Комментировать

6 Мар, 2018

Çулленех пин-пин документпа пуянланать

Раççейре 2003 çултанпа пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче Архивсен кунне паллă тăваççĕ. Çак кун — 1720 çулхи нарăсăн 28-мĕшĕнче /çĕнĕ стильпе пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче/ — пĕрремĕш Петĕр Раççейре патшалăхăн пĕрремĕш актне — «Генеральнăй регламент е устав» — алă пуснă.

Патшан асăннă уставĕ Раççей патшалăх архив службин пуçламăшĕ пулса тăнă.

Чăваш Ен архив учрежденийĕсен тытăмĕнче паян патшалăх шайĕнчи виçĕ тата муниципалитет шайĕнчи 25 архив шутланать. Вĕсенче 2,961 миллион управ единици хÿтлĕх тупнă. Юлашки пилĕк çул хушшинче республика Архив фончĕ çулленех вăтамран 60 пин управ единиципе пуянланать. Республика Правительстви Чăваш Ен архив ĕçне аталантарма, вĕсен пурлăхпа техника базине пуянлатма майсем тупсах тăрать. 2015-2017 çулсенче çак ĕçсем валли республика бюджетĕнчен 166,7 миллион тенкĕ уйăрса панă. Халăх архив информацийĕпе усă курнине ырламалла. Юлашки пилĕк çулта 348 пин çын унти документсемпе паллашнă.

Раççей архив служби вара кăçал 100 çул тултарать. Çавна май пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче ЧР патшалăх истори архивĕн никĕсĕ çинче «Архивист — професси» ятпа «Çавра сĕтел» иртрĕ. Ун умĕн унăн директорĕ, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ Галина Ертмакова архивпа паллаштарчĕ. Кунтах «Духовное наследие просветителя чувашского народа И.Я.Яковлева» курав уçăлчĕ. ЧР культура министрĕ Константин Яковлев паянхи архивçăсене, ветерансене çак пулăмпа ăшшăн саламларĕ. Чи-чи пултаруллисене министерствăн Хисеп грамотипе, Тав çырăвĕпе чысларĕ.

«Çавра сĕтеле» çавăн пекех ЧР патшалăх хальхи вăхăтри истори архивĕн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Казеева, архив ĕçĕн ветеранĕсем Анатолий Выйкин, Александр Петров, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ Владимир Ткаченко, «Чăвашкино» патшалăх киностуди тата электрон документаци архивĕн директорĕ Николай Медведев, ыттисем хутшăнчĕç, архивсем умĕнче паян тăракан çивĕч ыйтусене çĕклерĕç.

Галина ЕРТМАКОВА, ЧР патшалăх истори архивĕн директорĕ:

Пирĕн архив — республикăри архив учрежденийĕсенчен чи пысăкки. Кунта Чăваш Енĕн историне туллин çутатса паракан питĕ паха документсем — XVII ĕмĕртен пуçласа паянхи кунчченхисем — упранаççĕ. Вĕсен шутĕнче — алă вĕççĕн çырнă кĕнексен сайра тĕл пулакан экземплярĕсем, патша грамотисен списокĕсем, Совет Союзĕн Геройĕсен, культура деятелĕсен, сывлăх сыхлав ĕçченĕсен, политика репрессине лекнисен докуменчĕсем.

Архив 2012 çултанпа çулталăкра пĕрре «Исторический вестник» журнал кăларать.

Николай МЕДВЕДЕВ, «Чăвашкино» патшалăх киностуди тата электрон документаци архивĕн директорĕ:

Эпĕ ертсе пыракан учреждени кино искусствине республикăра пропагандăлакан, иртнĕ ĕмĕрте ÿкернĕ çĕр-çĕр фильмăн копине упракан пĕртен-пĕр организаци. Кунта электрон тата аудиовизуаллă /кино-, видео-, сасă-/ документсем шанчăклă вырăн тупнă. Çакна та аса илсе хăварасшăн: пирĕн архивра иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсен вĕçĕнче Иоаким Максимов-Кошкинский ертсе пынипе «Чăвашкино» ÿкернĕ «Страна Чувашская» документлă тата «Священная роща» илемлĕ фильмсен тата «Ял» картинăн пĕр пайĕн копийĕсем упранаççĕ.

Рубрика: 
Теги: