Комментировать

Çут çанталăка упрасчĕ
Эп, чăваш ачи, саватăп
Хамăрăн чăваш çĕрне
Вăл кипке те ман, сăпка та
Ăна манмăп ĕмĕрне.
(Петĕр Хусанкай)

Манра чăваш юнĕ чупать. Паян чăваш хушшинче хастар чылай. Вĕсем нумай вĕренсе ăслă çынсем пулнă. Çавсем халăхăмăра ăс парса, вĕрентсе  тăраççĕ те ĕнтĕ.

 Асаттесем: «Тăван тавралăхри çут çанталăк – сывлăх тĕкĕрĕ", – тенĕ. Çакна вĕсем питĕ лайăх ăнланнă çав. Этем çут çанталăкран вăй-хăват илет, çавăнпа вĕсем ăна хисепленĕ. "Эпир çĕртен пулнă, çĕрех пулатпăр та", – теççĕ халĕ те ватăсем.

Халĕ вара çÿп-çапа кирлĕ-кирлĕ мар çĕре тухса пăрахаççĕ. Çут çанталăк хăйне упраманнисене тавăрать. "Уй куçлă, вăрман хăлхаллă", – теççĕ ватăсем. Эпир çак сывлăшпа сывлатпăр. Ӳпкене ларсан чирлетпĕр. Сывлăха хамăрах пĕтеретпĕр.

Ĕлĕк-авал этем çут çанталăка çакăн пек вараламан, çавăнпа хăйсен пурнăçĕ тăван тавралăхран килнине туйнă.

Тĕрĕ те чăваш халăх пултарулăхĕн мĕн авалтан аталанса пынă тата çÿл-лĕ пусăма çĕкленнĕ илемлĕхĕсенчен пĕри. Эпĕ хам та тĕрлеме кăмăллатăп. Акă "Виçĕ хурăн" пейзажа тĕрлесе пĕтернĕпе пĕрех.

 

Сĕнтĕрвăрри районĕ,

Хуракасси  шкулĕ.

Екатерина САРБАЕВА
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.