Комментировать

13 Мар, 2018

Çĕнĕ система ĕç-хĕле ансатлатать

Çурт лартма шухăш тытрăр-и? Е çутă, шыв, ăшă кĕртмелле-и? Ÿлĕмрен уйрăм граждансем те, предприяти-организацисем те çак ĕç-хĕле пурнăçлама ирĕк паракан документсене патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен пĕрлехи порталĕ урлă хатĕрлеме пултарĕç. Система кăçал кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ĕçлесе кайнă. Çĕнĕлĕх пирки паян Чăваш Республикин строительство министрĕн пĕрремĕш çумĕ Максим Иванов каласа кăтартрĕ.

Ĕмĕрĕнче пĕр хутчен те пулин çурт лартса курнă çын аван ăнланать: вăл е ку документа хатĕрлес тесен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене çÿресе сахал мар вăхăт ирттернĕ, черетре тăрса хăшкăлнă. Е специалист вырăнта мар, е тата сасартăк хутсем çинче йăнăш тупăнать… «Малашне çынсем кунашкал чăрмавсенчен хăтăлĕç, — шантарчĕ министр çумĕ. — Çĕнĕ система патшалăх пулăшăвĕпе кирек хăш вăхăтра та, кирек хăш вырăнтан та усă курма май парать. Хулара пурăнатăр-и е ялта-и — пĕрлехи порталта регистрациленнĕ хыççăн хăвăра кирлĕ ĕçе пурнăçлама ыйтса заявлени паратăр. Сирĕн документсене пăхса тухнине сăнаса тăма та пултаратăр».

Çĕнĕ система сĕнекен лайăх енсен шутĕнче Максим Иванов çавăн пекех черет кĕтмелле пулас çуккине, коррупцирен хăтăлма /гражданин вăл е ку документа хатĕрлессишĕн яваплă организаципе тÿрремĕн çыхăнмасть, унти специалистемпе пĕр чĕлхе тупассишĕн тăрăшмасть/ май пуррине палăртрĕ.

 

Рубрика: 
Теги: