Комментировать

1 Мар, 2018

Волонтерсем сывлăха ачаран упрама вĕрентеççĕ

«Волонтер медиксем» Пĕтĕм Раççейри общество юхăмĕн Чăваш Енри уйрăмĕн хастарĕсем çамрăк ăрăвăн сывлăх сылавĕн пĕлĕвне ÿстерессишĕн тĕрлĕ мерпоприяти йĕркелет. Паян Шупашкарти В.Маяковский ячĕллĕ библиотекăра «Сывлăха çамрăкран упра» фестиваль иртрĕ. Унта тĕп хулари 29, 45-мĕш шкулсен вĕренекенĕсем хутшăнчĕç.

Ачасем станцисене çитсе тĕрлĕ ыйтăва хуравларĕç, сăмах каçмăш тупсăмне шырарĕç, этемĕн шалти органĕсен ĕçне тишкерчĕç... «Волонтер медиксем» юхăм хастарĕсем — И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ, Шупашкарти медицина колледжĕн студенчĕсем. Пĕтĕмпе 200 яхăн çын. Вĕсем уçă уроксем ирттереççĕ, профилактика лекцийĕсем вулаççĕ. Итлекенĕсем ытларах чухне — шкул ачисем. Юхăм ертÿçи Ольга Брагина шухăшĕпе, парта хушшинче ларакансем яшсемпе хĕрсем ăнлантарнине çăмăллăнах ăша хываççĕ. Акă «ВИЧ, СПИД чарăн!» акци вăхăтĕнче стдентсем шкулсене çитнĕ, чир пирки тĕплĕн каласа кăтартнă. Часах туберкулезпа кĕрешмелли уйăхлăх пуçланать. Юхăм хастарĕсем мероприятисенчен юлмĕç.

 

Рубрика: