Комментировать

16 Мая, 2014

Тĕрлĕ меслетсемпе сыпмалла

Çуркунне те килсе çитрĕ. Çавна май улмуççи сыпмалли çинчен тĕплĕнрех çырса кăтартсан, ÿкерчĕксемпе ăнлантарсан лайăх пулĕччĕ.

М.БОРИСОВ.

Елчĕк районĕ.

Çакнашкал ыйтса çырнă çырусем хаçата юлашки вăхăтра тăтăшах килеççĕ. Вулакансем йышлăн ыйтнине хаваспах тивĕçтерме шутларăмăр.

«Улма çиес килсен улмуççи ларт» тенĕ ваттисем. Тутлă пан улми çиес килес тĕк - сыпма вĕрен, тесшĕн эпир.

Сад ăстисем улма е çырла йывăçĕсене ытларах сыпса ĕрчетеççĕ. Лайăх сортăн сыпмалли папкине е туратне сапан теççĕ. Сыпмалли йывăç вăл - вăрăран çитĕнтернĕ çамрăк ÿсен-тăран. Хальхи вăхăтра сыпмалли меслетсем пурĕ 100 ытла. Пахчаçăсем, сад ăстисем хăш меслечĕпе ытларах усă кураççĕ-ха. Хăш меслечĕ сирĕншĕн меллĕрех, çавăнпа усă курма хушаççĕ. Папкапа сыпнă чухне лайăх сортăнне пĕр çулхи туратне касса илеççĕ. Çулçисене татса пăрахаççĕ, аврисене хăвараççĕ. Сыпмалли йывăç тунин аялти пайĕнче çивĕч çĕçĕпе хуппине Т саспалли пек касса кăлараççĕ. Çĕçĕ вĕçĕнчи лапаткапа каснă вырăнти хуппине йывăçĕнчен кăштах уйăраççĕ. Унтан лайăх, паха сортлă йывăç туратĕнчен вăйлă çитĕннĕ папкине /кăштах йывăçне те каснă вырăна - Т саспалли пек тунă вырăна ĕнтĕ - хуппи айне вырнаçтараççĕ. /1 ÿкерчĕк/. Сыпнă вырăна - папкине ирĕке хăварса - мунчалапа хытă çыхса лартаççĕ. Тĕрĕс сыпрăр пулсан, пĕр 2-3 эрнерен папка лайăх çирĕпленсе ларать. Çитес çуркунне вара сыпнă папкаран хунав çитĕнет. Йывăç туратне сыпнă вырăнтан çÿлерех касса пăрахаççĕ. Тепĕр 2-3 çултан эсир сыпнă хунавран лайăх сортлă йывăç çитĕнет, ăна пахчана куçарса лартма та юрать. Çак меслетпе июль вĕçĕнче - август пуçламăшĕнче усă кураççĕ.

Иккĕмĕш меслет. Пĕрешкел туналлă меслетпе сыпмалли хунав тата сапан пĕрешкел хулăнăш пулсан /2 ÿкерчĕк/ тепĕр меслетпе усă кураççĕ. Туратсем лайăх тытăнса тăччăр тесен, ÿкерчĕкре кăтартнă пек савăлсем тăвăр, вĕсем çине икĕ хунава тăхăнтартса лартăр. Унтан вара сыпнă вырăна çавăрса çыхăр та сад сăмалипе сĕрсе лартăр. Çак меслет апрель вĕçĕнче - май пуçламăшĕнче вырăнлă.

Виççĕмĕш меслет. Йывăçа çурса сыпни. Çакнашкал меслетпе сыпмалли йывăç диаметрĕ 3-5 сантиметр таран çитĕнсен усă кураççĕ. Сыпмалли турата касăр, çурмаран 5-10 сантиметр таран çурăр /3 ÿкерчĕкре кăтартнă пек/. Çакăн хыççăн сыпмалли туратсен пĕр вĕçне савăл пек касса илĕр те çурăка икĕ енчен те чиксе хурăр. Хунавăн çÿлти пайне тата каснă туратсене çиелтен сад сăмалипе сĕрсе тухăр.

Тăваттăмĕш меслет. Йывăçа кăштах çурса сыпни. Сыпмалли йывăç туратне айккине кăна касаççĕ /4 ÿкерчĕк/. Сыпмалли турата /сапана/ каснă çурăка вырнаçмаллах чутласа илеççĕ. Çак меслете урăхла савăлпа сыпни те теççĕ.

Пиллĕкмĕш меслет. Йывăç хуппи çумне сыпасси. Каснă туратăн хуппине 3-5 сантиметр тăршшĕ çураççĕ. Сапана 2-3 сантиметр тăршшĕ чутласа савăл пек тăваççĕ те йывăç хуппи çумне çирĕплетсе лартаççĕ /5, 6 ÿкерчĕксем/. Ку меслетпе çулла усă курма хушаççĕ. Вăл, малтанхи меслетпе танлаштарсан, 20 процент шанчăклăрах.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.