Комментировать

7 Мар, 2018

Аэровокзал çĕнелĕ

Шупашкарта аэровокзал тĕпрен çĕнелсе улшăнмалла. Унăн проектне Чăваш Республикин Хула строительствипе общество инфратытăмĕн аталанăвĕн канашне тăратнă.

Юсаса çĕнетнĕ хыççăн усă куракан лаптăк пысăкланмалла, 1400 тăваткал метр пулмалла. Икĕ хутлă çуртра пассажирсене регистрацилемелли, багаж йышăнмалли, памалли, таможня пункчĕсем, канмалли-кĕтмелли зал тата ытти те пулмалла. Çĕнелнĕ аэровокзал ĕç-хĕл енчен кăна мар, унăн сăн-сăпачĕ те палăрмаллах улшăнмалла, лайăхланмалла.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.