Комментировать

5 Мар, 2018

«Раççей мисĕ» конкурса хатĕрленет

«Раççей мисĕ» илем конкурсне ирттересси йăлана кĕчĕ. Кăçалхи тупăшура пирĕн республика чысне Юлия Полячихина хÿтĕлĕ. 18-ти пикешĕн ку — пĕрремĕш конкурс мар.

Юлия Раççей шайĕнчи çак илем конкурсне хутшăнма пĕлтĕр çулла хатĕрленме тытăннă. Малтанах кастинг витĕр тухнă. Çав вăхăтрах Францири Париж хулинче модель пулса ĕçленĕ. Халĕ çак енĕпе Японире тăрăшаканскер илем конкурсĕсĕнче пĕрре мар палăрнă. Веçех «Чăваш Ен мисĕ-2016» тупăшура çĕнтернинчен пуçланнă. Çав çулах Юля «Раççей туризм вице-мисĕ», «Мисс Атăл топ-10», «Топ 10 Miss globe 2016» ятсене тивĕçнĕ. Пĕлтĕр «Apollon 2017» конкурсăн вице-мисĕ пулса тăнă.

Юлия палăртнă тăрăх, ăна черетлĕ тупăшăва хатĕрленме тĕрĕс апатланни, спорт тата акăлчанла калаçма вĕренни пулăшаççĕ. «Конкурса йăл кулăпа кайăп, тум çине çеç шанмалла мар», — пĕлтернĕ пике.

 

Рубрика: