Вăрмар тăрăхĕ вăрмана ан çаврăнтăрччĕ
Паян Вăрмар районĕн иртнĕ çулхи социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвне пĕтĕмлетрĕç тата кăçалхи тĕллевсене палăртрĕç.
Тĕлпулăва хутшăннисенчен пĕр пайĕшĕн вăл савăнăçлă самантпа асра юлĕ: çакскерсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн аллинчен Тав çырăвĕ тата алла çыхмалли сехете тивĕçрĕç. Теприсене республика ертÿçи пултарулăхри ăнтăлушăн стипенди свидетельствине пачĕ.
Унтан район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Васильев иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетрĕ. Экономикăна илес тĕк иртнĕ çул ваккăн сутакан тавар çаврăнăшĕ, уйăхри вăтам ĕç укçи ÿснĕ, выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк туса илессипе ăнăçлă ĕçленĕ. Республикăра сăвакан ĕнесен шучĕ чакни сисĕнет пулсан, кунта 1,6 процент чухлĕ пысăкланнă. Анчах та туса çитереймен ĕçсем те пайтах-мĕн.
Муниципалитет обьекчĕсемпе, çĕр лаптăкĕсемпе усă курнăшăн предпринимательсем вăхăтра тÿлеменнипе парăмсем ÿссе кайнă, çак кăтарту иртнĕ çултинчен 45,5 процент чухлĕ пысăкланнă. Çавсемех çут çанталăк газĕшĕн те тÿлемеççĕ-мĕн. Халăхăн вара пурăнмалли çурт-йĕрпе кăммуналлă çăмăллăхшăн тÿлемелли парăмсем иртнĕ çултинчен икĕ хут пысăкрах — 16,1 миллион тенке çитнĕ.
Район ертÿçин шухăшĕпе, ял хуçалăхĕнчи чи çивĕч ыйтусенчен пĕри — усăсăр выртакан çĕр лаптăкĕсем. Вĕсем Вăрмарсен самай пысăк. Çакскерсен 40 проценчĕ вăрмана çаврăннă. Çакна шута илсе-ши Андрей Васильевич усăсăр çĕре пусă çаврăнăшне çавăрма виçĕ çул кирлĕ терĕ. Михаил Ингатьев унпа килĕшмерĕ: «Кун чухлĕ вăхăт пирки калаçу пулма та пултараймасть. Ĕç планĕ хатĕрлĕр, ун пирки пĕр уйăхран пĕлтерĕр», — терĕ.
Çул-йĕр хуçалăхĕнче те, халăх пуçарăвĕпе пурнăçа кĕнĕ проектсем тĕлĕшĕпе те, социаллă аталанура та, сывлăх сыхлавĕнче те лайăххипе пĕрлех туса çитерейменни пур.
Вăрмарсене мĕн канăçсăрлантарать-ха? Иртнĕ çул авариллĕ çуртсенчен çĕннисене куçарнă, анчах та хăшĕ-пĕри çĕнĕ хваттерсемпе кăмăлсăр. Мĕншĕн? Стенасем паянхи куна çити чĕрĕ, алăксене фанертан тунă. Чылай хваттерти ваннăй пÿлĕмĕнче ăшă батарейи те çук-мĕн. Андрей Васильев çак хыпар уншăн кĕтмен япала пулнине пĕлтерчĕ, ыйтăва маларах çĕклемелле пулнине аса илтерчĕ. Халĕ подрядчика каялла тавăрма тивет.
Надежда ятлă пике Вăрмар поселокĕ çуп-çап ăшне путас хăрушлăх пуррине палăртрĕ. Ятарлă контейнерсем çук-мĕн, халăх вара каяша, кил-çуртра кирлĕ маррине урамри купана кăларса пăрахать. Район тата Вăрмар ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем унпа киĕшменнине палăртрĕç. Анчах Михаил Игнатьев Шупашкартан килнĕ фотокорреспондента, Надеждăна тата Вăрмар ял тăрăхĕн пуçлăхне «разведкăна» ячĕ, çакскерсем каялла пикен сăмахĕсем тĕрĕс пулнине çирĕплетекен сăн ÿкерчĕксемпе таврăнчĕç
Ыйтусене татса пама çавăн пекех ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Инна Антонова, ЧР финанс министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Фарида Муратова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Валерий Иванов, Юрий Зорин хутшăнчĕç.
Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче ялсен инфратытăмне аталнтарса çитереймесен, ĕç укçи ÿстереймесен çамрăксене ялта тытса тăма йывăррине аса илтерчĕ. Районта ку енĕпе ÿсĕмсем пур пулсан та тивĕçлĕ чухлех маррине палăртрĕ. Çавăнпа район ертÿлĕхне, кашни тытăмри яваплă çынсене хăйсен тивĕçне туллин пурнăçлама ыйтрĕ.
Михаил Игнатьев паянах Çĕрпÿ районĕн 2017 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвне пĕтĕмлетме хутшăнчĕ.