Ишек сăрчĕ - сăвап-учÿк тăвĕ, ахаль киремет мар вăл. Ишек тăвне сăнасан - ун айккипе тахçан çĕр хапхи пулнă тесе те калас килет. Халĕ Ишекре 14 урам та 200 яхăн кил. Сала тепĕр 10-15 çултан хула поселокне куçасса иккĕленмеççĕ кунта пурнакансем. Ял мĕнле пуçланса кайнин хавхи те чаплă, Ылтăн Уртан «ылтăн» тапхăрĕпе, Узбек хан вăхăчĕпе çыхăнтарнă. Паллă этнограф Спиридон Михайлов-Яндуш тĕшмĕртнĕ тăрăх, Ишек - Ылтăн Урта ханĕн пĕлĕшĕ. Çав çын халăх тĕнне пăрахса ислам йышăннă пулать, тавралăхăн тăрăхтĕперĕ (наместник) пулса тăрать. Каярахпа, çак хавха ытла та хăюллă, ĕненмеллех мартан, В.Грузинцев 1914 çулта кăларнă «Ишек ялĕ» кĕнекинче Ишеке Хусанти темле «Узбек ханпа» çыхăнтарать.

Ишек сали малтанласа сăвап-учÿк сăрчĕ çинче никĕс- ленмен. Чăвашсем кăна мар, çармăссем, ирçесем, тутарсем те сума сунă ту çинче никам та вырнаçман ĕнтĕ. Унта пуç çапма, кĕл тата чÿк тума çÿренĕ. Ахăртнех ку тăрăха чăвашсем килсе тухичченех сăваплă шутланнă çак вырăн.

В.Нестеров историк-архивçă, документсене тĕплĕн тишкерессипе палăрнăскер, Степан Разин вăхăтĕнче те Ишек ялне асăннă хут çуккине, вăл саманара Ишекĕн пысăк çулĕ пуррине палăртнине çеç асăрхаттарать. Степан Разин вăхăтĕнчех Ишеке пуç çапма йышлăн çÿ- ренине пĕлтерет ку. Çавăнпа Ишек (Ышек е Эшек) текен чăваш сăвап-учÿкĕн халăх асне юлнă мăчавăрĕ теме те пулать. Ишек çăлĕ, Ишек тăвĕ тени шайлашăнать вара. Ишек мăчавăр ислам йышăнса тăрăхтĕперне тухни чăна та килме пултарать. Ишек тени вара çав тăва чыслакансен ялĕсен пĕрлĕхлĕ ячĕ пулнă.

Ишек ялне никĕслекенĕ - чиркĕвĕн малтанхи пачăшки Федор Лукин. Унпа пĕрле кунта тиекпе 2 причетник килнĕ. 1748 çулта салара çаксем кăна пурăннă - 4 кил тата ту айĕнче, Ункă çырминче, Микулин купсан арманĕ ларнă.

Ишек тăвĕ çинче малтан ял ларман, аялта шурлăхра та пулман вăл. Чи çывăх ялăн, йăла-курăм тăрăх, çырма урлă вырнаçмалла. Çырми вара Ункă пулмасса та пултарнă. Çынсем йышлăн çул сăваса (пуç çапма) çÿренине хрис- тианлатассине ансат та витĕмлĕ, ытти çĕрте ĕмĕрсем тăршшĕпе тĕрĕсленнĕ мелпе усă курнă. Асамлă турăш тупнă та - çĕнĕ, христианлатнă историе пуçланă.

1751 çулта Шăпачав ял çынни, тĕне кĕмен Алтасан хирте хура чул-турăш (тепĕр вариант - хăма-турăш) тупать пулать. Унта пĕр енне Асам тăван Николайăн сăнне (Микула турă), тепĕр май вара Михаил аслă стратигпа аслă Василий çветтуй сăнĕсене ÿкернĕ тесе ăнлантарса параççĕ тет ăна тĕне кĕнисем. Алтасан турăша Паруня хĕрне парать, лешĕ ăна каткана хурать имĕш. Каçпа хĕр тĕлĕкре пĕр старике курать: лешĕ каткари япалана чиркĕве кайса пама хушать. Ашшĕ турăша каялла хире кайса пăрахать. Çакăн хыççăн хĕрĕ хĕне каять - ал-ури ĕçлеми пулать. Тĕлĕкре Паруня каллех старике курать: лешĕ турăша чиркĕве пама тепĕр хут хушать. Алтасан ăна илме каять те - тупаймасть. Шырасан-шырасан таса çăл патĕнче тупăнать хайхи, чиркĕве кайса парать. Хĕрĕ çаплах сывалмасть. Паруняна тĕлĕкре старик Микул турра пуç çапма хушать. Хĕре чиркĕве йăтса каяççĕ, Федор Лукин пачăшкă ăна тĕне кĕртет, хĕр Екатерина ят йышăнать. Вара Екатерина тÿрех чĕрĕлет, килне хăй тĕллĕнех утса каять имĕш.

Ишек чиркĕвĕ чăвашсемшĕн пĕлтерĕшлĕ шутланнă. Унăн чапĕ 1748 çулта лартнă йывăç чиркÿпе мар, 1754 çулта хăпартма тытăннă, 1780 çулта святить тунă чул чиркÿпе çыхăннă. 1760 çул тĕлне Ишек салинче пурĕ те 10 кил пулнă. Таса çăл патне часавай туса лартнă. Микул турра пуç çапма вырăссем те йышлăн çÿреме тытăннă. Чăвашсем христианлăха хапăл туса йышăннă теме çук. 1774 çулта, Пугачев вăрçи вăхăтĕнче, чăвашсем Иоанн Филиппов пачăшкăна, çынсене тĕне кĕртме шутсăр тăрăшаканскере, çакса вĕлерме шут тытнă. Лешĕ: «Таса кĕпе-йĕм тăхăнса вилме ирĕк парăр», - тесе тархаслать те Чашлама вăрманне тухса тарать - хăтăлса юлать (каварланнă чăвашсене кайран айăпланă).1780 çулта Ишекре 15 кил шутланнă. Ту çинче чиркÿ, притч çурчĕ, 2 училище ларнă. Уяври суту-илÿ речĕ те пулнă.

Ишек авал чиркĕвĕпе кăна мар, пасарĕпе те чаплă пулнă. Официаллă вăл 1780 çултанпа пухăнать. Пасар маларах та пулни пирки иккĕленÿ çук. Çул сăвасне халăх йышлăн пуçтарăнни сартсене (купсасене) илĕртнех. Пуç çапма килекенсем сăрт тăрринче, халĕ шкул ларакан вырăнта чарăннă. Пасар сарăлсах пынăран ăна сăрт айĕнчи лапама куçарнă. 150 çул ытла шавланă пасар çак вырăнта. 1930 çулсен варринче, çак тĕле колхоз клубне тата правлени кантурне хăпартнăран, стадион тунăран, пасара Ункă çырмин анăç енне куçарнă.

Ишек пасарĕн чапне-мухтавне тытса тăраканни - Микула турра халалланă ярмарка пулнă. Вăл çу уйăхĕн 9-10 кунĕсенче (хальхи стильпе 23-24-мĕшĕсенче) иртнĕ, 3-4 пин халăха пуçтарнă. Хăш чухне унта 10 пине яхăн çын та килни пулнă. Кашни киле 100-шер çын чарăннă. Тĕрлĕ çĕртен çитнĕ ярмăркăна, анатри чăвашсем те йышлăн çÿренĕ. Улача тум тăхăннă, тухья-тенкĕ çакнă анатри хĕрсен илемĕ куç туллин тăнă. Спиридон Михайлов çапла çырать: «... Тĕрлĕ халăх йышлă кунта: мăкшăсем те, çармăссем те тĕл пулчĕç, анатри чăвашсем вĕт шăрçапа эрешленĕ уяв тумĕ тăхăннă, пуçне тутар тюпеттейĕ майлăрах кĕмĕл тухья тăхăннă арăмĕсемпе, хĕрĕсемпе. Çак халăх хушшинче пăлхар тапхăрне лекнĕ пекех туйрăм, хам та ăнланмастăп - мĕншĕн, хаваспа та тунсăх ăшне путрăм».

Ишек ярмăркки авалхи çул сăвасăн еткерне йышăнни ăнланмалла ĕнтĕ. Уява Самар тăрăхĕнченех халăх пуçтарăнни Ишек авалхи миграци çулĕн пайрăшĕ пулнине те палăртать çакă. Республика территорине чăваш-пăлхарсем Атăл леш енчен çеç мар, Самар-Саратов çеçен хирĕсенчен те куçса килнине пĕлтерет. Тепĕр уйрăмлăх та пулнă Ишексен. Çакăнти халăх калаçакан чĕлхе таса, тĕрĕс, тĕслĕхлĕ шутланнă. Ăна тĕпчеме XIX ĕмĕртех ют çĕр-шыв ăсчахĕсем килнине та çырать Спиридон Михайлов.

Ишекĕн тепĕр ытарайĕ - тавра пĕлÿ музейĕ. «Самант» тусĕсем унпа килес çул - экскурсисен ярăмне пуçласан - паллашĕç.

Наг ТУРАН

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.