Комментировать

6 Мар, 2018

Чăваш Енре Пĕтĕм тĕнчери Парамузыка фестивалĕ иртĕ

Авăн уйăхĕн 4-5-мĕшĕсенче Чăваш Ен Пĕтĕм тĕнчери Парамузыка фестивальне хутшăнакансене йышăнĕ. Ăна Шупашкарта Оперăпа балет театрĕнче ирттерме палăртнă.

Фестивале 3 тапхăрпа йĕркелĕç. Пушăн 10-31-мĕшĕсенче — вырăнти культура учрежденийĕсенче ирттерĕç, акан 1-мĕшĕ — çу уйăхĕн 15-мĕшĕсенче республикăра пултарулăх ушкĕнĕсемпе уйрăм юрлакансене суйласа илĕç, авăн 4-5-мĕшĕсенче вара гала-концерт пулĕ. Фестиваль йĕркелÿçисем палăртнă тăрăх, хутшăнма кăмăл тăвакансен йышĕ çулсерен ÿссех пырать.

Фестивальте хевтесĕр ачасемпе çамрăксем илемлĕ тата професси искусствинче хăйсен ăсталăхĕпе тата пултарулăхĕпе савăнтарĕç. Кăмăл тăвакансем тĕрлĕ номинацире — юрлас /академи, халăх, эстардăпа джас, жест/, илемлĕ сăмах, фортепиано, вĕрсе каламалли, шавлă инструментсем, хальхи, классика, халăх ташши, кÿмесем çинче ташлани — «вăй виçĕç». Сăмах май, Пĕтĕм тĕнчери Парамузыка фестивальне 2009 çулта йĕркеленĕ. Малтанах вăл Мускав шайĕнче кăна иртнĕ. 2011 çулта вара вара тĕнче шайне тухнă. Паян Шупашкарта Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче Парамузыка фестивальне ирттерес енĕпе йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ тата пресс-конференци иртрĕ. Унта ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Константин Яковлев, «Пĕтĕм Тĕнчери Парамузыка фестивалĕ» организацин директорĕ Григорий Микаелян, республикăри министерствăсемпе ведомствăсен ĕçченĕсем хутшăнчĕç.

«Фестиваль вăл хăвăрт иртет. Пирĕн вара хевтесĕррисене манмалла мар, яланах пулăшса, хавхалантарса пымалла», - шухăшне палăртрĕ Константин Геннадиевич. «Ирĕклĕх» общество организацийĕн ертÿçи Павел Никитин вара ларăва инвалид кÿмипе çитнĕ. Вăл шăпах хевтесĕррисемпе ĕçлет иккен. «Эпир те сирĕн пекех çынсем. Пире манманнишĕн, çакăн пек фестиваль йĕркеленишĕн чĕререн тав тăватăп. Пушăн 30-мĕшĕнче, Телей кунĕнче, ЧР Культура министерстви пулăшнипе чăваш эстрада юрăçисемпе концерт йĕркелетпĕр. Эпир сусăртсене пĕр-пĕрине калаçма, хутшăнма ятарлă площадка та йĕркелерĕмĕр. Пĕлтĕртенпе вара Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пулăшнипе тата хавхалантарнипе спортпа та туслашрăмăр», - паллаштарчĕ çамрăк. 

Олег ЦЫПЛЕНКОВ, Чăваш Енри кинематографи пĕрлĕхĕн пуçлăхĕ, «Чăваш кино» студин тата электронлă документсен архивĕн директор çумĕ:

Пирĕн Республикăшăн тĕнче шайĕнчи çакăн пек фестивале ирттересси пысăк чыс, яваплăх. Кунта пирĕн патшалăхăн та, халăхăн та пĕрле пулмалла. Пĕтĕм тĕнчерен пирĕн патăмăра хевтесĕррисем килеççĕ. Пирĕн пĕтĕм ăшша, чун, чĕре ăшшине май çитнĕ таран памалла. Кайран вĕсем пирĕн патран Америкăна, Австарлине е ытти çĕре кайсан пĕтĕм çĕрте чăваш халăхĕ ырă, ĕçчен, лăпкă халăх пулни, Чăваш Республикине мĕнле те пулин тепре çитсе курасчĕ тесе каласан эпир телейлĕ пулăттăмăрччĕ. Хевтесĕррисене пирĕн пулăшса пымаллах.

Рубрика: