Комментировать

16 Мар, 2018

Хула та сала кĕтеççĕ шалу

Республикăра 2 пине яхăн çын ĕçшĕн тÿлев илеймен

Пуш уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енри 22 организацире ĕç укçипе çыхăннă парăм виçи 70 миллион тенке яхăн капланнă. Çак тата ытти цифрăна эрнекун ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи ведомствăсен ĕç укçине вăхăтра тата туллин тÿлес, вăрттăн ĕçлев шайне чакарас енĕпе ĕçлекен пĕрлехи комиссийĕн ларăвĕнче (сăн ÿкерчĕкре) асăнчĕç. Ыйту çивĕччи куç кĕрет.

Ларăва пысăк парăмлă предприятисен ертÿçисене чĕннĕ. Кашнинех итлерĕç. Йĕпреç районĕнчи Калинин ячĕллĕ ЯХПК ĕçченĕсен умĕнчи парăм 8 уйăхра 2,3 миллион тенке яхăн капланнă. Хуçалăх ĕçлемест ĕнтĕ. Ăна курттăммăн сутасси йывăррине кура пурлăха пайăн-пайăн сутас çул çине тăнă.

Шупашкарти «Автокомпонентсен «Элма» завочĕ» ОООри ĕç-пуç та çăмăл мар. Çакна палăртмаллах: предприяти гендиректорĕ Александр Ефремов яваплăха хăйĕн çинчен сирмест. «Элма» 2016 çултан тытăнса аванах ĕçленĕ — производствăна анлăлатма та пултарнă. Ял хуçалăх, ытти отрасль техники валли генераторсем туса кăлараканскерĕн нуши пĕлтĕрхи авăн уйăхĕн вĕçĕнче пуçланнă. Унччен лайăх сутăннă продукци тĕлĕшпе «спрос» текенни тăруках чакнă. Çапла пулассине маларах асăрхаманшăн Ефремов чи малтан хăйне айăплать. 

«Чăвашавтотранс» каллех такăннă. Çулталăк вĕçĕнче ĕç укçин парăмне чи пĕчĕк шая антарма пултарнăскерĕн каллех парăмсем капланма пуçланă — кăçалхи икĕ уйăхра 15,3 миллион тенке çитнĕ. Пассажирсене илсе çÿренинчен пухăнакан укçа парăма татма çитмест. Тăкаксене май пур таран пĕчĕклетнин усси куçкĕрет — пĕлтĕр ИТР тытăмĕнчи 100 яхăн должноçа чакарнинчен тытăнса кивĕ автобуссене ПАИре регистрацирен кăларни таранах. Çапах предприяти ертÿçи мĕнпур майпа усă курса шалу парăмне пуш уйăхĕн вĕçĕ тĕлне татма шантарчĕ.

Суту-илÿпе общество апатланăвĕнчи «вăрттăн» ĕçлев шайне чакарас ыйтупа вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин сăмах илчĕ. Прокуратура представителĕ Дмитрий Тимофеев пурăнмалли çурт-йĕрĕн капиталлă юсавне пурнăçлакансемпе тимлĕрех ĕçлеме сĕнчĕ. 

 

Рубрика: