Комментировать

1 Мар, 2018

Анне, эпĕ салтак пулатăпах…

Çак кунсенче Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш шкулти пуçламăш классенче вĕренекенсен хушшинче Тăван çĕршыва хÿтĕлеме хатĕр пулас туйăма, ырă кăмăллăха вăратас, ваттисене сума сăвас тĕллевпе патриотла юрă юрлакансен конкурсĕ иртрĕ.
Кашни класс яваплăха туйса çар юррисене юрларĕ. 2-мĕш «б» класра вĕренекенсем «Анне, эпĕ салтак пулатăпах...» юрра шăрантарса пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Чыс та мухтав пулас салтаксене!
Çак шкулта вĕренекенсем Тăван çĕршыва хÿтĕлеме мĕн пĕчĕкрен хатĕрленеççĕ. Ачасенчен пĕри летчик, тепри десантник, виççĕмĕшĕ танкист пулма ĕмĕтленеççĕ. Вĕсем малашлăхра пирĕн хÿтĕлевçĕсем пуласса шанса тăратпăр.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.