Автоçул çуллен ытларах тăваççĕ
Шăмăршă районĕн муниципалитет йĕркеленĕвĕсен хыснинчен çулсем тума, вĕсене реконструкцилеме тата юсама 2018 çулта пурĕ 120 млн та 306 пин тенкĕ пăхса хăварнă. Ку ĕçе пĕлтĕр 107 млн та 63 пин тенкĕ явăçтарнă.
Республика çулĕсен балансне тытса тăракан «Чăвашупрдор» хысна учрежденийĕ пĕлтĕр саккасçă пулса Шăмăршă районĕнче кăна 4 объектра çĕнĕрен çул тутарнă тата юсаттарнă. Вĕсене 81,4 млн тенкĕ уйăрнă.
2017 çулта Шăмăршă — Суйкăн — Алтышево — «Энĕш» автуçулăн Шăмăршă районĕнчи сыпăкĕнче строительство пуçланă. Планпа килĕшÿллĕн 9 çухрăм çинче асфальт хунă. Кунта кăçал 8 километр ĕçе кĕртмелле. Икĕ çуллăха çирĕплетнĕ контракт хакĕ 94,8 млн тенкĕпе танлашать. Çак шутран 50 млн тенкĕпе пĕлтĕр усă курнă.
2017 çулхи çĕртме уйăхĕнче Шăмăршă — Суйкăн — Алтышево — «Энĕш» автуçул кĕперĕ айĕнчи тимĕр-бетон пăрăх конструкцине юсанă, кунта 3,9 млн тенкĕ янă.
Иртнĕ çул Кивĕ Чукал ялĕнчи Комсомольски, Пионер тата Хырлăх урамĕсенчи çула /1,3 км/ чул сарса хытарнă. Ăна туянма, турттарма, сарма, ытти ĕç тума республика хыснинчен 6,6 млн тенкĕ куçарнă. Кивĕ Шăмăршăри Чкалов тата Свердлов урамĕсене çул /2,6 км/ хывма 21 млн тенкĕ майлă уйăрнă. Строительствăна икĕ ялĕнче те чÿк-раштав уйăхĕсенче вĕçленĕ.
2018 çулта Шăмăршă — Суйкăн — Алтышево — «Энĕш» автуçулăн Шăмăршă районĕнчи сыпăкĕнче юсава вĕçлеме палăртнă. Унта бюджетран 44,8 млн тенкĕ явăçтарма пăхнă. Кунсăр пуçне Шăмăршăсем «Чăвашавтодор» АО районта пуçланă ĕçсене вĕçлеме республика хыснинчен 47 млн тенкĕ илĕç.
Асăннă предприяти панкрута тухнă пулин те республика Правительстви вăл туса пĕтереймен çулсене кăçал ĕçе кĕртетех. Паллах, Пăчăрлă Пашьел, Палтиел, Виçпÿрт Шăмăршă, Вырăс Чукал ялĕсенче пурăнакансем вĕсене хута ярасса кĕтеççĕ. Çынсен иккĕленмелле мар. Ку объектсене кăçалхи ĕçсен планне кĕртнĕ, влаçри яваплă çынсем çав ялсенче пурăнакансене туса пĕтеретпĕрех тесе сăмах панă.
— Вĕсене хута ярсан Шăмăршă районĕнчи çул-йĕр фончĕн пахалăхĕ ÿсесси, транспорт лайăхрах çÿреме пуçласси пирки иккĕленместĕп, — терĕ Владимир Доброхотов.