Ежегодное Послание Президента: ключевой фактор развития - благополучие людей
Сегодня Президент России Владимир Путин огласил ежегодное Послание Федеральному Собранию страны. Нынешнее обращение, как выразился руководитель страны, носило «особый, рубежный характер, как и то время, в которое мы живём, когда значимость нашего выбора, значимость каждого шага, поступка исключительно высоки, потому что они определяют судьбу нашей страны на десятилетия вперёд».
В Послании Владимир Путин акцентировал внимание на вопросах, которые касаются благополучия как отдельно взятого человека, так и страны в целом. «Повторю: считаю главным, ключевым фактором развития - благополучие людей, достаток в российских семьях», – отметил Владимир Путин. Существующую структуру занятости он оценивает «во многом» неэффективной и архаичной. Говоря о необходимости серьезного ее обновления, Владимир Путин отметил, что важно «дать людям хорошую работу, которая мотивирует, приносит достаток, позволяет реализовать себя, создать современные, достойно оплачиваемые рабочие места».
Отставание Владимир Путин назвал главной угрозой и врагом. Глава страны сказал и о масштабном проекте – «это новые экономические и социальные перспективы для людей, современная среда для жизни, для культурных и гражданских инициатив, для малого бизнеса и стартапов. Всё это послужит формированию в России массового, деятельного среднего класса». Но «очень многое будет зависеть, конечно, от городских, местных властей, от их открытости передовым идеям. От готовности откликаться на запросы жителей разных поколений, семей с детьми, пенсионеров, инвалидов. Мнение людей, каким быть их городу или посёлку, должно быть решающим», уверен Президент страны. «Сегодня говорю это не для галочки и прошу обратить на это внимание руководителей всех уровней», – акцентировал внимание Владимир Путин.
Много было сказано о военной доктрине России. В этом плане мощь страны была подкреплена внушительными видеоматериалами, в которых демонстрировалось всевозможное «грозное оружие», которому никакие противоракетные системы не помеха.
КОММЕНТАРИИ
Лидия ВОРОПАЕВА, Чăваш Республикинчи клиника онкологи диспансерĕн тĕп тухтăрĕ:
— РФ Президенчĕ Владимир Путин онкологи чирĕсемпе кĕрешме наци программине туса хума сĕнчĕ. Паллах, шыçă чирĕсене хамăр тĕллĕн çеç тăрăшнипе парăнтарма пултараймастпăр. Паянхи кун çивĕч тăракан çак ыйтăва татса пама, Президент палăртнă пек, ăслăлăхри çĕнĕ шухăшсемпе усă курмалла, хамăр çĕршыври фармацевтика индустрине çак ĕçе туллин явăçтармалла, онкоцентрсене модернизацилемелле, чире малтанхи тапхăрта тупса палăртма тата вăхăтра тухăçлă сиплеме май паракан система туса хумалла. Çапла майпа çеç чирлĕ çынна хÿтĕлеме, унăн кун-çулне тăсма пулать. Паллах, çĕршыв ертÿçи Федераци Пухăвне янă Çыру пирĕншĕн, мĕн пур медицина тытăмĕнче ĕçлекеншĕн, пысăк пĕлтерĕшлĕ документ пулса тăрать.
Владимир ИВАНОВ, Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ:
— Владимир Путин Çырура автоçулсем тума уйăракан укçа-тенкĕ виçине икĕ хут ÿстермелли çинчен каларĕ. Чăваш Енре Çул-йĕр фончĕн калăпăшĕ çулсерен пысăкланса пырать. Регионăн çул-йĕр хуçалăхне аталантарма 2013-2017 çулсенче 16 миллиард ытла тенкĕ уйăрнă. Юлашки пилĕк çулта республикăра 200 çухрăма яхăн автоçул хута янă. Чăваш Енре аварисен шутне тата йывăрăшне чакарассине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ку тĕллевсене пурнăçа кĕртме федерацин «Хуршсăрлăхсăр тата паха çулсем» проект нумай енчен пулăшать. 2018 çулта Чăваш Республики программа мероприятийĕсене пурнăçлама 1461 миллион тенкĕ уйăрать.
Алексей СУДЛЕНКОВ, Чăваш Республикин Общество палатин председателĕ:
— Раççей Президенчĕн Çырăвĕнче çĕршыври лару-тăрăва хак панă, шалти тата тулаш политика аталанăвĕн тĕп çул-йĕрне палăртнă. Кунсăр пуçне çыршывăн шалти аталанăвне, уйрăмах экономика хăватне ÿстерессине, пысăк тимлĕх уйăрнă. Президент Правительствăна предпринимательсем тĕлĕшпе пуçарнă тĕрĕслевсен шутне чакарма, бизнес аталанăвне чăрмантаракан админстраци чарăвĕсене сахаллатма хушрĕ. Çĕршывăн оборона хăватне вăйлатасси, пысăк технологиллĕ çар технолгийĕсене аталантарассине малти вырăна кăларнă. Çакна Раççей хăйĕн чиккисене, гражданĕсене хÿтĕлеме пултарнине çирĕплетес тĕллевпе тунă. Президент граждан обществипе влаç пĕр шухăшлă пулсан çеç пирĕн çĕршыв никама пăхăнман вăйлă патшалăх пулса тăрассине палăртрĕ.
Татьяна ВАШУРКИНА, «Хыпар» издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ:
- Тĕрлĕ енлĕ, питех те кирлĕ, этем тата çĕршыв пурнăçне анлă хакласа ыранхи куна палăртакан Çыру. Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвĕ умĕнче паян тухса калаçнине шăпах çапла йышăнтăм.
Раççей Президенчĕ палăртнă тĕп самантсен шутĕнче – тăван çĕршывăмăра аталану çулĕпе малалла уттарас, экономика хăватне вăйлатса пырас, кашни çынна аталанма май туса парас тени.
Çĕршыв ертÿçи Раççей тата уйрăм çын шăпи пирки пăшăрханса калаçрĕ. Кунта вăл никама та уйăрмарĕ: пĕчĕккисенчен пуçласа ваттисем таранах тивĕçлĕ тимлĕх уйăрмаллине палăртрĕ. Çирĕп çемье пулсан çĕршыв та тĕрекленĕ. Çурт-йĕрпе çыхăннă ыйту кашни çыншăн çивĕч. Вăл çултан çул капланса пынă, паян та татăлса пĕтмен. Çак енĕпе çине тăмаллине асăннă май Владимир Путин тупăш шайне ÿстермеллине тата ипотека ставкине 7-8 процент хăвармаллине палăртрĕ. Ку хыпара пирĕн çĕршыври пин-пин çемье хавасланса йышăннине тавçăрма йывăр мар, мĕншĕн тесен çемье çирĕп пуласси укçа-тенкĕ çитсе пынинчен те нумай килет. Çурт-йĕр туянма илекен кредитăн процент ставки чакни çынсемшĕн чăннипех пысăк пулăшу. Этеме пурнăçри хăйĕн вырăнне тупма тата аталанма май паракан ĕçпе тивĕçтермеллине те Владимир Путин асăнса хăварчĕ.
Çĕршывăн тĕнче шайĕнчи çирĕплĕхĕ пирки те сăмах пулчĕ. Нимĕнле тăшмана парăнман çар хатĕрĕсене тата пĕлтерĕшлĕ ытти саманта видеоматериалсемпе пуянлатни те килĕшрĕ.