Вут-шу - чăваш халăхĕн çапăçу ÿнерĕ
Çапла çирĕплетет йăхташăмăрсен çапăçу ÿнерне чĕртсе тăратма ĕмĕтленекен Алексей РОМАНОВ. Чăваш халăхĕн авалхи ÿнерĕ çинчен вут-шу шкулĕн çул пуçне каласа пама ыйтрăм.
- Алексей Егорович, чăваш халăхĕн авалхи çапăçăвĕн хăйне евĕрлĕхĕ мĕнре-ши?
- Пăлхар-чăвашăн кĕрешÿ ÿнерĕ çамрăксене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас, вĕсен ăс-хакăлне çирĕплетес тĕллевпе йĕркеленнĕ. Хĕвел тухăç халăхĕсен кĕрешĕвне çывăхскер чăвашсен тĕнче курăмĕнчен никĕсленнĕ. Тупăшу вăхăтĕнче урапа, чавсапа, ал чăмăрĕпе, пÿрнесемпе, пуçпа кĕрешме юрать. Çав вăхăтрах «тăшмана» çĕклесе ывăтма, ыраттарма май пур. Çапăçу мелĕсемпе паллашакан çын аваллăха лекет, чăваш халăхĕ паттăр та хăюллă пулнине туйса илет.
- Вут-шу ăнлавăн пĕлтерĕшне уçсамăр?
- Вăл «вут» тата «шыв» сăмахсенчен пулнă. Чăвашсен авалхи «Вутчул» халапĕнче икĕ вăй тупăшнине çырса кăтартнă. Хайлав тăрăх - Вут Шыва çунтарса тĕп тăвасшăн пулнă, Шу Çулăма сÿнтерме хăтланнă. Çав вăхăтрах эпир тепĕр халапра Шу ятлă чăваш паттăрĕпе тĕл пулатпăр. Çапла вара тапăнакан вăл - вут, хирĕç тăраканĕ - шу. Кĕрешÿçе вут-шу арĕ тетпĕр. Вут-шу ăнлава «Чăваш чĕлхин ăнлантаруллă сăмах кĕнекине» те кĕртнĕ: çыннăн чун хавалне тата вăй-халне ÿстерессишĕн тимлекен кĕрешÿ ÿнерĕ.
- Тренировкăра эсир тĕрлĕ ăнлавпа усă куратăр...
- Вĕсене Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн ĕçченĕ, паллă чĕлхеçĕ Геннадий Дегтярев йĕркелеме пулăшрĕ. Хăшĕ-пĕринпе паллаштарам-ха. Калăпăр, тĕпел. Кашни килти чи хисеплĕ вырăн. Пирĕншĕн те вăл питĕ сăваплă: тĕпелте çурта çутатпăр, юм калатпăр т.ыт.те. Тĕпел умĕнче яланах - тренировка умĕн те, вĕçленсен те - пуç таятпăр. Çан - этем ÿт-пĕвĕ /çан-çурăм сăмахпа танлаштарăр. - Авт./. Хавал - шалти вăй, сывлăм - сывлав хăнăхтарăвĕсен тытăмĕ. Пĕр-пĕрне элтеш тесе чĕнетпĕр. Сум - ăсталăх шайĕ. Çапăçу вăхăтĕнче усă кураканнисем: тарт, ÿкер, ват, чыш, хир, çуп, тÿ, сир...
- Сывлав хăнăхтарăвĕсем çинчен каларăр. Вут-шу «сывлăмĕ» еплерех?
- Чăвашсем авалтанпах тĕрĕс сывламалли мелсене пĕлнĕ, кашни сывлăхлă пулма тăрăшнă. Çакна пĕр тĕпрен пулнă сăмахсем те çирĕплетеççĕ: сывла, сывлам /вздох/, сывал, сывлăх, сывлăш. Сывлав тытăмĕнче тăватă ăнлавпа усă куратпăр: варкăш - хырăмпа сывлани, сулхăн - кăкăрпа сывлани, шуçăм - хул пуççипе сывлани, ир - пĕтĕмĕшле сывлани. Çапăçура тĕрĕс сывлани питĕ пĕлтерĕшлине пур спортсмен та палăртма пултарать.
- Сирĕн кĕнекĕрте «Эй, пирĕн пурнăçа тытса тăракан Çÿлти турă! Тăшмана хирĕç тăма хăюлăх пар, ăна çĕнме вăй-хăват пар. Тăшман айне пулма ирĕк ан пар. Эй, Аслă турă, пулăш мана!» - тенĕ. Çапăçу мелĕсене вĕреннĕ чухне Çÿлти Аттемĕре кĕл туни пĕлтерĕшлĕ-и?
- Вут-шу кĕрешÿ мелĕ кăна мар - пурнăç философийĕ. Тăшмана хирĕç çапăçăва кĕриччен пирĕн йăхташăмăрсем яланах турăран пулăшу ыйтнă. Халĕ те эпир пĕр-пĕр ĕçе пуçăниччен турра кĕл тăватпăр. Çавăнпа пирĕн тренировкăсем медитацирен пуçланаççĕ тата вĕçленеççĕ.
- Вут-шу шкулĕ хăçан йĕркеленчĕ? Унăн кун-çулĕпе паллаштарсамăр?
- Манăн аттепе анне - чăвашсем. Эпĕ Ташкентра çуралнă, çур ĕмĕр ытла унта пурăннă. Çамрăк чухне кĕрешÿпе, самбо-дзюдопа кăсăкланнă,1977 çултанпа каратэпе туслă. Чылай çул спорт шкулĕнче тренерта ĕçлерĕм, училище-техникум студенчĕсемпе милици ĕçченĕсене кĕрешÿпе каратэ ăсталăхне вĕрентрĕм. 2001 çулта тăван тăрăха таврăнсан чăваш халăхĕн авалхи çапăçу ÿнерне чĕртсе тăратма шухăшларăм. Çав çулах Г.Лебедев ячĕллĕ наци лицейĕнче ушкăн пухрăм, çитĕнÿсем те пĕчĕк марччĕ. Шел те, темиçе çул каялла, лицейăн шăпи пирки пурте пĕлеççĕ, ушкăн саланчĕ. Хальлĕхе çитĕннисемпе кăна ĕçлетĕп. Вут-шу шкулне 15 çын çÿрет. Пире пĕр ыйту канăç памасть: тренировка ирттерме ятарлă зал çук. 5 çул ытла электро-механика колледжĕн спортзалĕнче «пурăнтăмăр», паянхи кун вĕренÿ институтĕнче кĕтес тупрăмăр. Çывăх вăхăтра хулари пĕр вăтам шкулта вут-шу ушкăнне уçас тĕллевлĕ.
Калаçнă